Комментари хушас

17 Юпа, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕсем республикăри Информаци политикин министерствин конкурсĕнче çĕнтернĕ

"Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕсем Чăваш Енĕн Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ.

Массăллă коммуникаци хатĕрĕсем тата журналистсем валли йĕркеленĕ  "Чăваш Ен террора хирĕç" конкурсра издательство çурчĕн икĕ ĕçченĕ палăрнă. "Республикăри пичет МИХĕсен чи лайăх хайлавĕ (хайлавсен ярăмĕ)" номинацире Алина Изман журналистăн "Хыпар" издательство çурчĕн "Тантăш" хаçатĕнче пичетленнĕ "Касак ятне ямаççĕ" материалĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, иккĕмĕшĕнче - Николай Коноваловăн "Хыпарта" кун çути курнă "Вăрманаллах пăхакан кашкăр тата "тухатмăшсен" шыравĕ çинчен" статйи.