Комментари хушас

22 Авăн, 2017

Çуралнă кунĕнче çулленех старта тухĕç

Шăмăршă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, нумай çул совет, патшалăх тата общество органĕсенче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ, çак тăрăхри Анат Чаткасра çуралса ÿснĕ В.И.Максимов авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕренпе 75 çул çитрĕ.

Юбилее халалланă мероприятисен вăхăтĕнче Василий Ивановича çывăх пĕлнĕ çынсем, ĕçри юл-ташĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Денисовпа тĕл пулнă. Владимир Васильевич В.Максимов район аталанăвĕшĕн калама çук пысăк тÿпе хывнине палăртнă. «Ячĕ малашне те тÿпери çăлтăр евĕр çуталĕ, ырă ĕçĕсене халăх нихăçан та манмĕ», — тенĕ.

Василий Ивановичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Хыпарăн» иртнĕ эрнекунхи номерĕнче тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăнпа ун пирки тепре чарăнса тăмăпăр. Эпир пырса çитнĕ чухне Анат Чаткас шкулĕн картишĕнче чупса мала тухассишĕн тĕрлĕ ушкăн старт хыççăн старт илетчĕ.

В.Максимов йывăр чире пула 2012 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн ывăлĕсемпе хĕрĕсем ашшĕне сума суса спорт ăмăртăвĕсем ирттерме тытăннă. Ку енĕпе районта хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пыракан ывăлĕ Александр уйрăмах пуçаруллă. Вăл лаша спортне аталантарать, çĕршыври, чикĕ леш енчи пысăк ăмăртусене хутшăнать, час-часах мала тухать.

— Эпир, ачисем, юбилее чыслăн ирттерме республикăн Патшалăх Канашĕнче вăй хуракан Майăсăр пуçне пурте пухăнтăмăр, — терĕ Александр Васильевич. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.