Комментари хушас

2 Чÿк, 2017

Тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ

Раççейре Экологи çулталăкĕ пулнă май ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпан 20-мĕшĕччен рес- публикăра «Манăн пĕчĕк тăван çĕршывăн çут çанталăк палăкĕсем» конкурс иртнĕ. Ăна республикăри ача-пăча тата çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ. Конкурс тĕллевĕ — çитĕнекен ăрăва тăван тăрăхри çут çанталăкшăн яваплăха туйма, тимлĕ пулма хăнăхтарасси.

Конкурса пурĕ 50 ĕç тăратнă. Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай районĕсенчи тата Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенчи шкулсен 1-6-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăннă. Ачасен ĕçĕсене жюри членĕсем хакланă.

«Манăн ун пек пултарас килмест…» номинацире 1-мĕш вырăна — Алексей Артемьев /Шупашкар/, Костя Романов /Шупашкар/, 2-мĕшне — Кира Цап /Шупашкар/, Артемий Васильев /Вăрмар районĕ/, 3-мĕшне — Полина Егорова /Вăрмар районĕ/ тивĕçнĕ. «Манăн салари /ялти, хулари, поселокри/ экологи çул çÿревĕ» номинацире 1-мĕш вырăна — Вадим Егоров /Елчĕк районĕ/, 2-мĕшне — Майя Степанова /Йĕпреç районĕ/, Валерия Крылова /Муркаш районĕ/, 3-мĕш вырăна Настя Федорова /Шупашкар/, Полина Илларионова /Шупашкар/ йышăннă. «Эпĕ сире пĕр çын пирки каласа кăтартатăп…» номинаци çĕнтерÿçисем: 1-мĕш вырăн — Александра Венедиктова /Шупашкар районĕ/, 2-мĕш — Алина Ильина, Лилия Ильина, Ксения Воробьева, Мария Воронова /Елчĕк районĕ/, 3-мĕш вырăн — Василий Филиппов /Тăвай районĕ/, Аня Хлебнова /Йĕпреç районĕ/. Кашни çĕнтерÿçе дипломпа, конкурса хутшăннисене тав хучĕпе хавхалантарĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.