Комментари хушас

18 Авăн, 2017

Шкул нуши валли пухакан укçа ашшĕ-амăшне нушалантарать

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă-пуçланман шкулта ашшĕ-амăшĕнчен тĕрлĕ сăлтавпа укçа пухма пуçлаççĕ тесе кăмăлсăрланнине час-часах илтме тивет. Тарăхсан та кĕмĕле чуна хытарсах кăларса хураççĕ: ара, ачисен çав шкулах çÿремелле-çке. Шупашкарти 59-мĕш шкулти хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăраса ларас темен – прокуратурăна çул тытнă.

Прокуратура тĕрĕсленĕ те ытахальтен тарăхманнине çирĕплетнĕ. Пĕрремĕш классенче пуçарнă ашшĕ-амăшĕн комитечĕ пуçарнипе класс юсама, чÿрече ылмаштарма, сĕтел-пукан туянма, хурал тытма тата ытти тĕллевпе укçа пухнă. Тупрана шкул счечĕ çине куçарман – ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн членне тыттарнă. Прокуратура ĕçченĕсем ачасен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçнă та, хайхисем шкул ертÿçисем е шкулта ĕçлекенсем укçа пухма хистенине туннă.

Палăртнă кăлтăк пирки прокуратура шкул директорĕн ячĕпе ÿлĕмрен ун пек хăтланма юраманнине палăртса асăрхаттару хучĕ çырнă. Чăваш енĕн прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, тĕрĕслев материалне следстви органне ярса панă.

Рубрика: 
Теги: