Комментари хушас

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнчи Михаил Тагеев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ çинчен ку тăрăхра ырă ят çÿрет. Тăпра пулăхне лайăхлатса пынăран тухăçлă туса илнĕ тыр-пул вăрлăхлăх уйăрса хăварма, выльăха çитерме тата сутма та çитет. Апат тулăх пулнăран сăвакан ĕнесен йышне чакармастчĕ-ха вăл, продуктивлăха ÿстерме тăрăшатчĕ. Хĕллехи вăхăтра укçа сĕтрен кĕнине лайăх ăнланатчĕ пулин те, пысăк кредитпа татăлаймасăр хăшкăлнăран, кăçал фермăна сутни çинчен илтсен шухăша кайрăм: тĕслĕх кăтартса палăрнă фермер та йывăрлăха тÿсеймест пулсан ыттисен мĕнле ĕçлемелле, кирлĕ чухне камран пулăшу ыйтмалла?

Хресчен-фермер тата уйрăм çын хуçалăхĕсем коллектив тата ытти пурлăх хисепĕ пысăк пулманран пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх /ПВП/ йышне кĕреççĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ самай пысăк. Çаврăнăçуллă усламçăсем рынокри улшăнусене хăвăртрах сисеççĕ, инновацие маларах çул параççĕ. Вăтам класăн социаллă пурнăç тытăмĕнче ÿсĕмсем тăвас шанăç пур. Ĕçсĕр юлнă çынсене ĕçпе тивĕçтерме, тупăш шайне сыхласа хăвармашкăн пулăшма пултараççĕ.

ПВП çĕршыври шалти мĕн пур продуктăн 5-мĕш пайне /20%/ туса кăларать. РФ Правительстви 2020 çул тĕлне стратегилле тĕллев лартнă — çак хисеп 40 процентпа танлашмалла. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансем экономикăра ĕçлекенсен 50 процентне /халĕ — 20%/ йышăнмалла. Хăйсен ĕçне пуçарас тĕллевĕллĕ çынсен йышĕ Раççей халăхĕн тÿпипе /халĕ — 10%/ пĕтĕм тĕнчери кăтартăва çывхармалла. Çавăнпа та Правительство ПВП субћекчĕсен шутне ÿстерессине, çавна май экономика аталанăвĕн кăтартăвне пысăклатассине чи малтан пурнăçламалли тĕллев тесе палăртать. Ĕçе хăвăртлатма предпринимательсем хушшинче тупăшу лару-тăрăвĕ туса хумалла, продукцие тупăшлă вырнаçтарма майсем туса памалла. Палăртни йăлтах пурнăçлансан вăтам бизнес вăтам шайран çĕкленмеллех. Хальлĕхе вара карта хушăкĕнчен сĕтеклĕ курăк çине пăхакан выльăх пек ĕмĕтленмелли кăна юлать.

ПВП Чăваш Республикин «2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики» патшалăх программин «Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси» çумпрограммăпа килĕшÿллĕн вăй илет. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — республикăра пĕлтĕр ПВПн 43,1 пин субћекчĕ ĕçленĕ, вăл шутра 17,5 пинĕшĕ — пĕчĕк, 0,2 пинĕшĕ — вăтам, 25,4 пинĕшĕ — уйрăм çын предприятийĕ. «Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субћекчĕсен аталанăвĕ» çумпрограммăна пурнăçласа 558 субћекта 873,8 млн тенкĕлĕх пулăшнă.

Чăваш Енре ПВП шучĕ çулран-çул хушăнса пыни савăнтарать. Вăрмар районĕнче те кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 3,7% ытларах хушăннă, 736 çитнĕ. Экономика отраслĕсенче вăй хуракансен çур пайĕ ПВПра ĕçлет. Вĕсем кăçалхи çур çулта 266 млн тенкĕлĕх тавар сутнă /пĕлтĕрхи çак тапхăртин 101,5%/.

Етĕрнесем тата та çаврăнăçуллăрах. ПВП ĕçченĕсем хăйсем туса кăларнă продукцие кăçалхи 6 уйăхра пĕлтĕрхинчен 2,2 хут нумайрах /388,1 млн тенкĕлĕх/ вырнаçтарнă. Шалу ку хушăра 8,7% ÿснĕ. 791 предприятире /уйрăм çын тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕнĕрен йĕркеленнĕрен 5% хушăннă/ 3036 çын ĕçлет. Районти мĕн пур предприятипе организаци тÿпинче 44,4% йышăнать. Çĕр улми управĕ, сурăх ферми, ял хуçалăх таварĕсен пасарĕ, ытти те çĕкленни вун-вун çынна ĕçпе тивĕçтерет. ПВП 52,1 млн тенкĕлĕх инвестици хывни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Канаш районĕнчи Çÿлти Вăрманьялта, Кăшнаруйра куллен кирлĕ таварсен лавккисем уçăлнă. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Ырă хыпар ытти тăрăхра та пур. Анчах татăлман ыйтусем, чăрмавсем çав-çавах юлаççĕ. ПВПн тин çеç çуралакан обћекчĕсене яланах теветкеллĕх кĕтет. Çĕнĕ ĕçе пуçарса яма, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме малтанхи пурлăх çитменрен кредит илме тивет. Унăн процент ставки вара пысăк. «Кредит тата налуксем тÿлесех ĕмĕр иртет», — текен фермерсене тĕл пулни ăнсăртран мар ĕнтĕ. Хăшĕсем çиччĕ виçсе пуç тавра тĕплĕ шухăшламасăрах ура çинче çирĕп тăраканнисенчен юлас мар тесе пысăк суммăллă кредит илеççĕ. Тĕрлĕ техника туянса парăма вăхăтра татаймасăр хăшкăлаççĕ. Темиçе çул каялла пĕр хуçалăхра çакнашкал тĕслĕхпе тĕл пулнăччĕ. Тивĕçлĕ органсем вăраха тăсăлнă тÿлевшĕн мехпаркран хăшне-пĕрне илсе кайнăччĕ. Пахматсăрланни хакла ларнă ăна. Манăн шухăшпа, хуçалăхăн малтанлăха чи кирлине çеç туянмалла, пĕчĕккĕн вăй илме тăрăшмалла. Тÿрех нимĕн те пулманнине ăнланмаллах. Хальхи вăхăтра кредит илмесĕр хăйĕн вăйĕпе кăна аталанакан фермерсем те пур.

Администраци, тĕрлĕ ведомство тĕрĕслевпе чăрмантарать тата. Çула тухсан хăш-пĕр фермер пирĕнпе тĕл пуласшăн, калаçасшăн мар. «Пĕр çулхине ман çинчен пĕр статья тухрĕ те пуçларĕç унтан та кунтан килсе тĕрĕслеме. Ĕçлеме те памаççĕ. Мĕнпе те пулин айăпласа штраф тÿлеттересшĕн, укçа шăйăрса илесшĕн. Хăйсене хăна туса пăхса ямалла тата. Мĕн чухлĕ тăкак! Çитĕ, текех ман çинчен пĕр сăмах та ан çырăр», — çапла каланăччĕ мана Канаш районĕнчи пĕр хуçалăхра.

Усламçăсен хушшинче пысăк квалификациллĕ специалистсем çитменни те ура хурать. Çакă уйрăмах фермерсен хушшинче вăйлах сисĕнет. Хăй вăхăтĕнче шкулта сакăр класс çеç пĕтернисем те сахал мар. Вĕсем хăйсене хÿтĕлеме саккунсене пĕлмеççĕ, грант çĕнсе илме е субсидипе тивĕçме май пур çĕртенех пулăшусăр тăрса юлаççĕ. Кайран вара: «Пире патшалăх пулăшмасть», — теççĕ.

Фермерсем мĕн пур тĕш тыррăн, çавăн пекех çĕр улмин виççĕмĕш пайне туса илеççĕ. Таканари шыв пек чÿхенекен саманара йышĕ пĕр пек тăмасть — хушăнать те, чакать те. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх — 2016 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 1317 ХФХ пулнăччĕ. Республикăн çурçĕр енĕпе танлаштарсан анат енче ытларах. Шăмăршă районĕнчех акă 60 ХФХ. Кăçал 2-шĕ «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа — 3-шер, пĕри «Çемье ферми» программăпа 10 млн тенкĕ илнĕ. 2016 çулта республикăри фермерсем 248,8 млн тенкĕлĕх продукци сутнă, 14,26 млн тенкĕлĕх налук тÿленĕ. Малалла вулас...

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.