«АННЕПЕ ПĔРЛЕ» КОНКУРС
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тата республикăри Хĕрарăмсен союзĕ конкурса малалла тăсать. Условийĕсем — иртнĕ номерте.
Светлана КУЛАКОВА, Патăрьел районĕнчи Ыхра Çырми шкулĕн вĕрентекенĕ: «Пĕр чăматан кĕнекепе...»
Манăн анне — Лидия Шихранова — кăçал çитмĕл тултарчĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕскер вăтăр çул ытла шкул сукмакне такăрлатрĕ: тăван ялта, Чăваш Ишекĕнче кĕçĕн классенчи ачасене пĕлÿ пачĕ. Çамрăкранах вулама çав тери юратнă аннем, халĕ те кĕнеке, хаçат-журнал алла тытмасăр пурăнаймасть. Йывăр пурнăçпа ÿснĕскер çапла калать: «Качча килнĕ чухнехи тупрам та пĕр чăматан кĕнеке пулнă». «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат – уншăн та, манăн çемьешĕн те тахçантанпах шанчăклă та кĕтнĕ тус.
Аттепе аннен ачисем, ултсăмăр та, çитĕнтĕмĕр ĕнтĕ. Пурте аслă пĕлÿ илтĕмĕр, чуна килĕшекен ĕçсене вырнаçрăмăр. 12 мăнукĕ, мăнукĕсен 2 ачи аннен — чун йăпанăçĕ.