Комментари хушас

20 Юпа, 2017

Кире пуканĕ йăтакансен "Хыпар" хаçат парнишĕн иртекен турнирĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ

 

Халĕ çеç Шупашкарти "Спартак" спорт шкулĕнче кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Спортсменсемшĕн, хаçатçăсемшĕн паллă пулăмпа саламлама Чăваш Енĕн информаци политикин, массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ çумĕ Эльвира Матренина, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Павлов, Кире пуканĕ спорчĕн пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ Игорь Солодов, Кире пуканĕ спорчĕн Чăваш Енри федерацийĕн президенчĕ Юрий Карпов тата ыттисеи хутшăнчĕç.

Паллă спорт мероприятине уçма хутшăнакансем ăмăрту пĕлтерĕшне кăна мар, хаçата та ăна йĕркеленĕшĕн пысăка хурса хакларĕç. "Хыпар" хаçат парнине çĕнсе илессишĕн иртекен турнира хальлĕхе 12 регионти 150-а яхăн спортсмен килсе çитнĕ. Курма пынисем калашле, черчен пикесем те, яштака арçынсем те йывăр пукана çăмăллăн йăтма пултарнине пăхсан чăннипех тĕлĕнмелле.

Ăмăрту шăматкунпа вырсарникун та ĕçлĕ. Юпан 22-мĕшĕнче турнирăн тĕп тапхăрĕ иртмелле. 

Рубрика: 
Теги: