Комментари хушас

28 Авăн, 2017

Хура Çырмари хура каç

Хăрушă пушартан Саша чĕрĕ юлма пултарнă. Анчах вăл амăшне вут-çулăмра пăрахса хăварайман, ăна пулăшма васканă. Унтан вара иккĕшĕ те тухайман…

Иртнĕ эрнекун, çур çĕр иртни икĕ сехетре, Шупашкар районĕнчи Хура Çырма ялĕнче пулнă инкек пирки усал хыпар тул çутăличченех сарăлчĕ. Эпир те, редакци ĕçченĕсем, Пичет çуртне килме ĕлкĕреймерĕмĕр, пушарта пирĕн ĕçтеш, «Ар» хаçатăн корреспонденчĕ пулнă, юлашки 9 çулта «Чăваш Ен» телерадиокомпанире операторта тăрăшнă Александр Яковлев тата унăн амăшĕ Марина Савельевна вилнине илтрĕмĕр. Малтанах ку хыпара ĕненес те килмерĕ, анчах РФ МЧСăн республикăри тĕп управленийĕн пресс-служби сас-хурана çирĕплетрĕ.

Çăвĕпех — ялта

«Ĕне суса кĕтÿ яратăп, сĕт-турăха тирпейлетĕп, апат пĕçерсе, урай çуса хăваратăп... Ир çакăн пек пуçланать манăн. Кайран ĕçе вĕçтеретĕп», — çуллахи пĕр кун редакцие кĕрсен калаçнăччĕ Сашăпа. Тăван ялĕ Шупашкартан 40 çухрăмра вырнаçнăран вăл пĕрмаях унта çÿретчĕ. Хулара пурăнакан çемйи валли те вăхăт тупатчĕ. Унăн виçĕ ывăл — асли 7-мĕш класра вĕренет, кĕçĕннисем йĕкĕреш, садике çÿреççĕ. Кайран Саша административлă отпуск илнине пĕлтерчĕ. Çулла ялта ĕç нумай: выльăх валли апат хатĕрлемелле, анкартинче тирпейлемелле… Тата вăл пÿрт тăрри улăштарма тĕв тытнăччĕ. Тăван килĕнче икĕ ватă çын, 83-ри амăшĕпе унăн 89-ти аппăшĕ, пурăнатчĕ. Вĕсене те хăех пăхатчĕ. «Акине мунчара хамах çăвăнтаратăп. Анне, ури ыраткаласан та, хăех çÿрет-ха. Эпĕ килте çук чухне ĕне те сăвать», — тенĕччĕ Саша.

Вăл çăвĕпех ялта тăрăшнă. Хăй ĕмĕтленнĕ пекех, çурт тăррине витнĕ, верандăна сÿтсе çĕнĕрен хăпартнă. Кунпа кăна çырлахман, çурта тулаш енчен кирпĕчпе купалама шухăшланă. «Юпа уйăхĕнче ĕçе тухма вăхăт çитет. Палăртнине пурнăçа кĕртейĕп-ши? Пÿртре туалетпа ваннăй тăвасшăн», — вĕткеленетчĕ Саша. Яланах хыпаланса ĕçлекенскер, вăр-вар çÿрекенскер «нимĕн те туса ĕлкĕреймерĕм» тесе çу иртсе кайнишĕн, ырă çанталăкра ĕçлесе юлайманнишĕн кулянатчĕ. Çак уйăхра вăл строительсен бригадине тытса пÿрте тулаш енчен кирпĕчпе купалаттарнă. Ĕçĕ-пуçĕ пайтахчĕ, çурта хăпартса пĕтерменччĕ. Синкерлĕ кун та ун патĕнче çынсем ĕçленĕ, пÿртĕн урам енне купаланă.

Тĕлĕк

Ял тутлă ыйха путнă. Яковлевсенчен икĕ çурт урлă пурăнакан Лина Александрова ăнланмалла мар тĕлĕке пула вăраннă. Саша ăна алăран ачашласа вăратать пек… Мĕне пĕлтерет ку? Лина тула тухнă. Тĕтĕм шăршине туйсан урамалла пăхнă та кÿршисен çурчĕ çийĕн вут-çулăм çĕкленнине курнă. Хăраса кайнăскер упăшкине силлесе вăратнă: «Тăр-ха, тăр! Сашăсем çунаççĕ!» Анатолий Александров пушар вырăнне чи малтан чупса çитнĕ. «Урамра шăп, пурте çывăраççĕ. Эпĕ темиçе хутчен шăхăртăм, кăшкăртăм. Сашăсен пÿртне кĕрсен коридорта Фекла аки упаленнине куртăм. Ăна урама илсе тухрăм. Тепĕр хутчен кĕтĕм, пÿлĕм алăкне уçрăм — çулăм палканипе вăркăнса кайрăм. Пушар Марина акин пÿлĕмĕнчен тухнă. Эпĕ килнĕ чухне Сашăн пÿлĕмне çулăм ярса илме ĕлкĕрейменччĕ», — каласа кăтартрĕ Анатолий. Пушарнăйсене те вăлах чĕннĕ. Щитлă пÿрт ним юлмичченех çунса кайнă, тăрри ишĕлнĕ. Нумаях пулмасть кăна купаланă стенасем кăна тăрса юлнă. Пушар хуçалăхри хуралтăсене тивеймен.

«Хĕрлĕ автана» лăплантарнă хыççăн Анатолий вилесене илсе тухма пулăшнă. Сашăн тата амăшĕн çунса кайнă ÿчĕсем юнашар выртнă. Вĕсенчен нимĕн юл-манпа пĕрех, çавăнпа пытарнă чухне тупăксене уçмарĕç.

Лайăхран та лайăх…

Марина Савельевна фермăра 40 çул тăрăшнă. Çамрăклах упăшкасăр юлнăскер икĕ ачине пĕччен ÿстернĕ. Хăй те питĕ тирпейлĕ çÿренĕ, тĕпренчĕкĕсене те çаплах вĕрентнĕ. «Таса кĕпе тăхăнас килет-и? Апла тăк хăвах çу», — шкулта вĕренекен ывăлне вăл çапла каланă. Ĕçлеме, укçа-тенке çирĕп тытма хăнăхтарнă. Саша пĕр ĕçе те тиркемен. Кĕпе те çунă, апат та пĕçернĕ... Тахçан Саша çапла каланăччĕ: «Салтакран таврăнсан çи-пуç илме анне укçа пачĕ. Эпĕ унпа кирпĕч туянтăм. Анне япала валли татах укçа пачĕ, эпĕ хăма илтĕм…»

Çартан килсен Александр Яковлев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Вăл мĕн тери хаваслă, йăрă, ырă чунлă пулнине, ялан çынна пулăшма тăрăшнине пĕрле ăс пухнă юлташĕсем аса илсе каларĕç.

«Пушарчченхи каç эпĕ вĕсем патне сĕт илме килтĕм. Сашăн кăмăлĕ лайăхчĕ. «Ыран туя каймалла. Хĕрĕм качча каять. Чипер пулсан çитес çул кукаçи пулатăп. Йĕкĕреш ывăлсем 1-мĕш класа кайĕç», — хавхаланса калаçрĕ. Чей ĕçме сĕнчĕ. Вăл яланах çаплаччĕ: килнĕ çынна сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямастчĕ. Амăшĕ пирĕнпе лармарĕ, турăш умĕнче кĕлĕ вуларĕ», — инкек умĕнхи тĕлпулăва аса илчĕ кÿрши. Яковлевсем ял-йышпа килĕштерсе пурăннине, çынна нихăçан та сивĕ сăмах каламаннине ыттисем те çирĕплетрĕç. Вилнĕ çын пирки начар калама юраманнишĕн мар, чăннипех те, Саша та, амăшĕ те питĕ ырă çынсем пулнă.

«Çурла уйăхĕнче ун патĕнче веранда пăсса купаларăмăр. Ĕçленĕ хушăрах мунча хутрăмăр, шашлăк пĕçертĕмĕр… Тăванĕсем те, юлташĕсем те килчĕç, епле хаваслăччĕ. «Сана нимĕн те ĕçлеттерместĕп, эсĕ пирĕнпе калаçса лар кăна», — тесе мана та чĕнчĕ. Вăйĕ ăçтан тапса тăнинчен тĕлĕнеттĕм. Сарайне те, мун-чине те çĕклерĕ. Алли темĕнле ĕç çумне те çыпăçатчĕ. Пĕр кунра çĕр улми кăларса пĕтернĕшĕн амăшĕ питĕ савăннăччĕ. Лайăхран лайăх тума тăрăшнăран: «Эсĕ перфекционист пулĕ, Саша», — тесе шÿтлеттĕм. «Кам пĕлет ĕнтĕ? Чăнах та, лайăх пурăнас килет», — çаплаччĕ унăн хуравĕ. Сасси халĕ те хăлхарах. Калаçатчĕ, калаçатчĕ…» — аса илÿсемпе пайланчĕ Сашăн юлташĕ, шкулти вĕрентекенĕ Петр Романов. Сăмах май, Саша «Одноклассники» соцсетьри страницинче те çапла çырса хунă: «Пурăнмалла. Лайăх-ран та лайăх…» Пурнăçа юратаканскер мал ĕмĕтпе çунатланнă. Лăпкăлăх мĕнне пĕлменскер яланах ĕçлĕччĕ. Тăраниччен çывăрса курнă-ши вăл? Уйрăмах йĕкĕреш ывăлĕсем пĕчĕк чухне арăмĕпе иккĕшĕ те ыйхă мĕнне пĕлмен. Çапах пĕр ĕçрен теприне чуп-нă, оператор укçипе çырлахман. Вĕçĕмех туй е ытти уява ÿкернĕ. Хăйĕн студине уçнă. Ачисемшĕн питĕ тăрăшнă вăл. «Мĕн чухлĕ тетте илетпĕр. Выляса ĕлкĕреймеççĕ. Эпир пĕчĕк чухне апла пулман, ка-тăк кирпĕчпех хăйăр купи çинче выляса ÿснĕ», — çапла калани те асра.

Туй вырăнне — виле

Çав кун Сашăпа унăн тăванĕсен Вăрмар районĕнче туйра савăнмаллаччĕ. Пĕрремĕш арăмĕнчен çуралнă хĕрĕн, 22-е çитнĕскерĕн, качча тухмаллаччĕ. Анчах шăпи тÿнтерле çаврăнчĕ: пĕркенчĕк тă-хăнса кĕрекере ларас хĕрĕн ашшĕпе асламăшне пытарма тиврĕ. Сашăн малтанхи арăмĕ те Хура Çырмана пынăччĕ.

«Пирĕн ялта кун пек хăрушă инкек нихăçан та пулман», — ял ста-рости Алексей Морозов çапла калани чуна çÿçентерчĕ. Пытарма пынисен пурин те шок: мĕншĕн çак инкек çавăн пек ырă çынсемпе пулчĕ, мĕнле-ха капла?.. «Йăлтах Турă ирĕкĕпе пулать. Анчах тимлĕх пирки яланах астумалла», — çапла каларĕ Ишекри Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Николай ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир атте юлашки çула ăсатас умĕн кĕлĕ вуланă хыççăн.

Инспекторсем пушар сăлтавне палăртнă — электропралукран тухнă. Çав кун килте болгаркăпа ĕçленĕ. Тен, кивĕ проводка чăтайман? Халăхра çапла каланине те илтрĕм: «Марина аки пÿлĕмĕнче çурта çутман-ши?» Ун чухне Турă Амăшĕн кунĕччĕ. Марина Савельевна кĕлĕ вуламасăр сĕтел хушшине апатланма ларман, вĕçĕмех чиркĕве çÿренĕ, типĕ тытнă.

...Амăшĕпе ывăлĕн тупăкĕсем кил умĕнчеччĕ. Икĕ кун маларах кăна-ха кунта хĕрсе стройка пынă, пурнăç вĕренĕ. Халĕ вара — вилесем, кăмрăк купине çаврăннă çурт… Тупăксем тавра пуçтарăннисен куçĕнчен куççуль шăпăртатать. Сашăн мăшăрĕ ларайми, утайми пуличчен халтан кайнă…

Пушар хыççăн хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхе Сашăн аппăшĕ, кÿршĕ салара Ишекре пурăнакан Надежда Волкова, илсе кайнă. Фекла Савельевна та ун патĕнче пурăнать. Кинемей ытти çул Сашăн çемйипе хулари хваттерте хĕл каçнă, çулла ăна яла илсе килнĕ. «Акин алли кăштах пиçсе кайнă, ăна больницăна вырттарман», — ăнлантарчĕ Надя. «Тăван килĕр хупăнмĕ-и? Саша уншăн питĕ тăрăшрĕ», — тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ: «Хальлĕхе пĕлместĕп. Кун пирки Сашăн арăмĕпе калаçăпăр. Çапах хамăр чĕрĕ-сывă чухне кайса çÿрĕпĕр», — терĕ.

Паттăр

Ишек çăви çинче халăх Çимĕк чухнехи пек йышлăччĕ. Çакă та Сашăпа амăшĕ мĕн тери хисеплĕ çынсем пулнине çирĕплетрĕ. Вĕсене пĕр шăтăка пытарчĕç. Куç курсан та, хăлха илтсен те ку инкек Сашăпа пулса иртнине йышăнаймарăм. «Амăшĕ ăна питĕ вăйлă юрататчĕ. Ывăлне çавăнпа хăйĕнпе пĕрле илсе каяс терĕ-ши?» — масар çинче çапла калаçакансем те пулчĕç.

Пытарнă хыççăн тепĕр кунхине Сашăн юлташĕсемпе кÿршисем, тăванĕсем çунса кайнă çурта тирпейленĕ. «Марина акин кĕмĕл çĕррине, Сашăн ылтăн вăчăрине тупрăмăр. Урамран пăхсан халĕ пушар йĕрĕ палăрсах каймасть, нумаях пулмасть хăпартнă кăшкар кăна ларать», — пĕлтерчĕ Анатолий Александров. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.