Комментари хушас

10 Ноября, 2017 | Культура | МИХсем, ĕçтешсем

"Хыпар" издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçачĕ тата Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕ "Аннпе пĕрле" ятпа сăн ÿкерчĕксен конкурсне ирттерет.

Тĕп услови - сăн ÿкерчĕкре амăшĕпе ачи (е ачисем, мăнукĕсем) тата "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат пулмалла. Кĕскен хăвăрпа паллаштарса кам тата ăçтан пулнине кăтартмалла. Сăн ÿкерчĕке тата "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата 2018 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăмашкăн çырăннине çирĕплетекен квитанци копине чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен Шупашкарти Иван Яковлев проспектĕнчи 13-мĕш çуртра вырнаçнă "Чăваш хĕрарăмĕ" редакцине çитермелле. Электрон адреспа та йышăнаççĕ: zuwxeraram@mail.ru. "Васкăр, Амăшĕн кунĕ тĕлне телевизорлă пулăр!", - чĕнсе калаççĕ "Хыпар" издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатĕнче. 

Вера ТИТОВА.