Комментари хушас

Раççей Аслă сучĕн чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларнă йышăнăвĕпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕ республикăри медицина организацийĕсене медикаментсемпе тата çынсене медпулăшу кÿнĕ чух усă курмалли материалсемпе тивĕçтерекен пĕртен-пĕр поставщик тесе йышăннă.

Тивĕçлĕ саккуна, «Чăваш Республикинчи граждансен сывлăхне сыхласси çинчен» саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен калаканскере, ЧР Патшалăх Канашĕ кăçалхи нарăс уйăхĕнче йышăннăччĕ. Çакна ЧР Правительствин «Фармация» ПУПа пĕртен-пĕр поставщик тесе йышăнасси çинчен кăларнă йышăнăвĕпе те çирĕплетнĕ. Анчах ку Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленине килĕшмен — саккун конкуренцие хĕстерет имĕш. Монополипе кĕрешекенсем суда тавăç тăратнă. <...>

— Суд республика саккунĕ правăпа килĕшсе тăнине, вăйра пулнине ĕнентерчĕ, — терĕ пире кун пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов. — <...> Асăннă саккун пире бюджет укçипе тирпейлĕ те тухăçлă усă курма, эмелсемпе ытти препарата централизациленĕ майпа туянассине йĕркелеме пулать. Медицина учрежденийĕсем медицина препарачĕсене уйрăммăн туяннă чух пĕтĕмпех тĕплĕ шутласа палăртаймасса, йăнăшма пултараççĕ — кун пек чух хăш-пĕр çĕрте вăл е ку эмел пĕтес хăрушлăх тухса тăрать. Централизациленĕ меслетпе усă курнă чух вара «Фармация» ПУПăн аптека базинче эмелсен, медицина изделийĕсен тата ятарлă сиплĕ апат-çимĕç саппасĕ яланах пулĕ.

<...> Владимир Николаевич саккун эмелсемпе çăмăллăхлă майпа тивĕçтермелли граждансене пулăшас енĕпе лайăххине те палăртрĕ — «вĕсем паян чылай ыйту параççĕ…» Çак саккуна йышăнни эмелсене курттăммăн сутăн илмелли вăхăта кĕскетет, вĕсене медучрежденисене ăсатасси хăвăртланать. Тепĕр самант та пысăк пĕлтерĕшлĕ: тавар пахалăхĕн икĕ енлĕ тĕрĕслевне — медицина организацийĕ тата «Фармация» ПУП енчен — йĕркеленине кура больницăсене суя тата пахалăхсăр медикаментсем çитес хăрушлăх чакать. Тулли верси...

 

Николай ДМИТРИЕВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.