Комментари хушас

5 Юпа, 2017

Çынна çăлассишĕн пурнăçне шеллемен

Ĕнер, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паттăрлăх кăтартнă шкул ачисемпе Правительство çуртĕнче тĕл пулчĕ. Савăнăçлă саманта ывăлĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, шкул директорĕсем пайларĕç. Çав ачасем хăйсен кĕске ĕмĕрĕнче çын пурнăçне çăлнă. «Сирĕн паттăрлăхăр — çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх», — терĕ Михаил Васильевич арçын ачасене тав тунă май. Çавăн пекех Тăван çĕршыва юрăхлă ачасем çитĕнтернĕшĕн ашшĕ-амăшне, учительсене ырăпа асăнчĕ.

Çунакан пÿртрен илсе тухнă

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Чăваш Тукайра пушар тухнă. Каçхине тăхăр сехет иртнĕ хыççăн Кондратьевсен çурчĕ çунма тытăннă. Çакна Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕренекенĕсем Владимир Прокопьев, Яков Макаров, Сергей Иванов тата Григорий Ильин асăрханă. Кун пирки пире тĕплĕнрех Яков каласа кăтартрĕ: «Эпир тантăш патĕнче кино курнă хыççăн киле кайма тухрăмăр. Сасартăк урам вĕçĕнчи пÿрт çывăхĕнче шаплатнă сасăсем илтрĕмĕр. Хĕрлĕ йăрăмсем пĕлĕтелле кармашнине асăрхарăмăр. Тÿрех çурт патне чупрăмăр. Унта тĕтĕм палкатчĕ. Эпĕ чÿрече çĕмĕрме пуçларăм, кайран туссем те пулăшрĕç. Çавăн хыççăн эпир: «Килте кам та пулин пур-и?» — тесе кăшкăртăмăр. Пире илтсе пĕчĕк арçын ача чÿрече патне чупса пычĕ. Эпир ăна тухма пулăшрăмăр, кÿршисем патне илсе кайрăмăр. Унран ыттисем çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Вăл каланă тăрăх, çунакан пÿртре куккăшĕ юлнă. Эпир чÿречерен кĕтĕмĕр, анчах сĕрĕме пула тата пÿлĕмсем епле вырнаçнине пĕлменнипе каялла тухрăмăр. Ун хыççăн эпир пушар сÿнтерме пулăшрăмăр». 8 çулти Арсений арçын ачасем вăхăтра çитнине пула чĕрĕ юлнă. Шел те, куккăшне çăлма май килмен.

Сулăпа ярăннă чухне

Тепĕр паттăр — Сергей Юзуков. Вăл Тăвай районĕнчи Тĕмер шкулĕнче ултт ă м ĕ ш к л а с р а в ĕ р е н е т . Спортпа туслă, уйрăмах футбола килĕштерет. Кăçал çуллахи каникулта вăл шывра путма тытăннă юлташне çăлнă. Ку ĕç-пуç çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче пулнă. 12-ри Сергей Юзуков, 10-ри Данил Григорьев, 9-ти Андрей Степанов тата яла хăнана килнĕ 9-ти Дима ял хĕрринчи пĕвене шыва кĕме кайнă. Вĕсем сулă çине ларса пĕве варринех çитнĕ. Каялла ишсе кайма тĕв тытнă. Малтанах Сергей çыран хĕрне тухнă, ун хыççăн — Андрей. Данил лайăххăн ишме те пĕлмен- ха, çапах ыттисенчен юлас темен. Кĕçех арçын ачан вăйĕ пĕтнĕ, путма пуçланă. Сергей вăл макăрнине, пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтнĕ. Малтан ĕненмен, ку шÿт пулĕ тенĕ. Кайран, ача шыв тĕпнелле аннине курсан, нимĕн шухăшламасăр ун патне васканă. Данил тÿрех Сергее ярса тытнă, ун çине утланса ларнă. Капла иккĕшĕ те путма тытăннă. Анчах Сергей çухалса кайман, Данила лăплантарнă, аллине пама ыйтнă. Лешĕ итленĕ. Çапла вара вĕсем çыран хĕррине чиперех çитнĕ.

Алăка çĕмĕрсе кĕнĕ

Денис Ведяшов Улатăрти 3-мĕш шкулта тăваттăмĕш класра вĕренет. Математика, акăлчан чĕлхи, физкультура — унăн юратнă предмечĕсем. Волейбол секцине, бассейна ишме çÿрет.

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Денис çемйипе Улатăр юхан шыв хĕрринче каннă. Çавăн чухне вăл ача путма тытăннине курнă. Часрах ăна çăлма васканă. Ачана меллĕ ярса тытнă та çырана ишсе тухнă. Унта ăна ытти ача кĕтсе илнĕ, шар курнăскере хăйăр çине илсе кăларнă. Кайран аслисем те пулăшнă.

Комсомольски районĕнчи Асанкасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Димитрий Степанов пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрет. Вăл класра редколлегире тăрать, шкулти мероприятисене йĕркелес ĕçе хутшăнать. Илемлĕ пултарулăхра, спортра хастар Дима. Районти, республикăри олимпиадăсемпе конкурссенче те пĕрре мар çĕнтернĕ. Пĕлтĕр çурла уйăхĕнче вăл çунакан пÿртрен ватă хĕрарăма Таисия Таборкинăна илсе тухнă. «Хĕрлĕ автан» çĕрле «ташлама» тытăннă, пÿрте аслати çапнă. Вут-çулăм алхаснине курсан Дима çухалса кайман, унта чупнă. Вăл пĕлнĕ: кинемей пĕччен пурăнать. Алăка çĕмĕрсе уçса кĕнĕ. Арçын ачана пушарта хăюлăх кăтартнăшăн район администраци пуçлăхĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнь шкулĕнчи Кирилл Блинов çинчен иртнĕ номерте çырса кăтартнăччĕ. Аса илтеретпĕр, вăл пĕлтĕр çуллахи каникулта путакан хĕр ачана çăлнă.

Малтан ачасем хăйсем çинчен каласа кăтартрĕç. Сергей Иванов «Земляне» экоотрядра тăрать. Григорий Ильин вара «Эткер» волонтерсен командине кĕнĕ. Яков Макаров çар çынни пуласшăн, ăçта вĕренме каясса та палăртса хунă ĕнтĕ. Вăл пăшалтан перес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçнĕ. Кирилл Блинов шкулти авиамодель кружокне çÿрет, тĕл пулăва та хăй ăсталанă самолет модельне илсе килнĕ. Чăваш Ен ертÿçи ăна питĕ мухтарĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.