Комментари хушас

12 Юпа, 2017

«Ача çуртĕнче чунăм ĕмĕрлĕхех аманчĕ»

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн 3-мĕш курс студентки Мария Игумнова малтан амăшĕпе тата кукамăшĕпе Шупашкарта пурăннă. Вăл тăхăр çулта чухне ĕçкĕçсем çывăх çыннине çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Тăлăха юлнă пĕчĕк Машăна тÿрех Шупашкарти ача çуртне илсе кайнă.

«Ĕçкĕçсенчен канăç çукчĕ»

— Анне ĕçкĕпе иртĕхетчĕ, никама та итлеместчĕ. Каçсерен пирĕн киле арçынсем пухăнатчĕç, çĕрĕпе шавланă хыççăн мухмăрлăскерсем ир-ирех алăкран шаккатчĕç, мана лăпкăн çывăрма па-мастчĕç. Эпĕ, пĕчĕк те вăйсăрскер, вĕсене килтен хăвалаттăм, хирĕç кăшкăраттăм. Пуçра вĕренес шухăш пачах çукчĕ, пĕрмай çав çапкаланчăк арçынсемпе çапăçмаллаччĕ. «Аннеçĕм, ан ĕç-ха, чарăн. Паян мĕншĕн каллех ÿсĕр эсĕ?» — шкултан таврăнсан çак сăмахсене пĕрре мар каланă çывăх çыннăма. «Манăн юлташсем — ĕçкĕ авăрне путнăскерсем. Вĕсенчен ниепле те хăпма çук, вăйпах эрех ĕçтереççĕ, тепĕр чухне черккене тытас килми пулать», — тетчĕ анне. Кукамай хĕрне вăрçас, ăс парас вырăнне чылай чухне хăй те вĕсемпе пĕрле хăналанатчĕ. Эпĕ утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. 2005 çулта, шăп та лăп манăн çуралнă кунра, киле полици ĕçченĕсем çитрĕç, анне вилни пирки пĕлтерчĕç. Ăна кÿршĕ подћездра пĕр арçын мăшкăллама тăнă-мĕн, хытă хĕненĕ, кайран кĕлеткин тĕрлĕ пайĕнчен çĕçĕпе 16 хутчен чикнĕ. Эпĕ анне тупăкра выртнине курман, пытарма та кайман. Пичче мана çав вăхăтра хăвăртрах аппа патне ăсатрĕ. Çуралнă кунăмра çывăх çыннăм урă пуласса, мана пĕчĕк парне те пулин туянса парасса кĕтнĕччĕ. Анчах ав мĕнле килсе тухрĕ», — чунне уçрĕ Маша.

Мария Игумнова 10 çул тултариччен Шупашкарти ача çуртĕнче пурăннă. Тăван ашшĕ ăна темиçе хутчен те хăйĕн çемйине илсе кайма тăнă, анчах тĕрмере ларнăскере хĕрачана парса яман. Ниçта та ĕçлемен пиччĕшĕ те Машăна илме темиçе хутчен те пынă, ăна та хирĕçленĕ. «Кукамай ман пата пĕрре çеç килчĕ, çанталăк сивĕтсен хĕллехи курткăна йăтса пычĕ. Текех курман эпĕ ăна, каярахпа вăл вилни пирки илтрĕм», — каласа кăтартрĕ тăлăх хĕр.

Ача çуртĕнчи тĕксĕм пурнăçа аса илсен Машăн чунĕ хурланчĕ:

— Пире унта никам та шеллемен, хÿтĕлемен. Ăшăлăхпа юрату пирки сăмах та пулман. Ырă кăмăллă воспитательсем çукчĕ, пире ялан вăрçатчĕç, хĕнетчĕç. Вĕсем йытта вĕслеттерсе янă пек ушкăнри мĕн пур шăпăрлана хĕтĕртсе пĕр ача çине «сиктеретчĕç». Çав вăхăтра кам тапать, кам çапать, кам питрен лачлаттарса сурать… Тепри тăрăхласа кулать. Эпĕ те çавнашкал лару-тăрура пулса курнă. Чĕре тухса тарасла тапатчĕ. Сана хÿтĕлекен никам та çук, кăшкăрса макăрсан та хĕрхенмеççĕ. Вăйсăррисем, пĕччен çĕнтерме пултарайманнине çеç пĕр çынна темиçен тапăнатчĕç. Интернатра чунăм ĕмĕрлĕхех аманчĕ. Кун пек пурнăçа тăшмана та сунмастăп. Ниме тăман кăпшанкă вырăнĕнче кăна пулнă эпир унта. Пире кивĕ, тĕссĕрленнĕ тумтирпе çÿрететчĕç. Çемьене илсе кайма килнисен умĕнче вăхăтлăха хитре çи-пуç тăхăнтартатчĕç. «Акă курăр, пирĕн ачасем пукане пек çÿреççĕ», — теесшĕн пулнă ĕнтĕ. Çулсем иртсен те ачалăхри эрĕм тутиллĕ кунсем асран тухмаççĕ».

«Мана та çемьене илчĕç…»

«Ача çуртĕнчи кашни шăпăрлан хăйне çемьене илсе каясси пирки ĕмĕтленет. Çывăрма выртсан тĕлĕке те килетчĕ. Пĕр кунхине ман пата Етĕрне районĕнчи Тури Ачакран çитрĕç. Эпĕ мĕн тери хĕпĕртенине пĕлесчĕ сирĕн. Малтанхи вăхăтра пулас аннепе уçăлса çÿрерĕм. Вăл яла кайсан хурланса йĕреттĕм, мана хăйĕнпе пĕрле илсе каймасран хăраттăм. Пĕр кунхине мана тата интернатри тепĕр арçын ачана Максима çак çемье Тури Ачака илсе кайрĕ. Вĕсене тÿрех «атте, анне» теме тытăнтăм. Шел, халь вĕсемпе нимле çыхăну та çук, çичĕ çул пĕрле пурăнсан та пĕр-пĕрне çывăх пулаймарăмăр. Вĕсен пĕрремĕш пепки вилнĕ, çавăнпа пире ача çуртĕнчен илнĕ. Тĕшмĕше ĕненнĕ-и е çук-и — пĕлместĕп: «Çемьене ют шăпăрлансене илсен Турă ача парнелĕ сире», — тенĕ вĕсене такам. Чăнах та, вĕсен арçын ачасем çуралчĕç. Максим вĕсемпе телефонпа калаçкалать», — шухăшлăн калаçрĕ Маша.

Хуларан килнĕ хĕр пĕрчин чунĕ шкулта, ялта пĕр-пĕрне сÿтсе явнине, пĕри теприн пирки япăх калаçнине, кĕвĕçнине, ăмсаннине, ним çукран курайманнине йышăнман. Саккăрмĕш класс хыççăн вăл Етĕрнери гимназие вĕренме кайнă. Яла канмалли кунсенче çеç килсе çÿренĕ. «Çын теме те хăнăхать. Лайăххине нихăçан та курманскер япăх чухне те хăйне телейлĕ туять мар-и? Интернатран пире илсе кайман пулсан, тен, аванрахчĕ те. Çемьере ÿснине нимĕн те çитмест теççĕ. Анчах мана унта та çепĕçлĕхпе ăшăлăх çитеймерĕ. Эпĕ çирĕп кăмăллă, интернатри пурнăç аваймĕччĕ мана. Хама мĕн ачаран воспитани пама хăнăхнă. Пĕчĕкренех нушаллă ÿснĕрен пурнăç çине урăх куçпа пăхма хăнăхрăм», — калаçăва малалла тăсрĕ хĕр.

«Урă чухне епле лайăхчĕ анне!»

Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.