Комментари хушас

3 Чÿк, 2017

Конкурс та - тираж ÿстерес тĕллевĕллĕ: паян "Хыпар"издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕн" аталану планне тишкерчĕç


"Хыпар" издательство çуртĕнче кун çути кăтартакан пичет кăларăмĕсен аталану çулне тишкересси малалла пырать. Паян "Чăваш хĕрарăмĕн" малашлăхĕ пирки калаçрĕç. Ĕçлĕ канашлăва яланхиллех "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина уçрĕ, ертсе пычĕ.

"Чăваш хĕрарăмĕ" хăйĕн вулаканне тупнă", - пуçларĕ аталану планне тишкерессине хаçатăн редакторĕ Маргарита Ильина. Унтан вăл чылай пичет кăларăмне пăшăрхантаракан тираж пирки сăмах пуçарнă май плана чакарттарма ыйтрĕ. 

Хаçатри çĕнĕлĕхсем пирки калаçнă май конкурссем ирттернипе, çĕнĕ рубрикăсемпе паллаштарчĕ. Хаçатçăсем каланă тăрăх, унччен пулнă рубрикăсем пĕр вăхăтра çухалаççĕ, кайран тепре чĕртсе тăратаççĕ. Халĕ Республикăри хĕрарăмсен союзĕпе пĕрле "Аннепе пĕрле" конкурс пуçарнă. Унта хаçат çырăнакансем хутшăнма пултараççĕ. Ку конкурс та - тираж ÿстерес тĕллевĕллĕскер. "Çăлтăр çÿпçи" рубрикăри паллă çынсене паян пăшăрхантараканни çинчен çырса кăтартаççĕ. 

Çĕннисем пирки калаçнă май "Чăваш хĕрарăмĕн" хисеп хăми" рубрикăпа хаçата чылай çул çырăнакансемпе паллаштарас шухăшлине пĕлтерчĕç. Республикăра йĕр хăварнă çынсем, çав шутра арçынсем çинчен те, çыраççĕ.

"Дизайна лайăхлатма пире художник кирлĕ. Кашни хаçатăн хăйĕн сăнĕ пулмалла", - шухăшлать "Чăваш хĕрарăмĕн" редакторĕ. "Епле çĕнĕлĕх кĕртсе пырассине пĕрле пухăнса сÿтсе яватпăр. Утăм хыççăн утăм тăватпăр. Пĕр-пĕрне евĕрлемесен те май çук, çапах та кашнин хаçатăн палласа илмелли пулмалла, йăла-йĕркене тытса пыни япăх мар", - терĕç "Хыпар" издательство çурчĕн "Чăваш хĕрарăмĕнче" ĕçлекен корреспондентсем.

Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина хаçата хăйĕн тĕп тĕллевне, чăваш хĕрарăмĕсен трибуни пулмаллине, тытса пыма сĕнчĕ. Хальхи саманара информаци таçтан та килет, почта урлă çырăнакансен шучĕ чакса пырать, çавна май альтернативлă тата электрон çырăнтарупа ĕçлеме тивнине палăртрĕ. Тата, паллах, аудиторие пĕлмелле. Хаçатăн кулленхи номерĕсенче çутатнă хĕрарăмсен хушшинче "Чăваш хĕрарăмĕ - 2017" конкурс ирттерме сĕнчĕ. "Хаçатсен логотипне хăвармаллах, ку вăл - бренд", - пĕтĕмлетрĕ тишкерĕве Татьяна Геннадиевна.

Рубрика: