Комментари хушас

21 Авăн, 2017

Шупашкар ачисем — НТВ эфирĕнче

«НТВ» каналта «Эсĕ супер! Ташăсем» проект хута кайрĕ. Ăна ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем валли йĕркеленĕ. Вĕсем пултарулăхне ташăра кăтартаççĕ. Çак ăмăртăва хутшăнма интернат шкулта, усрав çемьере пурăнакан пине яхăн ача вун виçĕ çĕршывран, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килме кăмăл тунă. Çирĕп суйлав хыççăн 145 ача юлнă. Проекта Шупашкарти виçĕ ача — Лиза Ащеулова, Полина тата Никита Васильевсем — хутшăнни çак кăларăма пăхма хавхалантарать. Халĕ ачасем Мускавра, тура тухма хатĕрленеççĕ.

Ашшĕ килнĕ

Полинăпа Никита — йĕкĕреш, вĕсем пилĕк çултанпа кукамăшĕпе пурăнаççĕ, Шупашкарти 54-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренеççĕ. Ултă çултанпа спортпа бал ташшисемпе кăсăкланаççĕ, яланах иккĕшĕ пĕрле сцена çине тухаççĕ.

Ачасен амăшĕ усал шыççа пула çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлнă. «Эпĕ садикрен таврăнтăм. Анне епле питĕ нумай çывăрать-ши тесе шухăшларăм. Вăл вилнĕ иккен…» — ачасемпе паллаштаракан видеороликре йĕре-йĕре каласа кăтартать Никита. «Аннесĕр питĕ тунсăхлатăп. Ун ăшши, юратăвĕ, ырă кăмăллăхĕ, çепĕçлĕхĕ çитмест», — куççульне шăлать Полина. Ашшĕ арăмĕ виличчен урăх çемьене тухса кайнă иккен. Йывăр самантра ачасемпе юнашар пулса йăпатман, кайран та хутшăнман. Полинăпа Никита ашшĕне питĕ кĕтнĕ, мĕншĕн тесен ăна тахçанах каçарнă.

Телепроект вĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшнă — ачасем патне ашшĕ килнĕ! Ку вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулнă. «Маттур, тăрăшăр!» — тенĕ вăл пĕрремĕш тур витĕр тухнăскерсене.

Студи уçасшăн

Тепĕр хутшăнаканĕ — Елизавета Ащеулова. Вăл вун улттăра, Шупашкарти медицина колледжĕнче ăс пухать. Пилĕк çултанпа спортпа бал ташшисемпе кăсăкланаканскер I разряд çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ. Иккĕмĕш çул вăл ташăн тĕрлĕ техникипе тата енĕпе /контемпорари/ усă курса номерсем хатĕрлет, хип-хоппа, джаз-фанкпа кăсăкланать. Вăл тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнса пĕрре мар çĕнтернĕ. Хĕр медальсемпе дипломĕсемпе тивĕçлипех мухтанаять. Лиза хореограф пулма, хăйĕн студине уçма ĕмĕтленет.

«Çак проект çинчен илтсенех эпĕ унта хутшăнма тĕллев тытрăм. Мана ăнчĕ, кастинг витĕр тухрăм. Халĕ педагогсемпе пĕрле репетици ирттеретпĕр. Кунта мана йăлтах килĕшет. Пирĕн пата «çăлтăрсем» те килчĕç, нумаях пулмасть Базильпе, Елена Князевăпа тĕл пултăмăр. Унсăр пуçне эпир экскурсие çÿретпĕр. Пире ачасен кану центрне илсе кайрĕç», — çапла çырчĕ пирĕн пата Контактра Лиза.

Никитăпа Полина ча-ча-ча ташшине авăнăн 9-мĕшĕнчи эфира кăларчĕç. Лизăна, хăй каланă тăрăх, çак шăматкунхи кăларăмра курма пулать. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.