Комментари хушас

17 Юпа, 2017

Партие «çум курăкран» тасатăр!

Етĕрне районĕнчи Сарьялти Борис Помощникова иртнĕ ĕмĕрте КПССа кĕме темиçе хутчен те сĕннĕ. Анчах вăл парти ретне тăма килĕшмен. Мĕншĕн?

1928 çулта çуралнăскер пĕчĕкрен Ленинпа Сталин идейисене ăша хывса çитĕннĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн пионер, комсомолец чухне пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Нимĕç фашисчĕсене çапса салатма Аслă вăрçа тухса каяссишĕн ытти çамрăк пекех ăнтăлнă. 1945 çул пуçламăшĕнче «всеобуч» шкулĕнче вăрçă ĕçне икĕ уйăх вĕреннĕ. Аслă Çĕнтерÿ хыççăн, 1948-1951 çулсенче, Хĕрлĕ Çар хĕсметĕнче тăнă, вĕренÿ отличникĕ пулнă. Пĕрремĕш хут партие кĕме шăпах унта ыйтнă.

— Мана кĕçĕн командирсен шкулне вĕренме ярасшăнччĕ — каймарăм, — аса илет Тимирязев ячĕллĕ колхозăн хисеплĕ колхозникĕ.

Чăваш каччи сăпайлă та сапăр пулнă. КПССа илнине награда панипех танлаштарнă. «Эпĕ унта кĕме тивĕçлĕ мар-ха», — тенĕ. Çар ĕçĕнчи пултарулăхĕпе ăсталăхне ÿстерсе Туркменистанпа Иран хушшинчи патшалăх чикки урлă саккуна пăсса каçакансене тытса чарма хатĕрленнĕ. Винтовкăран тĕл пенĕ, юлан утпа ăста çÿрессипе, чикĕ урлă каçнă çынна тытса чарассипе, ытти енĕпе чаçре ăмăртса малти вырăнсене пĕрре çеç мар тухнă. Тĕрлĕ дистанцире çуран чупассипе чаç чемпионĕ пулнă. Çавăнпа ăна отпуска тăван ялне икĕ хутчен янă. Командир отпуск виççĕмĕш хут парасси çинчен строй умĕнче хушу вуласа панă. Служба вăхăчĕ вĕçленсе пынă май Б.Помощников унпа усă курман. Хам та çарта пулнăран ун пек салтаксемпе сержантсене парти ретне илнине, киле яриччен çар званине пысăклатнине астăватăп.

— Совет Союзне каçма хăтланакансене тытса чарнă тĕслĕх пулчĕ-и?

— Пирĕн чаçе, резервра тăнăскере, заставăра çирĕплетмен, чикĕре пăтăрмах пулсан çеç пограничниксене пулăшма кăларса янă.

— Туркменсем мĕнпе асра юлчĕç?

— Кишлаксенчи общество çурчĕсенче Семен Буденный маршал портретне пĕрре те курмарăм. Ăна юратмастчĕç, хăйсен чĕлхипе «вăл яман» /ирсĕр/ тетчĕç. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.