Комментари хушас

5 Юпа, 2017

Чăваш чĕлхи «Останкинăра» та янăрать

Эпир вĕсене сенкер экран çинче çеç курма хăнăхнă. Пĕрисем ирхине тутлă ыйхăран вăратаççĕ, тĕнчери, çĕршыври хыпарсемпе паллаштараççĕ, теприсем модăпа килĕшÿллĕн тăхăнма, апат пĕçерме вĕрентеççĕ, хырăм хытиччен култараççĕ… Сăмах телекуравра ĕçлекенсем пирки пынине ăнлантăр пулĕ. Раççейри чылай телеканал Мускаври «Останкино» телецентрта вырнаçнă. Кунта ир-ирех ĕç вĕрет, халăх пасарти пек хĕвĕшет: пĕрисем эфира хатĕрленеççĕ, теприсем документ йăтса коридор тăрăх чупаççĕ. Королев академик урамĕнче вырнаçнă, аякранах илемлĕ курăнакан çуртра чылайăшĕ ĕçлеме ĕмĕтленет. Анчах унта çул пуриншĕн те уçă мар. Ĕçе вырнаçас тесен чылай тар тăкма тивет. Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ 24 çулти Лариса Чуянова Пĕрремĕш каналта пĕлтĕртенпе вăй хурать.

Паллă çынсене тĕл пулать

Лариса тăван ялти шкулта 7 класс вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицей- интернатĕнче пĕлĕвне тарăнлатма шухăшланă. Унта яччăр тесе ашшĕ-амăшне ÿкĕтленĕ вăл. Хĕрача экзаменсене ăнăçлă тытнă, филологи уйрăмĕнче ăс пухнă. Ăна Мускав илĕртнĕ, унта аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕ вăл. Анчах вăл унта кĕреймен, çавăнпа Лариса И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне çул тытнă. Çапах Мускава каяс шухăш пуçĕнчен пĕрех тухман. Тепĕр çулхине каллех хăйне тĕрĕсленĕ вăл. Хальхинче кĕрейнĕ — вăл Раççей патшалăх социаллă университечĕн журналистика факультечĕн студентки пулса тăнă.

— Вĕреннĕ хушăра ĕçлеме те вăхăт тупаттăм. Темиçе пысăк компанире ĕçлесе куртăм. Пĕлтĕр диплом илсен хама урăх ĕçре тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Интернетра ĕç шыранине çыртăм çеç — ман пата Пĕрремĕш каналтан шăнкăравларĕç. Тĕлĕнтĕм паллах. Унччен эпĕ çак каналпа кăтартакан «Вечерний Ургант» кăларăма хутшăннăччĕ, ытти çынпа залра лартăм. «Останкино» çавăн чухнех илĕртрĕ. «Кунта ĕçлеме питĕ кăмăллă», — явăннăчĕ пуçра шухăш. Анчах хам унта тăрăшасси пирки тĕлленмен те. Ĕçе йыхравланă чухне те мана суйласси иккĕлентерчĕ. Ара, конкурс питĕ пысăк-çке. Собеседование çул тытрăм. 2-мĕш тапхăрта пире, 8 çынна, диктант çыртарчĕç. Пирĕн пĕлĕве, эпир стреса парăннипе парăнманнине тĕрĕслерĕç. Пурĕ 6 тапхăр витĕр тухма тиврĕ. Пĕр уйăхран эпĕ пуринчен те маттур пулнине, ĕçе пуçăнма пултарнине пĕлтерчĕç, — калаçăвне пуçларĕ Пĕрремĕш каналта вăй хураканскер.

Пĕрремĕш канала ют çĕршывсенче кăтартас енĕпе те ĕçлеççĕ. Лариса шăпах çак уйрăмра тăрăшать, унăн ĕçĕ документсемпе çыхăннă.

— «Останкинăра» 3 пысăк çурт: пĕри — башня, ыттисем — аппарат студийĕсем. Çак икĕ студие çĕр айĕнче пĕрлештерекен çул пур. Мана «Останкино» кăткă йăви пекех туйăнать. Унта çын нумай, пурте унталла- кунталла утаççĕ, таçта васкаççĕ. Коридорсем лабиринт евĕр, çухалса кайма пулать. Унта утнă чухне пĕр-пĕр кăларăм ертÿçине, паллă çынна, çăлтăра курма май пур. Малтанхи уйăхсенче вĕсене тĕл пулсан питĕ тĕлĕнеттĕм. Хăвăртрах чупса пырса калаçас, сăн ÿкерĕнес килетчĕ. Каярахпа вĕсем те ахаль çын пулнине ăнланатăн: ыттисем пекех ĕçлеççĕ, ывăнаççĕ. Паллă çыннăн ывăннă сăнне курсан пырса сăмах хушас шухăш çийĕнчех çухалать. Çăлтăрсене юратакан, вĕсемпе селфи ÿкерĕнес, автограф илес тесе сехечĕ-сехечĕпе кĕтме, хыççăн чупма хатĕр çын пирĕнсĕр те нумай. Ĕçлеме пуçласанах коридорта Тина Канделакие, «Матч ТВ» телеканал продюсерне, тĕл пултăм. Эпĕ ĕçтешĕ пулнă май сывлăх сунчĕ. «Останкинăра» тĕрлĕ телеканал студийĕсем, офисĕсем вырнаçнăран ытти телеертÿçе те куркалатпăр. Сăмахран, «Матч ТВ» комментаторĕсене. Нумаях пулмасть Франци юрăçи Мирей Матье «Вечерний Ургант» кăларăма хутшăнма килчĕ. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче тĕл пултăм ăна. Çулне кура мар çамрăк курăнаканскер питĕ илĕртÿллĕ, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Çăлтăрсем яланах хаваслă-и?

Сенкер экранри ертÿçĕсем, çăлтăрсем хаваслăхĕпе, ырă кăмăлĕпе куракансен юратăвне çĕнсе илеççĕ. Вĕсем ахаль пурнăçра та çаплах-ши?

— Чăнах та, чылайăшне эпир савăнăçлă курма хăнăхнă. Вĕсен иксĕлми вăй тапса тăрать пек. Акă, сăмахран, Максим Галкин. Телевизорта яланах йăл кулать. Хăш-пĕр чухне ăна коридорта тĕл пулатăп. Вăл пачах урăхла: кулмасть, çирĕп кăмăллă. Екатерина Стриженова вара яланах йăл кулса çÿрет. Ир-ирех хаваслă кăмăллă вăл, — ĕçри кăсăклă самантсемпе паллаштарчĕ Лариса.

«Останкинăра» ĕçлекенсенчен чылайăшĕ унтах вырнаçнă столовăйра апатланать. Çавăн чухне чăваш хĕрĕ Андрей Малахова час-часах тĕл пулнă. «Вечерний Ургант» кăларăма ертсе пыракан Дмитрий Хрусталев та унтах апат çиет. Паллă çынсем менюра мĕн пуррипе сăйланаççĕ. Лариса каланă тăрăх, телеертÿçĕсемпе çăлтăрсенчен чылайăшĕ сахал калориллĕ, çуллă мар апат суйлать.

— Пĕрремĕш каналта ĕçлекенсен каналăн ятарлă шкулне çÿреме май пур. Унта кирек кам та вĕренеет. Анчах укçа сахал мар тÿлемелле. Çак шкулта опытлă телеертÿçĕсем, режиссерсем, продюсерсем ăсталăх класĕсем ирттереççĕ, лекцисем вулаççĕ. Эпĕ унта тÿлевсĕрех çÿретĕп, пĕр лекцие те сиктерместĕп. Çак тапхăрта Юрий Аксютăн /вăл тăрăшнипе «Достояние республики», «Голос», «Голос. Дети» тата ытти кăларăм эфира тухнă/, Александр Цекалăн, Александр Файфманăн /Константин Эрнстăн пĕрремĕш заместителĕ/, Владимир Познерăн лекцийĕсене итлерĕм. Ун хыççăн кăмăл-туйăм хăпартланать, çĕнĕ ĕçсем тума вăй-хăват хушăнать. Вĕсем темăна лайăх уçса параççĕ. Хăш-пĕр чухне ют çĕршыври опытлă специалистсене те чĕнеççĕ. Нидерландран Гэри Картер килнĕччĕ. Вăл — «Кто хочет стать миллионером?», «Фактор А» телекăларăмсен форматне шухăшласа кăларнă çынсенчен пĕри. Гэри Картер ĕçри креативлăх пирки калаçрĕ. Лекци акăлчанла иртрĕ пулин те питĕ интереслĕччĕ, — ăсталăхне кулленех ÿстерни пирки каласа кăтартрĕ пике.

Пĕрремĕш каналта ĕçлекенсене кулленех тĕрлĕ кăларăма хутшăнма /залра ларма/ йыхравлаççĕ. Ларисăна «Давай, поженимся», «Модный приговор», «Голос» кăларăмсене ÿкернĕ чухне тăтăшах чĕнеççĕ. Пушă вăхăт тупăнсан е кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче пике «Вечерний Ургант» кăларăма хатĕрленине пăхма каять. Юлашки хутĕнче вăл кăларăмра хăна пулнă Земфира юрăçа курнă. Чăваш хĕрĕ «Голос» кăларăм ÿкерĕвне хутшăнма та вăхăт тупать. Тÿрĕ эфир каçхине пулать. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.