Комментари хушас

5 Юпа, 2017

«Тÿрех ăслă çуралмалла»

Татьяна Смирнова, Ксения Моисеева, Александр Петров, Георгий Максимов — вĕренÿ отличникĕсем. Вĕсем тăваттăшĕ те Шупашкар районĕнчи Ишлейри шкулта 4 -мĕш «б» класра ăс пухаççĕ. Ку çул та лайăх паллăпа кăна вĕренмешкĕн тĕллев лартнă.

«Эпĕ — çемьере чи асли. Манăн Катя йăмăкпа Володя шăллăм пур. Вĕсене тĕслĕх кăтартса тăрăшса вĕренетĕп. Физкультурăна уйрăмах кăмăллатăп», — каласа кăтартрĕ Ксюша Моисеева. Унăн шухăшĕпе, çак урокра пуç лайăх канать, уçă сывлăшра выляса киленетĕн. Çуллахи каникулта Ксюша çемйипе Крыма канма кайнă. Ют тăрăхра пулса тавра курăмне пуянлатнă. Пушă вăхăтра Ксюша шăллĕ-йăмăкĕпе вылять, чĕр чунсем çинчен телекăларăмсем пăхать. Çавăн пекех вăл уроксем хыççăн шкулти «Светлячок» ташă ушкăнне, акăлчан чĕлхи кружокне çÿрет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче хăйне гимнастикăра та тĕрĕсленĕ хĕр ача, анчах чунĕ урăх киленĕç суйланă. «Отличник пулас тесен киле панă ĕçсене ялан пурнăçламалла, кĕнеке нумай вуламалла, атте-аннене, учительсене, аслисене итлемелле», — терĕ хĕр ача.

Саша Петров пушă вăхăтра олимпиадăсене хатĕрленет. Ахальтен мар вăл пур предмета та юратса вĕреннине пĕлтерчĕ. Аппăшĕпе пиччĕшĕнчен тĕслĕх илет арçын ача. Вĕсем шкул саккипе сыв пуллашма ĕлкĕрнĕ, халĕ аслă пĕлÿ илеççĕ. Сашăн юратнă чĕр чун — гепард. Мускаври зоопаркра вăл çак чĕр чуна курса тĕлĕннĕ. Унăн çывăх юлташĕ — Никита. Вĕсем пĕр-пĕрне вĕренÿре пулăшса пыраççĕ. Пĕрле кĕнеке вулаççĕ, шашка-шахматла выляççĕ. Александр Петров шкулти театр кружокне çÿрет. Çуллахи каникулта та вăл кĕнеке алăран яман. Ăна вулани нумайрах пĕлме пулăшать-çке. Вĕренÿри ăнăçусен вăрттăнлăхĕпе паллаштарма ыйтсан вăл çапла каларĕ: «Отличник пулас тесен… тÿрех ăслă çуралмалла».

Таня Смирнова вырăс чĕлхи, математика, физкультура предмечĕсене уйрăмах юратать. Киле панă ĕçсене пĕчченех пурнăçлама хăнăхнă вăл. «Тăрăшсан йăлтах пулать. Мана килте Дуся попугайпа Лиза тимĕр шапа хавхалантараççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Кушаксене те юрататăп, анчах пирĕн килте вăл çук, мĕншĕн тесен попугая тытасран хăратăп», — терĕ хĕр ача. Килти чĕр чунсене амăшĕ туяннă. Урокра е кружокра чухне Таня вĕсемшĕн тунсăхлать. Попугай та, тимĕр шапа та хуçи пекех ăслă, вĕсене Таня çуллахи каникулта Ю.Алешковскин «Кыш и я в Крыму» кĕнекине вуласа панă. Татьяна Смирнова шкулти хор, ташă кружокĕсене çÿрет, уроксем хыççăн акăлчан чĕлхипе пĕлĕвне пуянлатма та ĕлкĕрет. Иртнĕ çул çекĕлпе, йĕппе çыхма, тĕрлеме вĕренме те кăмăл тунă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ пуçланнă кăна-ха, тен, ал ĕçне каллех пикенĕ?

«Эпĕ тĕрлĕ тимĕр укçа пухатăп. Хăшĕ-пĕрне ăнсăртран тупатăп, теприсем асанне-асаттерен юлнисем. Тĕрлĕ çулта тухнисем пур», — кăсăкланăвĕпе паллаштарчĕ Гера Максимов. Тата вăл шахмат кружокне çÿрет. Çак вăйă шухăшлава аталантарать тесе çирĕплетет арçын ача. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.