Комментари хушас

ЧР Патшалăх Канашĕн эрнекун иртнĕ черетлĕ вун тăваттăмĕш сессийĕнче республикăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртесси тĕп ыйту пулчĕ. <...>

Урмаел сала статусне тавăрчĕ

Сессин кун йĕрки çапла ансăрри сайра пулать — пĕтĕмпе те пилĕк ыйту кăна. Бюджет темине вĕçленĕ хыççăн

ытти ыйтăва тишкересси вăраха каймарĕ. Депутатсем патшалăх граждан служби çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине «симĕс çутă» пачĕç. Тÿрлетÿсем тĕпрен илсен чиновник должноçне йышăнма кирлĕ стажа чакарассипе çыхăннă. Комсомольски районĕнчи Урмаел ялне сала статусне парасси те тавлаштармарĕ. Унччен вăл сала пулнă-мĕн, анчах кайран темшĕн ял туса хунă. Унта вара паян 3,2 пин ытла çын пурăнать, шкул, садик, виçĕ мечĕт… Ял çыннисем те — сала статусне тавăрассишĕн.

Урмаел тутарĕ Кияметдин Мифтахутдинов депутат трибуна умне тухсах хăйĕн паспортне кăтартрĕ: салара çуралнă иккен, халь вара ялта пурăнать… Петр Краснов депутат вара республикăри топонимикăпа çыхăннă йĕркесĕрлĕх пирки сăмах пуçарчĕ. «Нумай ялăн чăвашла, тутарла илемлĕ ячĕсене вырăсла пачах та «пĕр сасăллă» куçарман, киревсĕр илтĕнекеннисем те пур. Çакă Кĕтерне патша вăхăтĕнчех пуçланнă», — терĕ вăл. Ял-сала статусĕсене палăртмалли критерисене те çирĕплетмелле. Унăн шучĕпе, «Урмаеле сала статусне пани — халĕччен пулман прецедент, ку йĕркеллĕ пулăм». Депутатсем пĕр сасăллă пулчĕç — салашăн сасăларĕç.

Парламент кадрсен ыйтăвне те татса пачĕ. Елена Николаевăна Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместительне суйларĕç. Вăл маларах йышăннă пукана вара, Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕн должноçне, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» партин парламентри фракцийĕн лидерне Игорь Молякова пачĕç. Иккĕшĕ те депутат тивĕçĕсене професси никĕсĕ çинче, тÿлевлĕ майпа, пурнăçлĕç.

Сесси «Правительство сехечĕпе» вĕçленчĕ — çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов эколо ги çулталăкĕнче пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Депутатсем экологи министрне чылай ыйту тĕлĕшпе пысăк тимлĕх кирли пирки асăрхаттарчĕç. Тулли верси...

 

Николай КОНОВАЛОВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.