Комментари хушас

25 Юпа, 2017

Мĕншĕн шавлать сĕм вăрман?

2006 çулта РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексне йышăнчĕç. Вăл рынок экономикин хутшăнăвĕсене вăрман фондне те явăçтарчĕ.

Вăрман хуçалăхне капиталлă отрасльсен йышĕнчен кăларчĕ. Унăн ĕçне регионсен шайĕнче йĕркелемелли управление тĕпрен улăштарчĕ. Вăрман ĕçлекен чи аялти тытăмсене пушшех кисрентерчĕ. Вăрман хуçалăхĕсене пĕтерчĕ, вăрманлăхсене /лесничествăсене/ — отраслĕн тĕп сыпăкĕсене — пысăк сиен кÿчĕ.

Вăрман хуçалăхĕсен никĕсĕнче хыснан вăрманлăх учрежденийĕсем, вăрманлăхсен вырăнĕнче участоксенчи вăрманлăхсем турĕç. Вĕсенче пĕтĕм ĕçе йĕркелеме участоксен вăрманçисене /лесничисене/ шанчĕç. Çĕнйĕркелÿ тапхăрĕнче çĕршыври — 150 пине яхăн, çав шутра республикăри 700 вăрманçа /леснике/, вăрманпа çыхăннă çĕршер специалиста ĕçрен кăларса ячĕç. Патшалăх пуянлăхĕ хăйне сыхлакан-хÿтĕлекен шанчăклă çынсен пысăк категорийĕсĕр юлчĕ. Отрасле мĕншĕн çавнашкал пысăк улшăну кĕртрĕç-ши?

Çĕнĕ кодекс вăрман лаптăкĕсене 49 çул таран тара илме, йывăç лартса çитĕнтерес, ăна сыхлас тата касса сутас тĕлĕшпе лайăх ĕçлесен аренда килĕшĕвне тăстарма та ирĕк парать. Арендаторсем йывăç лартаççĕ, хăшĕ-пĕринче касса сутаççĕ.

Вăрман ĕçлекен бизнес Раççейĕн мĕн пур ешĕллĕхне приватизацилес ыйту та çĕклет. Депутатсем хальлĕхе ку ыйтăва татса паман-ха. Кодекспа килĕшÿллĕн вăрмана сыхлас, йывăç лартса çитĕнтерес, унпа усă курас ĕçе йĕркелеме арендаторсене шанмалла. Бизнес вăрман нумайрах касса тупăш ытларах тутăр тесе иртнĕ 10 çул хушшинче кăна кодекспа норматив-методика докуменчĕсене 30 яхăн улшăну-хушăм кĕртрĕç. Ешĕллĕхе упрас-хушас ыйтусем çав документра — иккĕмĕш вырăнта çеç, унпа усă курасси — пĕрремĕшĕнче! Ман шухăшпа, тепĕр майлă пулмалла.

Кодекс отрасль ĕçне çĕнĕлле йĕркелеттерчĕ, хунавсем лартса çитĕнтерме, вĕсене сыхлама, ĕç коллективĕсен умĕнчи ытти ыйтăва татса пама укçа çителĕксĕр уйăраççĕ пулин те республикăри вăрманçăсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ.

Республика вăрманĕн çурри ытла экологи тĕллевĕллĕ — çĕр айĕнчи ĕçмелли шыв шайне тата çырма-çатра ишĕлесрен сыхлать, вĕçен кайăксене, ял хуçалăх культурисене, çав шутра пахча çимĕçе сăтăрлаканнисене, ытти чĕр чуна ĕрчеме май туса парать. Республика вăрманĕнче касакан-якатакан промышленноç предприятийĕсене тивĕçтерекен йывăç сахал. Ун пек кварталсене предпринимательсем тара илесшĕнех мар. Вăрман фончĕн 45% — çамрăк йывăçсем. Вĕсем биз-неса тивĕçтермеççĕ. РФ Вăрман хуçалăхĕн агентстви лаптăксене нумай çуллăха тара пама ыйтать пулин те республикăра ку ĕçе йĕркелеме йывăр. 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 149,1 пин гектара /вăрманăн 24%/ çеç тара илнĕ.

2011 çулта ЧР Министрсен Кабинечĕ арендаторсем вăрмана пăхса тăрас, каснă йывăçсен вырăнне хунавсем лартас, хăрăк-харăка тасатас, ытти ĕçе еплерех пурнăçланине тĕрĕслесе тăма 11 районта укçа перекетлекен хысна учрежденийĕ йĕркелерĕ. Вĕсен тивĕçĕсен шутне арендаторсем тĕлĕшпе пурнăçламалли тĕрĕслев-сăнав функцине кăна кĕртсе хăварчĕç. Вăл вăрмана пăхса тăрас, каснă йывăçсен вырăнне хунавсем лартас, хăрăк-харăка тасатас, ытти ĕçсене ăнăçлă пурнăçлас енĕпе пахалăх патне илсе çитермерĕ.

Йывăç каснă лаптăксенче хунав лартас, пăхса çитĕнтерес тĕлĕшпе ĕç палăртнă хушăра маларахри тапхăртинчен сахалрах пурнăçланă, механизацие, вăрман культурисене сиенлекен хурт-кăпшанкăпа чир-чĕре пĕтерме укçа сахалрах уйăрнă. Ĕç условийĕсем начарланнă. Кашни уйăхри ĕç укçи 10-12 пин тенкĕпе çеç танлашнă. Пысăк опыт пухнă специалистсенчен чылайăшĕ çавна пула учрежденисенчен пăрахса кайнă, çамрăксем вăрманпа çыхăннă специальноçсене вĕрентекен аслă тата ятарлă вăтам шкулсене республикăна çителĕклĕ чухлĕ кĕмеççĕ. Фонд лаптăкĕн çуррине тĕпчесе мĕнле культурăсем тата вĕсем миçе çултине, вĕсен пахалăхне, ытти ыйту хуравне уçăмлатман. Хамăр йывăçран хатĕрленĕ материалсем строительствăпа сĕтел-пукан фабрикисене, республика халăхне усă курма çитмеççĕ.

Арендаторсен хунавсем лартса ÿстерессипе, вĕсене шăрăхра чĕртессипе паха опыт çитмест. Çак ĕçсене пысăк пахалăхпа пурнăçлаймаççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви ку йывăрлăха сирес тĕллевпе вăрман хуçалăхĕсен никĕсĕ çинче 3 предприяти туса хучĕ. Шел те, вĕсем рынок экономикинче тивĕçлĕ вырăн тупса тупăшлă ĕçлеймерĕç, панкрута тухрĕç. Пурлăхĕ çĕнĕрен йĕркеленĕ «Чăваш вăрман хуçалăхĕ» патшалăх унитари предприятине куçрĕ. 3-4 çул ĕçлекеленĕ хыççăн вăл та панкрута кайрĕ. Вăрман ĕçне тума 2015 çулта «Вăрман хуçалăхĕн центрĕ» бюджет учрежденийĕ никĕслерĕç. Вăл 2017 çулччен пăчланчĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.