Преми илни суда çитерĕ
Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн заместителĕ ҫумӗ преми илсе ята кӗнĕ. Укçа виçи пысăках та мар пек - 70 пин тенкĕ, анчах халĕ уншăн судра явап тытма тивĕ.
Чăваш Ен прокуратури следовательсем пĕлтерни тăрăх хыпарланине ĕненсен, саккунпа килĕшсе тăман ĕçпе çемçе пукан йышăнакан хĕрарăм директор тивӗҫне пурнӑҫланӑ вăхăтра, 2016 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче, аппаланнă. Шучĕпе унăн Чăваш Енĕн Вĕренÿ министерствин хушăвĕ пулсан çеç преми илме юранă, вăл вара ун пек вак-тĕвекленсе тăрас темен курăнать - хăйне хăй укçан хавхалантарма йышăннă. Кăлтăка Пăрачкав район прокуратури асăрханă, кайран ĕçе вăл РФ Следстви комитечĕн тĕпчевçисене ярса панă.
РФ Уголовнăй кодексĕн 160 стайин 3-мĕш пайĕпе пуçарнă ĕçе Çĕмĕрле район сучĕ çывăх вăхăтра пăхса тухĕ.