Комментари хушас

Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Раççейри выпускниксене питĕ лайăх шайра хатĕрлекен 300 ял шкулĕн шутне кĕнĕ. Чăнласах та пысăк çитĕнÿ! Унта вĕренекенсем Виктор Карчиков учителе директора лартнăранпа республикăра çеç мар, Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче, ăмăрту-конкурсра малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Çитĕнÿсем савăнтараççĕ

Çак туртăм — ачасем тĕрлĕ мероприятире хăйсен ăсне, тавра курăмне, вăйне тĕрĕслесе чи маттуррисен йышне кĕресси, учительсем тĕрлĕ грант, преми çĕнсе илесси, ытти хавхалантарăва тивĕçесси — шăпах Виктор Виталиевич директор должноçне йышăннăранпа, 2006 çултанпа, вăй илнине педагогсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекенсем те çирĕплетрĕç. Çав тапхăртанпа шкул ырă еннелле улшăнса пырать. Вĕренекенсен хатĕрленÿ шайĕ питĕ лайăххине вара вĕсем аттестат илсен çĕршыври чи сумлă вузсенче пĕлĕвне тарăнлатни, институт-университетра та лидерсен шутĕнче пулни, чылайăшĕ хĕрлĕ диплом илсе хăйсен специальноçĕпех ĕçе вырнаçни ĕнентереççĕ.

Çитĕнÿсем тенĕрен, 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче Андрей Сидоров шкул ачисен хушшинчи Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрĕнче физкультура енĕпе çĕнтернĕ, Анна Митрофанова — физика, вырăс чĕлхи тата физкультура енĕпе призер. Дмитрий Волков икĕ çул физкультура енĕпе призерсен йышне кĕнĕ. Вăл иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 2016-2017 çулсенче Наталия Федорова — ОБЖ, Кирилл Чернов физика енĕпе призерсем.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем тĕрлĕ стипендие те тивĕçеççĕ. Тĕслĕхрен, Чăваш Ен Пуçлăхĕн пултарулăхри ăнтăлушăн, çавăн пекех ятран паракан стипендийĕсене. Кунта ĕçлекен учительсем те — пĕтĕмпе 13-ĕн — пуçаруллă. Вĕсенчен 2-шĕ Раççей Президенчĕн — 100 пин тенкĕлĕх, тепĕр 2-шĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн 50 пин тенкĕлĕх гранчĕсене тивĕçнĕ.

Асран тухмĕç çав çулсем

Шкулта хальхи вăхăтра 79 ача ăс пухать: 7 ялтан çÿреççĕ, аякрисене, паллах, ятарлă автобуспа илсе килеççĕ. Çут çанталăкпа наука профильне суйланăран 11-мĕш класс пĕтерекенсем ытларах хими, физика, биологи, общество пĕлĕвĕн предмечĕсемпе ППЭ тытаççĕ.

Вĕренекенсем хими предметне питĕ кăмăллаççĕ, мĕншĕн тесен çак уроксене шкул директорĕ Виктор Виталиевич питĕ асра юлмалла та кăсăклă ирттерет. Сăнавсем йĕркелесе унта ачасене те хутшăнтарать. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологи факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер çитĕнекен ăрупа яланах пĕр чĕлхе тупать, вĕсене мĕн кăсăклантарнине тата малашнехи пурнăçра мĕн кирлĕ пулассине шута илет.

«Тĕрĕссипе, химипе биологи учительне вĕренесси ăнсăртран пулчĕ темелле. Çак ялтах çуралса ÿснĕ эпĕ, шкул пĕтерсен пĕр-икĕ уйăх колхозра гусеницăллă тракторпа ĕçлерĕм. Унтан шкула лаборанта вырнаçрăм. Темиçе уйăхран, 1980 çулта, çара илчĕç. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăнсан ялти тепĕр ачапа педагогика институчĕн физкультура факультетне вĕренме кĕрес терĕмĕр. Ун чухне асăннă уйрăма ытларах Афганистанра пулнисене илетчĕç, çавăнпа пире: «Биологи факультетне суйлăр, тепĕр çулталăкран физкультура уйрăмне куçатăр», — терĕç. Çапла турăмăр та. Çулталăкран хам ĕмĕтленнĕ факультета куçас тесе декан патне кайрăм та — «Спортра маттуррисем пире хамăра та кирлĕ. Физкультурăпа туслă пулма сире кунта мĕн чăрмантарать? Кайран тав сăмахĕ те калăр акă», — терĕ. Чăн та, унăн сăмахĕнчен иртменшĕн, учитель профессине суйланăшăн ÿкĕнместĕп эпĕ», — терĕ Виктор Карчиков, халĕ те студент çулĕсенчи пекех баскетбола, волейбола, футбола кăмăллаканскер, йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнаканскер.

Хастар директор студент тапхăрне, практика вăхăтĕнче пĕчĕк атмапа шăна-пăвана хăваласа çÿренине, тĕрлĕ ÿсен-тăран, гербари пухнине паян та ăшшăн аса илет. Тăван тавралăха юратма, унăн хитрелĕхне курма тата упрама ачасене те вĕрентет. 1988 çулта диплом илнĕ çамрăк специалист тăван ялĕнчи шкулта биологи тата технологи вĕрентме пуçланă. Пĕр хушă харăсах икĕ ялта — Çирĕклĕ Шăхальте тата Кармалта — ĕçленĕ. 1989-2005 çулсенче Кармалти шкулта тăрăшнă.

«Кармалти шкулта ĕçленĕ чухне Виктор Виталиевич класс ертÿçиччĕ, çавна май ачасене экскурсисене илсе каятчĕ. Тĕрлĕ сăнав ирттеретчĕç. Унăн вĕренекенĕсене ытти класрисем ăмсанатчĕç, мĕншĕн вăл пирĕн класс ертÿçи мар-ши тетчĕç. Биологи пÿлĕмĕ çав тери пуянччĕ. Кармалта çырма урлă пĕчĕк утрав пек лаптăк пурччĕ, Виктор Виталиевич унта йывăçсем лартса сад ĕрчетрĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна чечек ÿстерместчĕ-ши вăл — çав çулсенче ытти шкулта чечек нумаййине курман эпĕ», — каласа кăтартрĕ Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Оксана Мясникова, хăй вăхăтĕнче Виктор Карчиковăн вĕренекенĕ пулнăскер. Ÿркенмен учитель Кармала çулла — велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе çÿренĕ, спорта кăмăллаканскер çуран та чупнă: 2,5-3 километр — ирхине, каçхине — тепĕр çавăн чухлĕ. Ăна ытти вĕренекенĕ те, тĕслĕхрен, спортра пысăк çитĕнÿсем тунă Александр Лапшин, ырăпа çеç аса илет.

Шанчăклă мăшăр тата атте

Виктор Карчиков маттур ертÿçĕ пулма пултарни студент çулĕсенчех палăрнă. Институтра вĕреннĕ çулсенче вăл студентсен «Волгарь» строительство отрячĕн командирĕ пулнă. Хастар çамрăксем районсенче тĕрлĕ объект хăпартнă, пурăнмалли çуртсем те тунă. 5 çулта ăçта кăна çитмен пуль? Малалла вулас...

 

Ирина Клементьева. Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.