Шупашкарта 2020 çулта крематори уçăлĕ
Шупашкарта крематори тума республикăн тĕп хулипе кÿршĕллĕ Шупашкар районĕ çĕр пама пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче килĕшнĕччĕ. Халĕ ĕçе хăçан вĕçлемеллине палăртнă: вилнĕ çынсене çунтармалли çурта 2020 çулхи ака уйăхĕнче туса пĕтермелле.
Крематори 10 пин тăваткал метр лаптăк йышăнмалла. Вăл маларах эпир асăннă Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхне кĕрекен Явăш ялĕ çывăхĕнче вырнаçĕ.
Крематори кирлĕлĕхне хула влаҫӗсем леш тӗнчене кайнисене пытарма Шупашкарта вырӑн сахалланса пынипе тата ҫӗр лаптӑкӗ хаклипе сӑлтавлаҫҫӗ.