Комментари хушас

3 Юпа, 2017

"Хыпар" издательство çурчĕн хаçат-журналне йÿнĕ хакпа çырăнма май пур

Хисеплĕ тусăмăрсем! Çапла, эсир пурте - пирĕн туссем. "Хыпар" издательство çурчĕн хаçат-журналне çырăнса илекенсем те, пирĕн сайтри хыпарсемпе куллен паллашакансем те, издательство çурчĕн халăх сечĕсенчи ушкăнĕсем урлă çĕнĕлĕхсене пĕлсе тăракансем те пирĕншĕн пурте хаклă. Халĕ сире валли ырă хыпар пĕлтерер: октябрь уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче пирĕн кăларăмсене почта уйрăмĕсенче е почтальон урлă йÿнĕ хакпа çырăнма май пур.

"Хыпар" издательство çурчĕн хаçат-журналне 2018 çулхи пĕрремĕш çур çул валли йÿнĕрехпе çырăнмалли вунă кунлăхпа усă курма тăрăшăр. Çак вăхăтра хаçат çырăнакансем укçа-тенке перекетлеме пултарĕç. Васкăр, тусăмăрсем!

 

Теги: