Комментари хушас

12 Юпа, 2017

Сăрт-туллă Дагестан

Дагестан «сăрт-ту çĕршывĕ» тенине пĕлтерет. Тепĕр майлă ăна «Кавказ Вавилонĕ» теççĕ. Кунта темĕн тĕрлĕ халăх пурăнать: авар, даргин, лезгин, азербайджан тата ытти те. Раççейре кăна мар, Çĕр чăмăрĕ çинче те чи нумай нациллĕ республика шутланать. Дагестанăн тĕп хули — Махачкала.

Хăнана тарават

Унсатлен юхан шывĕ айлăмĕнче, çĕр-çĕр гектар улма-çырла сачĕ тăсăлакан тăрăхра Ботлих районĕнчи Муни сали вырнаçнă, унта 3 пине яхăн çын пурăнать. Вĕсем хăйсене андиецсем тесе калаççĕ. Шăпах çав саларан Магомедовсен çемйи Шупашкара куçса килнĕ. Вĕсен ачисем кунта А.Г.Николаев летчик космонавт ячĕллĕ 10-мĕш шкулта вĕренеççĕ. 6-мĕш «а» класри Аминат (сулахайран - пĕрремĕшĕ) каласа панинчен сăрт- туллă Дагестан куç умне тухса тăчĕ.

Кунти халăх тăшмансенчен хÿтĕленес тĕллевпе аула ĕлĕк-авалах крепоç евĕр хăпартнă. Хĕвел тухăç енчен сигнал паракан башня çĕкленĕ. Вăл паянхи кунччен те упранать. Мĕн ĕлĕкрен Муни çыннисем уйра ĕçленĕ. Иçĕм çырлипе, куккуруспа, шалча пăрçипе пĕтĕм региона тивĕçтернĕ. Хĕрарăмсем пустав пĕветнĕ, палас тĕртнĕ, кантра явнă.

Дагестан халăхĕ тараватлăхĕпе уйрăлса тăрать. Тус-тăванла хутшăну ĕмĕр тăршшĕпех пырать. Вĕсен яланах пÿрт тулли хăна. Пĕрре курнă çынна чыслăн, тахçантанпа кĕтнĕ евĕр, пăхаççĕ. Хăш-пĕр çемье сĕтел çине ытларах апат лартать. Ку — кĕтмен хăна валли. Чухăнрах пурăнакансем те хăнана ăшшăн кĕтсе илме, тутлă çитерме тăрăшаççĕ.

Виçĕ сыпăкри тăвансем

Аминатăн ашшĕ те, амăшĕ те — пĕр наци çыннисем, виçĕ сыпăкри тăвансем. Вĕсене çамрăк чухнех çураçнă. Ашшĕн, суту-илÿре тăрăшнă май, Раççейри тĕрлĕ хулара пулма тивнĕ. Шупашкарта тĕпленнĕ хыççăн вăл çемйине те кунта илсе килнĕ. Аминатăн аппăшĕ Саният тата шăллĕ Давуд пур. Саният Дагестанра çуралнă, ун хыççăнхисем — Чăваш Енре. Учительсем Магомедовсен ачисем лайăх вĕреннине палăртрĕç. Аминат та питĕ тăрăшуллă. Акăлчан чĕлхине тарăнрах вĕренет, аэробика кружокне çÿрет. Ашшĕ- амăшĕн тăван çĕршывĕ çинчен кăна мар, унти халăх чĕлхине те пĕлет. Килте ашшĕ- амăшĕ хăйсен чĕлхипе хутшăнать, ачасем ытларах — вырăсла. Аминат чăвашла та ăнланать, калаçать. Кашни çуллахи каникула хĕр ача Кавказ тăрăхĕнче ирттерет. Унта тăван йышлă унăн. Ашшĕсем, сăмахран, 8 пĕртăван ÿснĕ. Кашниех уйрăм çуртра пурăнать. «Асаттепе асанне кăрккасем усраççĕ. Пур тăван та ĕне тытать. Кунти çынсем ашшĕ-амăшне, ватă çынсене питĕ хисеплеççĕ, нихăçан та сасă хăпартса калаçмаççĕ. Манăн атте амăшĕн пĕр сăмахĕнчен те иртмест, вăл уншăн чи сăваплă çын. Пире те атте-анне çаплах вĕрентсе ÿстерет», — терĕ Аминат.

Шăрăх пулсан та хĕр ачасем шортăпа майкăпа çÿремеççĕ. Асламăшĕ Амината ятарласа кĕпе çĕлесе тăхăнтартать. Вăл чĕр куççирен вăрăмрах, мăя хуплать. Çара урана кăтартмаççĕ, колготка е йĕм тăхăнаççĕ. Хĕр шутне кĕнисем тутăрсăр çÿремеççĕ, çÿçе пытараççĕ. Арçын ачасен апла мар, вĕсем ирĕклĕ тăхăнаççĕ», — каласа пачĕ Аминат.

Дагестанра, пĕтĕм Раççейри пекех, саккунпа килĕшÿллĕн арçыннăн харăсах темиçе арăмпа пурăнма юрамасть. Анчах ислам тĕнĕ чармасть: арçын миçе хĕрарăма тăрантараять, çавăн чухлĕпе пурăнать, анчах ЗАГСра çырăнмасăр. Аминатăн пĕр тетĕшĕн — икĕ арăм. Вĕсем пĕр-пĕринпе вăрçăнмаççĕ.

Така пусса чÿк тăваççĕ

Курбан-байрам — така пусса чÿк туни — мăсăльмансен уявĕсенчен пĕри. Ăна уйăх календарьне пăхса паллă тăваççĕ, çавăпа вăл тĕрлĕ вăхăта лекет. Кăçал авăнăн 1-мĕшĕнче пулнă. Уяв 2-3 куна пырать. Мăсăльман арçынсем ир-ирех мечĕте кĕлле каяççĕ. Унччен çăвăнса тасалаççĕ, çĕнĕ çи-пуç тăхăнаççĕ. Ушкăнпа пĕрле пухăнса вĕсем Аллаха мухтаса юрлаççĕ. Е мечĕтре, е ятарлă вырăнта мулла проповедь вулать. Кайран çăва çине кайса вилнисемшĕн кĕлĕ тăваççĕ. Унтан таврăнсан чÿк йăлине пуçлаççĕ. Уявра пусмашкăн такана ятарласа самăртаççĕ. Курбан-байрамра ачасем те савăнаççĕ. Вĕсем капăр тăхăнаççĕ те пысăк хутаç йăтса килĕрен каяççĕ. Камăн алăк уçă — çавăнта кĕреççĕ. Ачасем кил хуçисене саламлаççĕ, уншăн вĕсене кучченеçпе хăналаççĕ. Тăвансем патĕнче сĕтел хушшине ларма юрать. Ачасене тутлă çимĕçпе савăнтаракансене çÿлти хăватсем ырăлăх кÿрет тесе шухăшлаççĕ. Кăçалхи уявра Аминат шăпах унта пулнă.

Кавказ хĕрарăмĕсем илемĕпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсем çирĕп кăмăллă, ĕçчен, кăмăл-туйăмне палăртмаççĕ, сывлăхне упраççĕ. Çак паха енсем вĕсене ача-пăча ÿстерме, килти нумай ĕçе пурнăçлама кирлĕ, мĕншĕн тесен хĕрарăмăн вырăнĕ — килте. Вĕсем хăйсене пăхма манмаççĕ, килĕшÿллĕ тумланма, хитре курăнма пĕлеççĕ. Темĕнле йывăр ĕçе пурнăçланă чухне те вĕсем хитре çи-пуç тăхăнаççĕ. Дагестан хĕрарăмĕсем шăлавар тăхăнмаççĕ. Мода пысăк хăвăртлăхпа аталансан та вăрăм та хитре кĕписене улăштармаççĕ. Аминатăн амăшĕ Шупашкарта та яланах тутăрпа çÿрет. Килте те арçын пур тăк ăна салтмасть.

Чуду, хинкали

Дагестан кухни хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать — питĕ сахал çимĕçпе, ансат рецептпа вĕсем тем тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ, тути те кашнинех расна. Сăрт-туллă вырăнта çăмăл мар условисенче пурăнни, чылай вăхăт уçă сывлăшра ĕçлеме тивни те витĕм кÿнех вĕсен кухнине. Апачĕ хырăма тутă тытать, хатĕрлеме ансат, çав вăхăтрах усăллă та. Чуду пирки те çавнах каламалла. Вăл техĕмлĕ шăршă саракан çÿхе кукăль. Ăшне вара темĕн те хума пулать. Ăна хăть çулталăк тăршшĕ-пех хатĕрле. Çуркунне симĕс курăкран пĕçереççĕ. Ăшĕ валли вĕлтĕрен, сухан, кăшман çеçки те юрăхлă. Çулла вара чĕрĕ пахча çимĕçпе е çемçе сырпа, тăпăрчăпа усă кураççĕ. Кĕркунне чи паха çимĕç — кавăн. Палăртмалла, ăна унта юратман çын та çук! Хĕлле вара чудăва сурăх е пăру какайĕнчен хатĕрлеççĕ. Аминатăн амăшĕ наци кукăльне ытларах тăпăрчăран пĕçерет. Çавăн пекех хинкали юратаççĕ. Вăл пельмень евĕрскер, анчах виçĕ хут пысăк.

Мăшăрланни ĕмĕрлĕхе

Туйри йăла-йĕркене пăхăнасси — чи пĕлтерĕшлĕ самант. Ăна вĕсем питĕ тĕплĕ хатĕрленеççĕ. Ача çуралсанах авлантарма е качча пама укçа пухма тытăнаççĕ. Çавăнпа туйсем питĕ чаплă иртеççĕ. Чи малтанах çураçу йăлине пурнăçлаççĕ. Каччă хĕре парнесем парать. Дагестанри çемьесем питĕ çирĕп, пĕрре мăшăрланнă пулсан — ĕмĕрлĕхе. Туя пĕтĕм ял, 2-3 пин çын таранах, пуçтарăнать. Пĕр туй та лезгинкăсăр иртмест. Аминат, Дагестанри ытти ача пекех, ăна ташлама кăмăллать. Паллах, ку енĕпе арçын ачасене çитеймест. Кавказ тăрăхĕнче лезгинка ташлама пĕлмен çын çук та пулĕ. Мĕнле халăх шухăшласа кăларнă ăна? Ку ыйтăва никам та татăклă калаймасть. Лезгинсем те, азербайджансемпе грузинсем те пирĕн халăх ташши ку тесе тавлашаççĕ. Çапла, ăна пурте юратаççĕ. Ахальтен мар унта яшсен вăй-хăвачĕпе хăюлăхĕ, акăш евĕр ярăнакан пикесен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ палăрать. Куç илмесĕр темччен пăхма пулать ку ташша. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.