Комментари хушас

Кашни çын хăй пĕлнĕ пек пурăнать. Ытларахăшĕн кун-çулĕ нимĕнле йĕр те хăвармасть. Халĕ эпĕ вулакансене каласа кăтартакан çын вара пачах урăхла, вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе юнашартисене ăшăтса, çутатса тăрать.

Сăмахăм Муркаш районĕнчи Орининти Вячеслав Васильев çинчен. Çут тĕнчене Шупашкарта килнĕ. Çемйи вăл ача чухнех тăван ялне куçса килнĕ, çавăнтанпа Вячеслав Прохоровичăн пурнăç шăпи яланлăхах Орининпа çыхăннă. Çартан таврăнсан колхоз радиоузелĕнче ĕçленĕ, анчах <...> культура ĕçĕ-хĕлĕ ытларах илĕртнĕ. Кĕçех ăна ялти культура çурчĕн директорне лартнă.

Çавăнтанпа Орининти культура вучахĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Çамрăк директор халăх театрĕн ĕçне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. Хăй те унта вылянă. <...> Театра юратакансен кружокĕ кĕçех «халăх театрĕ» ята тивĕçнĕ, унсăр пуçне пултарулăх ушкăнĕсем те аталану çулĕпе утма пуçланă. Тĕслĕхрен, 1991 çулта «Шуракăш» пултарулăх коллективĕ «халăх» юрăпа ташă ансамблĕ пулса тăнă.

Орининсем культура учрежденийĕсен хушшинчи Пĕтĕм Союзри смотр-конкурссене пĕрре мар хутшăннă, тăван тăрăха кашнинчех наградăпа таврăннă. Çапла майпа пултарулăх коллективĕсен çÿпçинче тĕрлĕ шайри диплом, хисеп хучĕ темĕн чухлех. Вячеслав Прохоровичăн та ЧАССР Культура министерствин, Республика халăх пултарулăх çурчĕн, район ертÿлĕхĕн награди пайтах.

Унăн ячĕ — Чăваш Ен Культура тата искусство ĕçченĕсен Хисеп кĕнекинче. Хăйне «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ <...>.

Вăл лартнă йывăçсем кашласа ÿсеççĕ. Çулла вара йывăçсен сулхăнĕнчи Вячеслав Прохорович ăсталанă саксем çине ял-йыш тухса ларать. Ял пухăвĕсене те кунтах ирттереççĕ.

Ачасем вăл ăсталанă турникпе чуччу çинче киленÿ тупаççĕ. Хĕлле вара Вячеслав Васильев шăпăрлансем валли тăвайкки тăвать. <...> Унăн çемйи пысăк та туслă, ăна мăнукĕсем питĕ юратаççĕ. Хăй те вĕсемшĕн чунне пама хатĕр. Тата… халăх театрĕшĕн <...>. Тулли верси...

 

Петр ВОРОБЬЕВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.