Комментари хушас

6 Юпа, 2017

Ачасем валли чăвашла çырнăшăн çыравçăсем укçаллă пулĕç

Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн укçа парĕç. Грант парса пулăшасси çинчен калакан хушăва Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн Ертÿçи Иван Моторин ĕнер алă пуснă.

Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи 17 автор 21 ĕçпе хутшăннă.  "Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав" номинацире Чĕмпĕрте тухса тăракан "Канаш" хаçат редакторĕн Николай Ларионовăн "Шураçка" калавсен пуххине чи лайăххи тесе палăртнă. Уншăн автора 50 пин грант парĕç. "Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени" номинацире "Чăваш Ен" патшалăхăн телерадиокомпанийĕн информаци программисен службин ертÿçин, редакторĕн Марина Карягинăн "Ҫӑкӑрпа сахӑр" калавсен пуххине ырланă. "Аслă классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени" номинацире "Халăх шкулĕ - Народная школа" журнал редакторĕн Римма Прокопьевăн "Сар хĕвел хĕрелсен" документлă повеçне суйласа илнĕ. Марина Карягина та, Римма Прокопьева та 75-шер пин тенкĕ гранта тивĕçĕç.

Çыравçăсен ал çырăвĕсене килес çул пичетлĕç. Кун пирки республикăн Информаци политикин, массăллă коммуникацисен министерстви пĕлтерет.

 

Рубрика: 
Теги: