Комментари хушас

25 Авăн, 2017

Ÿнер пултарулăхĕн «чунĕ»

«Юрăç, композитор, педагог» тени сумлă. «Паллă композиторсен йышне пĕрремĕш кĕнĕ чăваш хĕрарăмĕ, халăх юратнă çĕр ытла юрра хайлаканĕ» пек паллаштарни тата чыслăрах-тăр. Пушшех те, вăлах — II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕн, тĕрлĕ медалĕн, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ артистки. Ку вăл — Олимпиада Агакова.

«Анне мана юратман»

Олимпиада Яковлевна Етĕрне районĕнчи Çуткассинче 1918 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Ашшĕ Яков Ананьевич Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер — чĕлхе, литература, музыка вĕрентнĕ. Вăл хĕрĕн музыка пултарулăхĕ пуррине хакланă, ăна аталантарма пулăшнă. Олимпиада ача чухнех халăх юррисене килĕштернĕ, вĕсене çуллахи вăйă картисенче, туйра, салтака ăстанă çĕрте, хĕлле улахсенче итлесе савăннă. Тен, çавăн чухнех унăн юрă хайлас туртăм аталанма тытăннă.

«Хитре мар хĕрача пулса çуралнă эпĕ, анне те çавăнпах мана тÿрех юратман. Атте вара эпĕ юрра-кĕвве туйнине, сассăм уçă пулнине хакланă. 4-5 çултах вăрăм сăвăсене пăхмасăр вĕрентнĕ. Мана валли вăхăт тупнă атте, аппаланнă.

Коммунистсен партине кĕрсен анне хăйне «ирĕклĕ хĕрарăм» тесе аттерен уйрăлса пире пăрахса кайрĕ. Эпĕ çиччĕре, шăллăм Владислав пиллĕкреччĕ ун чухне. Вун пиллĕкри пичче Леонид ку вăхăтра Етĕрнери педучилищĕре вĕренетчĕ. Мĕнле пурăннă эпир? Атте асаннене илсе килчĕ, вăл пирĕншĕн анне пулса тăчĕ.

Вун тăваттă тултарсан эпĕ те Етĕрнери педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Атте авланчĕ. Анне пĕр пус та памастчĕ. Амаçури анне те аттене мана пулăшма чаратчĕ. Çăкăр карточкăпа паратчĕç, ăна тупма çукчĕ. 25 тенкĕ стипенди илеттĕм. Мĕн тери çиес килетчĕ! Урока каяттăм, выçă пулнăран алă-ура чĕтретчĕ хамăн. Апла пулин те эпĕ чи лайăх вĕренекенниччĕ. Çакăншăнах пысăк стипенди — 115 тенкĕ — пама йышăнчĕç. Ку укçапа ĕнтĕ тумтиртен те мĕн те пулин илсе тăхăнма пултараттăм, хват-тершĕн те тÿлеттĕм, выçăпа та антăхмастăм», — аса илнĕ Олимпиада Яковлевна.

Хĕр телейне, педучилище библиотекинче Таланцев меценатсем тĕнче литературине пухнă. Краççын çутипе каçсерен классикăпа паллашнă Липа.

Каллех — чухăнлăх

Юрлама-ташлама ăста чăваш хĕрне педучилищĕре те асăрханă. 1936 çулта Шупашкарти музыка техникумне вĕренме янă ăна.

«Каллех чухăнлăхăн çав историехчĕ. 70 тенкĕ стипенди 15 кун пурăнма çитетчĕ. Тата çур уйăх епле май килет... Ф.Нусиковпа Д.Ходяшева вĕрентекенсем пулăшнипе çеç пурăнаттăм. Вĕсен ырă кăмăлĕ çеç малалла чăрмавсăр вĕренме май паратчĕ», — вĕрентекенĕсене çулсем иртсен те ăшшăн аса илнĕ хĕрарăм.

Хĕр юлашки курсра вĕреннĕ чухне вăрçă пуçланать. Мĕн пур культура учрежденийĕ хупăнать. Çав шутра — театр та. Анчах патшалăх часах шухăшне улăштарать — халăха культурăсăр хăварма юрамасть. Юрăпа ташă ансамбльне каялла пухаççĕ. Унта Олимпиада Яковлевнăна та чĕнеççĕ. Çăвĕпе тĕрлĕ колхоза çитет ансамбль. Кĕркунне вара фронт валли программа хатĕрлет. Кăрлач уйăхĕнче унпа вут-çулăма «кĕрет». Йывăр аманнă салтаксене курсан Олимпиада Агаковăн тăшман-сене курайманлăхĕ тата ытларах ÿсет...

Хĕç-пăшаллă хĕр

Фронтра гастрольсенче çÿренĕ май чирлет хĕр, анчах сывалсанах çар комиссариатне çул тытать, фронта каяс кăмăлне палăртса ыйту çырать. 1943 çулхи юпа уйăхĕнче повестка илет. Хĕрÿ чĕреллĕ хĕр хĕç-пăшал тытса Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хутшăнать, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать. Броне-пуйăсăн пулемет расчечĕн, каярах, чукун çул тăрăх чупакан машина кирлĕ пулса тăрсан, зенитлă дивизионăн хăюллă боецĕ хаяр вăрçă çулĕсемпе пин-пин çухрăм çÿрет. Çĕнтерĕве Венгрире кĕтсе илет.

«Фронтра та хĕр юратнă ĕçне манман: вăл салтаксен ÿнер пултарулăхĕн «чунĕ» пулнă. Ирсĕр вăрçă чăваш хĕрĕн кăмăл- сипетне çапса хуçайман. Олимпиада Агакова çĕршыва, çут çанталăка, пурнăçа, çынсене ытларах та ытларах юратнă», — çырнă ун пирки Ăсан Уçăпĕ çыравçă.

Тăван тăрăха çаврăнса çитсен музыка училищин юлашки курсне таврăнать вăл. Унпа пĕрлех радиора Григорий Хирпю йĕркеленĕ хорта ĕçлет. Çак кунтан пуçласа вăл радиокомитетпа йĕркеленĕ çыхăнăвне юлашки кунĕчченех татмасть. Мĕн çырнине йăлтах унта — солистсемпе хор валли — илсе каять.

Урамра тăрса юлсан...

«Манăн пурнăç тĕрлĕ асапланăвăн, чĕре çуннин, куççулĕн, чухăнлăхăн, ăнланманлăхăн, мĕскĕнлĕхĕн, хисепсĕрлĕхĕн, курайманлăхăн, ылханăвăн та — вăчăринчен тăрать», — çырнă ком-позитор шăпине аса илсе çулсем иртсен. Чун ыратăвне çапла майпа кăштах та пулин уçса парас тенĕ-тĕр...

1949 çулта Олимпиада Яковлевна качча тухать. Шел, хĕрармăн çемье телейне кураймасть.

«Упăшкам хăйне çеç юратакан çын пулчĕ. Унпа пурнăç тума май килмерĕ. Уйрăлма вăтантăм. Ача çуралсан арçын улшăнасса шантăм. Анчах йывăрланса та йывăрланса çеç пычĕ. Мĕн тÿссе ирттерме тивнине нимĕнле сăмахпа та каласа параймăн: мĕскĕнлетни, хĕнени, ултав, кÿрентерÿ. Мана артистсем ĕç укçи нумай илеççĕ пулĕ тесе шухăшланăран качча илнине те пытармастчĕ. Пиччем те — çыравçă /Леонид Агаков пирки сăмах пырать — Авт./. Вăл та капашсăр пысăк ганорарсем илет тесе ĕмĕтленнĕ иккен. Миçе хутчен вĕлерме тăмарĕ пуль — тарма ĕлкĕреттĕм, чÿречерен сикеттĕм. Пичче е кÿршĕсем патĕнче çĕр каçаттăм. Мăшăрлă пурнăçăн мĕн пур синкерне куртăм.

Радио çурчĕн пÿлĕмĕ çав тери пĕчĕкчĕ те упăшка хваттерне куçрăм. Пĕр хушăран вăл мана хăвалама тытăнчĕ. Çамрăк та илемлĕ хĕрарăма ертсе килессе пĕлтерчĕ. Пирĕн мĕн пур япалана урама кăларса ывăтрĕ. Ниçта кайма çук. Музыка шкулĕнче ĕçлеттĕм те унта çĕр каçаттăмăр. Директор кун пирки пĕлсен — чарчĕ. Каллех урамра тăрса юлтăмăр. Правительствăна урлă та пирлĕ чупса тухрăм — мана валли пĕр кĕтес те тупăнмарĕ», — пытармасăр чунне уçнă хура-шур витĕр тухнă чăваш хĕрарăмĕ.

Çакăн хыççăн вăл ăнсăртран музыка училищинчен вĕренсе тухнă пĕр хĕрпе калаçса каять. Лешĕ Олимпиада Яковлевнăна Çĕрпÿри çутĕç училищине кайма сĕнет.

«Çак шухăша ярса тытрăм та. Çĕрпÿре вара тĕрлĕ енлĕ специалист: юрлатăп та, музыка инструменчĕсем те калатăп, кĕвĕлетĕп те, вĕрентетĕп те — килнишĕн питех те савăнчĕç. Тÿрех кăмакапа хутакан пÿлĕм — вун ултă тăваткал метр! — уйăрса пачĕç. Питех те савăнтăм. Чи малтанах йĕппе хачă туянни те асрах», — çырнă Агакова çулсем иртсен каялла çаврăнса пăхнă май.

Кунта вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ.

Пĕччен хĕрарăм

«Юбилей хăть те хăш вăхăтра та уяв теме йышăннă халăхра. Уçă та ырă кăмăл парнелет-мĕн. Анчах манра хам 75 çул тултарас умĕн пачах урăх кăмăл хуçаланать.

Паллă музыкçăсенчен пĕринпе çывхарса килекен çавра çул пирки калаçу пуçартăмăр. Эпĕ тунсăхлăн пăхни ăна аптратсах ячĕ. Манăн вара хаçатсенче хам пирки некролог манерлĕ çырнă статьясене пачах курас килмест: унта çуралнă, çавăн патĕнче вĕреннĕ, кунта ĕçлет, çавна- çавна çырнă... 60 çул тултарнине те, искусствăра 35 çул тăрăшнине те çакăн манерлĕ паллă тунăччĕ. Тунсăх мар-и, тăвансем?

Манăн шухăш-кăмăла тĕрĕс ăнланинччĕç. Çук-çук, мухтанас кăмăлăм çук. Мана кăштах та пулин хисеплекенсем эпĕ искусствăна чун-чĕререн, кĕлеткен юлашки пайĕ таран парăннине йышăнинччĕç. Мĕн чухлĕ куççулĕ тăкăннă... Мĕн чухлĕ вăй, вăхăт пĕтнĕ...

Çирĕпленĕр: манăн сире каламалли пурах. Пĕччен ватă хĕрарăм чунне уçни кама кирлĕ тесе ан тиркĕрех, ыйтатăп. Çак вăхăт çитрĕ: пурăнса ирттертĕм, тÿсрĕм, чăтрăм. Халĕ акă аран утатăп, апат тултарнă сумкăна йăтса картлашкапа та аран хăпаратăп. Ăна пĕчченех çисе ларатăп, шухăша пута-тăп: «Турăçăм! Мĕншĕн пурăнатăп эпĕ? Кунашкал кун кунланинчен мĕн усси? Ĕçессишĕн, çиес-сишĕн, çывăрассишĕн-и? Кунран та тĕллевсĕртереххи мĕн пур-ши?» — çырнă вăл «Пĕччен хĕрарăм чунне уçни» ятпа пĕр хаçатра тухнă статьяра.

Çурхи хĕвеллĕ, çил-тăвăллă пурнăç

«Çĕрпÿри культура çурчĕн пысăк залĕнче халăх лăк тулли. Сцена çине пĕрин хыççăн тепри паллă çынсем тухаççĕ, чуна ытамласа тыткăна илекен юрăсем, романссем шăрантараççĕ. Акă юлашки юрă вĕçленчĕ те пĕр саманта зал шăна вĕçни илтĕнмелле шăпланчĕ. Нумая пымарĕ çакă, шăплăха харăссăн алă çупни çурса ячĕ. Куракансем ура çине тăчĕç, алă çупни вăйлансах пычĕ... Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.