Комментари хушас

20 Авăн, 2017

Хĕрарăм — кил ăшши

«Кунта ялти чи ĕçчен те тирпейлĕ çемье пурăнать», — пĕлтерчĕç Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуçсем эпĕ чăх-чĕп вĕçсе каçайми çÿллĕ те эрешлĕ хапхана тĕлĕнсе сăнанине асăрхасан. Мана кĕтсе илме çамрăк хĕрарăм тухрĕ. «Атте садрах», — тесе Марина улма-çырла шăршипе тулнă пахчана илсе кĕчĕ.

Чи ĕçчен çемье

Ватă арçынна пĕчĕк мăнукне пăхма шаннă. Лара-тăра пĕлмен ачана куçран вĕçертмест Евгений Прокопьевич. «Ыран икĕ çул тултарнине паллă тăвасшăн-ха», — савăнăçне пĕлтерме васкарĕ арçын. Калаçнине илтсе пахчана вăтам пÿллĕ, çутă сăн-питлĕ ватăрах хĕрарăм тухрĕ, мăшăрĕпе юнашар вырнаçрĕ. «Кил-тĕрĕшре кăштăртатса вăхăт иртни те сисĕнмест», — терĕ Нина Васильевна.

Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ Прокопьевсем: ĕне, сыснасем, кайăк-кĕшĕк. «Пĕр ĕнине сутрăмăр-ха, — пĕлтерчĕ хĕрарăм. — Сĕчĕ йÿнĕпе каять, тăкакĕ пысăк. Унччен хулана сутма çÿреттĕм. Халĕ мăнука пăхнипе тухаймастăп. Кинпе ывăл иртен пуçласа каçченех ĕçре. Хушма хуçалăх ытларах пирĕн çинче».

Прокопьевсем икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Кĕçĕн ывăлĕ тăван ялта тымар янă. Тĕп килте виçĕ ăру шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнать. «Чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть. Çам-рăксене хăш чухне вĕрентсе илес килет. Çемьене камăн та пулин йĕркелесе тытса пымалла. Мăкăртатма тытăнсанах ывăлăм Саша: «Ах, анне, ан вăрç-ха», — тесе ыталаса илет те калас сăмаха манатăп. Упăшка вара шÿтлесе те кулса «çил-тăвăла» самантрах лăплантарать. Ачасем пире хисеплеççĕ. Пурĕ 12 мăнук пирĕн, ку — тĕпкĕчи», — калаçăва малалла тăсрĕ хĕрарăм пĕчĕкскере пуçĕнчен ачашланă май.

Александр та ашшĕпе амăшĕ пекех хастар. Пĕр ĕçрен те пăрăнмасть. Мăшăрĕпе Маринăпа темиçе çул фермăра доярта вăй хунă. Анчах çÿреме аякра пулнăран урăх ĕçе куçнă. «Ирхине виçĕ сехетрех тăрса сăвăма каяççĕ, кунĕпех унта. Çу кунĕсенче вара пахчара та пайтах ĕçлемелли. Пире, ватăсене, выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăртарах, — калаçăва хутшăнать Евгений Прокопьевич. — Хам та ура сурнăран питех пулăшаймастăп».

Пĕлтĕр вĕсем ял тăрăхĕнче иртнĕ «Чи ĕçчен çемье» конкурсра çĕнтернĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, таса та типтерлĕ, илемлĕ кил хуçалăх такам кăмăлне те каймалла. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.