Комментари хушас

3 Чÿк, 2017

Етĕрне тăрăхĕнчи аваллăх йĕрĕсем

Магницкий тĕпчевĕсем

Чăвашсен культурине тата пурнăçне тĕпченĕ Василий Магницкий 1896 çулта Шăмат ялĕнче пурăнакансем валли пĕве чавнă чухне ХVIII ĕмĕрте пытарнă вырăна тупни çинчен хаçата пĕлтернĕ. 1898 çулта Василий Константинович çĕр айĕнчен кăларнă чăваш хĕрĕсен пиçиххи çинче эреш пайне Хусан университечĕ çумĕнчи археологи, истори, этнографи обществин музейне кайса панă.

Василий Магницкий Шăмат таврашĕнче тăватă курган пуррине çирĕплетнĕ. 1870 çултах тупни сыхланса юлнă. Ыттисене вара сухаланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Шăмат çывăхĕнче авалхи икĕ çăва пуррине палăртнă. Пĕри Улăх Шăмат çывăхĕнче вырнаçнă. Василий Магницкие те унта пытарнă.

Таланцевсен библиотеки

Çак çемьере Софья Таланцева купса вăхăтĕнчех кĕнекепе журналсен пуххисем пулнă. Унăн ывăлĕсем Николай, Михаил, Зиновий XIX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех кĕнеке пуçтарма пуçланине палăртмалла. 1889 çулта Етĕрнери халăх библиотекине уçма хатĕрленнĕ май Таланцевсен аслă ывăлне Николая библиотека комитечĕн членне суйланă. Вăл, вулама юратанскер, пĕлтерĕшлĕ çак пулăмран айккинче юлма пултарайман. Кĕçĕнни Зиновий те ку ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. 1893 çулта ăна ирĕклĕ шухăшланăшăн Хусан император университетĕнчен кăларса янă. Вăл пĕр карçинкка кĕнекепе каялла таврăннă. Пĕр тăван Таланцевсене кивĕ тата çĕнĕ кĕнеке-журнал кăсăклантарнă. Вĕсем Чулхула, Хусан, Мускав тата ытти хула кĕнеке лавккисемпе çыхăну тытнă. “Хусанта кĕнеке илнĕ”, “Кĕнеке музейне тÿленĕ”, “Театр пьесисем илнĕ”, “Хуплашка тăвакана тÿленĕ”... — Таланцевсен тăкак кĕнекинче çакнашкал çырса хăварни тĕл пулать. Меценатсем хăш-пĕр кĕнекене хăйсем уçнă вĕренÿ заведенийĕсене /Пĕрçырланти пуçламăш училищĕне, Етĕрнери училищĕне, Етĕрнери хĕрарăмсен гимназине/ тата Етĕрнери ача-пăча приютне парнеленĕ.

Хĕрарăмсен гимназийĕ, сăмахран — республика шайĕнчи истори тата культура палăкĕсен йышĕнче. Малтан унта 4 класс таранччен вĕрентнĕ. Каярах Зиновий Михайлович çуртăн иккĕмĕш хутне хăпартнă. Çавна май 7 класлă гимнази хута кайнă. Çакăнтах хĕрсене çĕлеме хăнăхтарнă. 1915 çулта 8 класс таранччен вĕрентме тытăннă. Çакăн хыççăн хĕрарăмсем учителе вырнаçма пултарнă. Каярах çав çуртра совет шкулĕ, ÿнер шкулĕ ĕçленĕ. 1999 çулта ăна уйрăм çынна сутнă.

ХХ ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне Таланцевсем сайра тĕл пулакан кĕнекесемлĕ пуян фонд пуçтарнă. Вĕсемпе ытларах çынна паллаштарас килнĕ çемьен. Çавăнпах пĕр тăвансем библиотекăллă тата вулав залĕллĕ клуб хăпартнă. Унта сцена та, бильярдла, шашкăлла вылямалли пÿлĕм те пулнă. Кĕнекесем валли тĕкĕрлĕ ятарлă шкапсем лартнă. Нумайăшĕн çине “Таланцевсен килти библиоте-кинчен” штамп çапнă.

Вĕсен библиотекинче 7 пин ытла кĕнеке пуçтарăннă. 1917 çулхи юпа уйăхĕ хыççăн ăна салатма, пурлăха вăрлама тытăннă. 1919 çулта юлнă пайĕпе — 6569 кĕнекепе, 5 пин ытла журналпа — Етĕрнери тĕп библиотекăн фондне пуянлатнă. 1954 çулта Чăваш АССР Культура министерствин йышăнăвĕпе “Таланцевсен кĕнеке фондне” М.Горький ячĕллĕ республика библиотекине панă. Вĕсен сайра тĕл пулакан кĕнекисем Наци библиотекинче упранаççĕ. Таланцевсен библиотекине регион шайĕнчи кĕнеке палăкĕсен йышне кĕртнĕ.

Хĕçпе пытарнă

Йăвански вил тăприйĕ — авалхи морд¬ва халăхĕн V—VIII ĕмĕрсенчи археологи палăкĕ. Ку вырăна XIX ĕмĕртех тишкерме пуçланă. 1880 çулта чавса кăларнă япаласен пĕр пайне археологи, истори, этнографи обществин музейне панă. Тĕрлĕ çулсенче çын пытарнă 97 вырăна тĕпченĕ. Археологсем икĕ тĕрлĕ — çынна хурса тата çунтарса — пытарнине палăртнă. Çакăнтах тимĕр тата кĕмĕл укçа, сулă, шăрçа, тăм савăт-сапа тупнă. Арçынсене ухă йĕппи, лаша кÿлмелли хатĕр, хĕç, кинжал хурса панă. Çунтарса пытарнă чухне шăмăсене шăтăка пăрахнă е йывăç хуппинчен тунă урнăна чикнĕ. Çакăнта тупнă япаласене Чăваш наци музейĕнче, Патшалăх истори музейĕнче /Мускав/, Патшалăх Эрмитажĕнче /Санкт-Петербург/ курма пулать.

1905 çулта И.Никитин /Юркки/ Янăмпа Чирĕккасси хушшинче нумай турăлăха ĕнекенсен авалхи масарне тупни çинчен пĕлтернĕ. Çак вырăнта çĕр сухаланă чухне çын шăммисем çиеле тухнă. Çакăнта Атăл леш енчи çармăссем те вилнисене пытарма килнĕ теççĕ.

Карçут виркĕсĕнчи ачалăх

Ирçери “Карçут” /Хула ту/ хулаш çăка ращинчи вăрман сăмсахĕнче вырнаçнă. Ун патĕнче — тарăн çырма. Эпир, ачасем, унта хурăн çырли пуçтарма çÿреттĕмĕр, пытанмалла выляттăмăр. Ларса канмашкăн сакпа сĕтел те пурччĕ. Çакăнта пурăнакансем «Карçут виркĕс» тĕлне лайăх пĕлеççĕ. Ку вырăн çинчен 1918 çулта И.Никитин /Юркки/ хăйĕн дневникĕнче çырнă. К.Элле тата Н.Архангельский «Чăваш АССР аваллăхĕ» ал çырăвĕнче ăна «Хупах ту виркĕс» ятпа палăртса хăварнă. Карçут тăрăхне 1957 çулта Н.Трубникова ерсе пыракан чăваш археологĕсен экспедицийĕ тĕпченĕ. Хулаш икĕ лапамран тăрать. Вĕсене тăпра купаласа хăпартнă. Халĕ «Карçут виркĕсĕн» пысăк пайне тата унăн айккине йывăçсем хупласа илнĕ. Малалла вулас...

 

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.