Комментари хушас

25 Авăн, 2017

Йăла-йĕрке сывă чухне халăх пурăнать

Элĕксем район йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине паллă тума пуçтарăнатчĕç. Сумлă икĕ пулăма халалласа курава тĕплĕн хатĕрленнĕ хĕрарăмсен вырăнти канашĕ. Кашни ял тăрăхĕн мăнаçланмалăх, кăтартмалăх пур. Курав тĕллевне пурнăçа кĕртме те манмаççĕ вĕсем — районта мухтанмалăх ал ăстисем пуррипе çырлахмаççĕ, аслисем мĕн пĕлнине ачасене вĕрентеççĕ. Çапла ламран лама куçса пырать ăсталăх. Çак шухăшах каярахпа ЧР Хĕрарăмсен союзĕн президиум тата правлени членĕ Марина Аниченкова палăртрĕ.

— Асламăшĕ-кукамăшĕ, ашшĕ-амăшĕ хăй мĕн пĕлнине-ăсталăхне ачисене вĕрентсе хăварни питех те пĕлтерĕшлĕ, — терĕ Марина Николаевна. — Шăпах çакă упрама пулăшать те халăх йăли-йĕркине. Йăла-йĕрке сывă-чĕрĕ чухне вара наци те пурăнать-ха. Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ — хастарлăхпа палăракан, малалла сулăмлăн аталанакан общество организацийĕсенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ 90 çул малтан мала — палăртнă тĕллевсем патне — талпăнать вăл. Хĕрарăм мĕн авалтан çемье ăшши, кил вучахĕн управçи пулнă. Хĕрне те çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме вĕрентет вăл. Халăх культурине, хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварассишĕн тăрăшать те Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ çумĕнчи Ыр кăмăллăх фончĕ. Ку вара шăпах йăла-йĕрке урлă куçса пырать. Куçса çÿрекен “Наци тата культура йăли-йĕркине сыхласа хăварасси, амăшĕнчен — хĕрне, ашшĕнчен ывăлне парасси” курав та çак тĕллевех пурнăçа кĕртме пулăшать. Курав Раççей Президенчĕн гранчĕ пулăшнипе иртет. Кăçал Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине халалласа районтан района çитет вăл. Çав тăрăхри хастарсемпе, алă ăстисемпе паллаштарать. Черетлĕ курав авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Элĕк тăрăхне çитрĕ.

Куравпа районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Василиса Архипова паллаштарать. Тавăт тăрăхĕн алă ăстисем чăваш хĕрарăмĕн кĕпи-тумтирне янтăласа килнĕ, ăна хитре эрешпе капăрлатнă. Кĕпи-не те, тухйине те хăйсемех хатĕрлеççĕ вĕсем. Тĕп вырăнта — тĕрĕ таврашĕ. Тĕрлĕ япалана унпа илем кÿнисĕр пуçне картинăсем те тĕрлеççĕ хĕрарăмсем.

— Çак ĕçе малтанах Светлана Железнова пуçарчĕ, — каласа кăтартать Тавăт тăрăхĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕн ертÿçи Алевтина Алексеева. — Алă ĕçне ушкăнпа пуçтарăнса вĕренме пуçларăмăр. Вĕтĕ шăрçапа тĕрлес ăсталăха Светлана Юрьевна тăрăшнипех алла илтĕмĕр. Халĕ хĕрарăмсем ăсталансах кайрĕç темелле. Алмазпа та тĕрлеççĕ. Пирĕн куравра Роза Семенова ĕçĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Килĕнче унăн — чăн-чăн музей.

Музейпа çитес вăхăтрах вырăна тухса паллашма шантарса малалла утатпăр. Кураккасси ялĕ-нчен килнĕ Аня Тимофеева — чăн-чăн ăста. Куравсене хутшăнмалăх та ĕçĕсем пур авă унăн. Хĕрачана çак ăсталăха кам хăнăхтарнипе кăсăкланатăп.

— Мамак, — вăтанчăклăн хуравлать Аня. Тури чăвашсем асаннене çавăн пек чĕнни хăлхана лăп-кать — хамăр та çапла каласа ÿснĕ мар-и? Аня мамаккăшĕ Елена Тимофеева çывăхарах пырса мă-нукĕн ĕçĕсемпе паллаштарать.

Акă тепĕр чечек пек хĕр пĕрчи амăшĕ çумĕнче ачашланать. Ксения 7 çулта кăна-ха. Апла пулин те унăн та кăтартмалăх ĕçĕсем пур: тĕррисенче чечексем, улма-çырла сăнланнă.

— Кам вĕрентет-ха сана ку ăсталăха? — ыйтатăп хĕрачаран.

— Мами, — амăшĕн Татьяна Олеговнăн куçĕнчен тинкерет Ксения. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.