Комментари хушас

4 Чÿк, 2017

Эпир – туслăхшăн, çураçулăхшăн

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре 11 сехетре «Эпир пĕрле» митинг-концерт иртрĕ.

Çак кун пире Раççей историйĕн мухтавлă страницине — 400 çул каялли сăваплă саманта — аса илтерет. Ун чухне, 1612 çулта, Дмитрий Пожарский тата Кузьма Минин ертсе пынипе халăх ополченийĕн салтакĕсем Мускава тăшмансенчен хăтарнă.

Республикăн паянхи аталанăвĕ, унăн çыннисен тухăçлă пурнăçĕ пире пурне те шухăшлаттарать. Çакна тума экономика оборона хăвачĕ çеç мар, халăхсен хушшинчи çураçулăхпа туслăх та кирлĕ. Чăваш Ен çак пахăлăхсемпе палăрса тăрать, кунта 128 халăх представителĕсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ.

Митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич унта пынисене пĕрле чухне эпир вăйлине, обществăри килĕшÿлĕх малашне те Чăваш Енĕн тухăçлă аталанăвĕн, унăн çыннисен тулăх пурнăçĕн шанчăклă никĕсĕ пулса тăнине аса илтерчĕ.

Валентина СМИРНОВА, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки:
- Пире эпир хамăрăн тăван çĕре юратни, аваллăха хисеплени çыхăнтарса тăрать. Чĕлхе тата тĕн уйрăмлăхĕсем республика çыннисене туслă пулма чăрмантармаççĕ. Манăн хамăн мăшăрăм та эрмен çынни. Вăл хăйне кунта тăван çĕршывĕнчи пекех туять.

Мария ЧУГУНОВА, пенсионерка:
- Эпир пĕр шухăшлă, пĕр тĕллевлĕ пулни тăван республика килĕшÿлĕхĕн тĕревĕ пулса тăрать. Пирĕн вăй - пур халăхăн туслăхĕнче.

Леонид ЧЕРКЕСОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:
- Çак уяв пирĕн вăй халăхсен туслăхĕнче пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Эпир Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа  тата ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Тăван çĕршывăмăр вăйлă пултăр тесе пĕтĕмпех тăватпăр.

Лев КУРАКОВ, ЧР Халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ:
- Республикăри пур халăх та пĕр тан праваллă. Кашни халăх мĕн чухлĕ вăйлă, республика та çавăн чухлĕ хăватлă. Пирĕн тĕллев - республикăн чи пысăк пуянлăхне,  унăн çыннисене, малалла аталанма майсем туса парасси. Çак кунсенче уçăлнă Халăхсен туслăх çурчĕ - çакна çирĕплетекен пĕр тĕслĕх. 

 

Рубрика: 
Теги: