Комментари хушас

7 Чÿк, 2017

«Çĕр пин юрă çĕршывĕнче» культурăсен хушшинчи диалог иртрĕ

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти 27-мĕш шкулта AFS программăпа килĕшÿллĕн "Çĕр пин юрă çĕршывĕнче" культурăсен хушшинчи диалог иртрĕ. Ку шкул асăннă программăна кăçал пуçласа хутшăнать.

"Çакнашкал программа пуррине эпир тахçанах илтнĕччĕ, — пĕлтерчĕ шкул директорĕ Л.М.Жукова. — Пĕлтĕр эпир те унта хутшăнас тесе калаçусем ирттерме пуçларăмăр. Кăçал вара тĕрлĕ çĕршывран ачасене йышăнма тăрăшсах хатĕрлентĕмĕр. Пирĕн ачасене те ку шухăш килĕшрĕ. Тема: Чăваш Енпе паллаштарни. Пирĕн ача-пăча юхăмĕ ятарлă программа хатĕрлерĕ. Ют çĕршыв ачисене чăваш юрри-ташшипе, çи-пуçĕпе, тĕррипе паллаштарма шут тытрăмăр. Тĕрĕ ăсталăхĕн класĕнче кашни хăна хăйне валли сувенир хатĕрлерĕ. Программа спорт мероприятийĕпе вĕçленчĕ. Пирĕн хăнасене кунти ĕç-пуçа хутшăнтарма тăрăшрăмăр. Çав вăхăтрах пирĕн ачасем вĕсемпе хутшăннă май хăйсем акăлчанла мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç".

Ку мероприятие Мускав микрорайонĕнчи пултарулăх коллективĕ те хутшăнчĕ, илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Шкул хастарĕсем вара Чăваш Республикипе паллаштарма акăлчанла презентаци хатĕрленĕ. Концерт вăхăтĕнче хăнасем чăваш ташшине те вĕренчĕç. Унтан ăсталăх класĕнче чăваш тĕррин вăрттăнлăхне ăса хыврĕç. Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çитсен хăнасене столовăй ĕçченĕсем ăшă кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Кунта пур ача та пĕр пек апатланманнине шута илме тивнĕ. Кашни халăхăн хăйĕн культури кăна мар, хăйĕн кухни те. Тĕп Америка, Тайвань, Итали ачисем апат-çимĕçпе кăмăллă пулчĕç.

Кашни хăна çумĕнче — пĕрер шкул ачи. Акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕсем те юнашарах пулчĕç. Çак кун шкулта чăваш тата вырăс кăна мар, акăлчан чĕлхи те янăраса тăчĕ.

"Шупашкар — питĕ илемлĕ хула. Кунта пурăнакансем ырă та ăшă кăмăллă. Эпĕ Чăваш Енри хăш-пĕр ачапа туслашрăм. Мана кунта питĕ килĕшет", — пĕлтерчĕ Гватемалăран /Тĕп Америка/ килнĕ Диего.

Ырăлăх урокĕнче хăнасем шкул ачисемпе пĕрле туслăх çырăвĕсем шăрçаларĕç, вĕсене кайран мероприяти вĕçленнĕ хыççăн пысăк хăмпăсемпе вĕçтерсе ячĕç. Унччен вара спортзалта кире пуканĕ йăтма та, волейболла выляма та ĕлкĕрчĕç.

AFS Чăваш Енри координаторĕ А.П.Шорникова палăртнă тăрăх, тĕрлĕ халăх ачисем пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркипе паллашни пĕр-пĕрне ытларах ăнланма, туслă çыхăну йĕркелеме май парать. Ытти халăха, çĕршыва хисеплесе ÿсекен ачасем нихăçан та усал шухăшлă пулмĕç.

 

Рубрика: 
Теги: