Комментари хушас

15 Чÿк, 2017

Çĕнĕ вите — çĕнĕ шанăç

Хĕрлĕ Чутай районĕнче ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсем хăйсен укçипе, инвестиципе ÿсен-тăран, выльăх- чĕрлĕх отраслĕсене аталантараççĕ. Кăçал кăна районта 70 млн тенкĕлĕх инвестици проекчĕсем хута кайнă.

«Коминтерн» ЯХПКра çур çулта 600 ĕне вырнаçмалăх ферма тунă. Хуçалăх хăйĕн укçи-тенкине 58 млн тенкĕ хывнă. Производство обћектне савăнăçлă лару-тăрура уçма хуçалăх ĕçченĕсем, хăнасем йышлă пуçтарăннă.

— Строительство ĕçне кăçалхи çу уйăхĕнче пуçăннă. Инвестици проекчĕпе вара иртнĕ çул ĕçлеме пикеннĕ. Пирĕн специалистсем сĕт суса илессипе малта пыракансен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Чăваш Енри, Владимир, Чулхула облаçĕсенчи хуçалăхсене çитсе курчĕç. Тĕплĕ шутланă, тишкернĕ хыççăн çĕнĕ ферма тума йышăнтăмăр. Кăçалхи пуш уйăхĕнче проект хатĕрлерĕмĕр, унтан строительство ĕçне тытăнтăмăр. Чÿк уйăхĕ тĕлне обћекта вĕçлерĕмĕр. Ку — проектăн пĕрремĕш тапхăрĕ.

— Çитес çул татах çакăн пек вите тăвасшăн. Вăл та 600 ĕне вырнаçмалăх пулĕ. Комплексри икĕ витене сĕт сумалли зал çыхăнтарĕ. «Карусель» сĕт сумалли оборудовани вырнаçтарасшăн. Кун пекки республикăра хальлĕхе çук- ха, — паллаштарчĕ хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе Альбина Новикова ертÿçĕ. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшаканни — «МСО «Кугесьская» пĕрлешÿ строителĕсем, уйрăм пайтаçăсем, хуçалăх ĕçченĕсем.

— Çакăн пек пысăк обћектсем тусан ял пурăнать, — терĕ Хĕрлĕ Чутай тăрăхне çитнĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина.

Хăнасем «Коминтерн» ĕçченĕсене чаплă ферма хута кайнă ятпа чун- чĕререн саламларĕç. Пухăннисем çĕнĕ обћектпа хаваспах паллашрĕç.

Витере ăшă, таса, çутă, хăтлă. Ĕнесене, пăрусене кăкармасăр тăратасшăн. Комплекса туллин хута ярсан 1200 ĕне вырнаçмалла.

Çак кунсенче Йĕпреç районĕнчи «Заря» агрофирмăра та 100 пăру вырнаçмалăх çĕнĕ витене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Кунта пĕчĕк пăрушкасем валли кăна мар, ĕнесене пăрулаттармалли уйрăм та пур. Иртнĕ çул кăна-ха хуçалăхра 200 ĕне вырнаçмалăх вите туса пĕтернĕччĕ.

— «Заря» агрофирма ытти хуçалăха ырă тĕслĕх кăтартать. Çулталăк каялла кăна-ха çĕнĕ вите — ĕне сумалли залпа сĕт сивĕтмелли цех — уçрăмăр. Халĕ каллех тепĕр вите. Унсăр пуçне кăçал предприяти 500-шер тонна вырнаçмалăх утă тата тырă управĕсене туса пĕтерчĕ, — палăртрĕ Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов.

— Пĕлтĕр кунта нимĕн те пулман, халĕ — куллен аталанса пыракан предприяти. Унăн производство кăтартăвĕсем республикăннипе танлаштарсан 45-65 процент пысăкрах. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.