Çулталăка лайăх кăтартупа вĕçлетпĕр
Уяв умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей АРТАМОНОВ «Хресчен сассин» ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Тухăç питĕ лайăх
— Кăçалхи вырман чун-чĕрене çĕклентерекен енĕсенчен пĕри — тыр-пулăн рекордлă тухăçĕ. Сăлтавне культурăсене лайăх çитĕнме май туса панă çанталăкпа, аграрисем тăрăшса ĕçленипе е вĕсен пултарулăхĕпе ăнлантармалла-и?
— Чăн та, иртнĕ 20 çул хушшинче нихăçан та тырă кăçалхи чухлĕ пухса кĕртеймен. Çак сăмахсене калама çеç çăмăл. Çĕр ĕçченĕсен пысăк тухăçшăн çулталăкĕпех вăй хума тиврĕ. Аса илер- ха. Кăçал çур акине виçĕ эрне кая юлса тухрăмăр. Кайран — çумăр, çумăр… Вăрлăх варăнтарнă тăпрана хĕвел сÿрĕккĕн çеç хĕртрĕ. Тĕшĕлĕх куккурус пулса çитеймест тесе вырмана тухичченех шухăшласа тăтăмăр. Шел, прогноз тÿрре тухрĕ: сахалтан та 10 пин тонна хушăнмарĕ. Тырă нумай пуçтарса кĕртнине ертÿçĕсем ĕçе тĕрĕс планланипе, çĕр ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тăрăшса пурнăçланипе, вегетаци тапхăрĕнче çанталăк культурăсене майлă тăнипе е ыттипе ăнлантармалла-и? Ыйтăва пĕр аргументпа çеç хуравлаймăн. Ÿсĕмре çÿлерех палăртнă кашни усло-вин тÿпи пур. Хресченсен çут çанталăкпа та усă курма пĕлмелле-çке. Сăмахран, вăхăтра акмалла тата культурăсене минерал удобренийĕсемпе апатлантармалла. Кăçал вĕсем уй-хирте ытти çулхи пек ирĕлмесĕр выртмарĕç, нÿрĕке пула ÿсен-тăрана ÿсме пулăшрĕç. Типĕ çулсенче удобренин çурри тымар патне çитеймест, кĕркунне шывпа юхса каять. Культурăсем çитĕннĕ чухне хăратаканни тупăнсах тăчĕ. Пĕр тапхăр вĕсене чир-чĕр тапăнчĕ, тĕлĕ-тĕлĕпе çил-тăвăл çĕре вырттарчĕ. Пĕтĕмлетсе çапла калатăп: ял хуçалăх çулталăкне ăнăçлă вĕçлетпĕр. 729 пин тонна /бункер виçипе/ тырă пуçтарса илнĕ. Ăна тасатса типĕтнĕ хыççăн 650 пин тоннăран кая мар. Пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пурне те пусă çаврăнăшне кĕртсен, çĕрпе тухăçлă усă курма тытăнсан кĕлете 150 пин тоннăна яхăн ытларах хывма май пур. Пĕрисем лайăх çĕр çинчех кашни гектартан вăтамран — 20, теприсем пулăхсăртараххинче 42 центнер таран пуçтарса илеççĕ. Калăпăр, кашни хуçалăх тухăçа 5 центнер ÿстерсен те республикипе çулталăкра пĕр млн тоннăран сахал мар пухса кĕртĕпĕр.
Ÿсĕм аталантарать
— Ку тĕллеве пурнăçласан тырра ăçта хурса пĕтерĕпĕр?
— 1978 çулта ССР Союзĕнче — 127 млн, кăçал Раççейре 130 млн тонна ытла кĕлетсене хывнă. Шăпах çак ыйту тухса тăрать. Хуравне патшалăх тупса парасса кĕтмелле мар, тыр-пул туса илекен кашни хуçалăхăн шырамалла. Тырра вырнаçтармалли çул сахал мар. Тĕслĕхрен, чикĕ леш енчи выльăх ĕрчетекен предприятисем тыр-пул çитменрен йывăрлăха лекеççĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Енрен турттараймаççĕ. Пĕр-пĕрин хушшинче çул хывма кансĕрлекен чăрмав чылай. Ăна аякка сиресси патшалăхсен хутшăнăвĕсемпе çыхăннă. Малтанласа шутланă тăрăх — кăçал Раççейрен чикĕ леш енне ял хуçалăх продукцийĕ 17 млрд ытла тенкĕлĕх ăсатĕç. Çак хисеп обо-рона промышленноçĕн кăтартăвĕнчен те пысăкрах.
— Тырă пахалăхне ÿстересси çинчен те шухăшлама тивет.
— Çапла. Патшалăх стандартне тивĕçтермен тĕслĕх сахал мар. Шел, чылай хуçалăхăн сушилка çук. Вĕсен укçа тÿлесе типĕтме тивет. Сушилкăсăр норматива тивĕçтерекен тыр-пул сутайманнине 2017 çулхи вырма яр уççăн çирĕплетрĕ. Темиçе çул пач хускатман агрегатсене ĕçлеттерчĕç. Патшалăх ял хуçалăх производствине модернизацилеме çуллен хыснаран укçа нумайрах уйăрать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулта АПКна аталантарма 20 млрд тенкĕ ытларах ярасси çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăммăн илсен 17-шĕ — ял хуçалăх предприятийĕсем банкран илекен кредитăн процент ставкине, 3-шĕ — вĕсем усă куракан чукун çул транспорчĕн тăкакне саплаштарма. Çак çăмăллăхпа пирĕн хуçалăхсем те усă курма пултарĕç.
— Республикăна пĕр млн тонна тырă мĕн тума кирлĕ?
— Пире çулталăкра 150-200 пин тонна çитмест. Укçа тÿлесе ăна тулашран кÿрес марччĕ, Чăваш Енрех çитĕнтересчĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама тытăнсан производство калăпăшĕ пурин те ÿсĕ, хуçалăхсен трактор-машина паркне татах çĕнетме тивĕ, ял çыннисем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелĕç. Министерство аграрисене мĕнле культура акас-лартас тĕлĕшпе кăтартусем памасть, пусахласах ыйтмасть. Пирĕн çак çитменлĕхе пула хăшĕ-пĕри каялла чакать. Эпир çĕр улми лаптăкне ан пĕчĕклетĕр тесе пĕрре çеç мар каларăмăр. Анчах пире итлемерĕç, «иккĕмĕш çăкăр» анине катрĕç. Çакăн хыççăнах мĕн пулса иртрĕ-ха? Çĕр улми çитĕнтерекенсем халĕ кашни килограма 9-16 тенкĕлле сутаççĕ. Ку хак питĕ лайăх!
— Техника культурисене туса илессипе ÿсĕм пур-и?
— Вĕсен лаптăкĕ çуллен хушăнать. Кăçал çу юхтармаллисене 11 пин тонна ытла пухса кĕртнĕ. Темиçе çул каялла 1-2 пин тонна çеç тĕшĕленĕ. Вĕсем тупăш лайăх параççĕ. Анчах, сăмахран, хĕвел çаврăнăш хыççăн 5 çул хушшинче тăпра пулăхне тавăрмалла. Ку тĕллеве пурнăçламасăрах асăннă культура лаптăкне пысăклатса пыни çĕре чухăнлатать. Пысăк рентабельлисенчен хĕвел çаврăнăшĕ çеç мар. Горчица, соя, рапс вăрлăхне çитĕнтерсе, лайăх хакпа сутса услам самаях тума пулать.
Фермерсем — малаллах!
— Вĕсен лаптăкĕ татах ÿсĕ-ши?
— К у е н ĕ п е в ы л ь ă х ĕ р ч е т м е н хуçалăхсем тухăçлăрах ĕçлессе шанатăп. Çапах та ăна çитерме туса илекеннине ытларах акĕç. Малалла вулас...