Комментари хушас

15 Авăн, 2017

Афонинсем çурт çумĕнче шăлан ÿстермеççĕ

«Чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть», — тенĕ халăхра. Арлă-арăмлă пурнăçра та пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласси, кÿрентересси пулатех. Ара, çитменлĕхсĕр çын пулмасть. Кăмăл начар чухне йăнăшасси те пулать. Чи кирли – пĕр- пĕрне вăхăтра каçарма пĕлни, ăнланма тăрăшни. «Эсĕ мана çапла каларăн», — тесе аса илтермелле мар. Сăмах чĕнмесĕр те çÿремелле мар», — çапла пуçларĕ калаçăва çемье пирки сăмах пуçарсан Тăвай районĕнчи Киччĕре пурăнакан 77-ри Ксения Афонина. Мăшăрĕпе Николай Афанасьевичпа 53 çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем.

«Ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне килĕштерес, çураçуллă пурăнас тесен мĕнле вăрттăнлăхсене пĕлмелле? Юратăва епле упрамалла? Е тата пĕр-пĕрне йăлăхтарас мар тесен мĕн тумалла?» — çур ĕмĕр ытла пĕрле пурăнакансенчен вăлтса пĕлме тăрăшрăм эпĕ. «Çынсене пĕр пек интерес, ĕç çывăхлатать. Кил-тĕрĕшри ĕçсене яланах пĕрле тума тăрăшмалла. Килте «шăв- шав» пулсан та урама кăлармалла мар, çынна систермелле мар. Юратнă çынпа кăна çемье çавăрмалла, шелленипе е урăх сăлтавпа качча илмелле мар. Чăн юрату çухалмасть, мĕн чухлĕ нумайрах пурăнатăн — вăйланса, çирĕпленсе пырать. Телей — сана ăнланни, пысăк телей — сана кам та пулин юратни, чăн-чăн телей — эсĕ кама та пулин юратни», — чунне уçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Унтан пĕр авăк шăпланнă хыççăн йăл кулчĕ те: «Эпир пахчара паланпа шăлан йывăççи ÿстерместпĕр, çавăнпа килĕштеретпĕр пулĕ», — тесе хушса хучĕ. Çемьеллĕ çынсен асăннă йывăçсене çурт çывăхне лартмалла мар-мĕн.

Ксения Афонина хăйĕн пурнăçне ялпах çыхăнтарнă. Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Киччĕ ялне таврăннă, пуçламăш классене вĕрентме пуçланă. Çамрăк ăрăва вăтăр çул ытла пĕлÿ панă. «Шăллăм Миша та Канашри педучилищĕре вĕреннĕ. Кайран вăл Свердловск хулине куçса кайрĕ. Эпĕ хама вĕрентнĕ учительницăна Ольга Максимовăна шутсăр килĕштереттĕм. Мана вăл Амалăхра та, Тĕмерте те пĕлÿ панă. Нумаях пулмасть юратнă вĕрентекен 90 çул тултарчĕ. Ахванеç ачипе /упăшкине Николай Афанасьевича çапла калать. — Авт./ улахра çывăхланнă. Эпĕ ялăн ку вĕçĕнче, вăл леш вĕçĕнче пурăнатчĕ. Эпир çамрăк чухне каçсерен улăха вăййа тухаттăмăр. Хăш чухне вара каç пулсан хапха умне тухса лараттăмăр. Каччăсем купăс йăтса пыратчĕç. Эпĕ юрлама, ташлама юрататтăм. Çавăнпа-ши — мана 10-мĕш класс пĕтерсенех ялти клуб заведующийĕнче ĕçлеме шанчĕç. Астăватăп-ха: ял-ял тăрăх концертпа çÿреттĕмĕр. Спектакль лар-тма лашасемпе каяттăмăр. Хамăр пурнăçа интереслĕ тума тăрăшнă çав ĕнтĕ. Çын ĕçпе кăна пурăн-масть вĕт», — аса илчĕ Ксения Александровна.

Николай Афанасьевича вара 5 класс кăна пĕтерме пÿрнĕ. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнман. Вăл вăрçа кайнă чухне амăшĕ йывăр çын пулнă. Коля ашшĕне курман та. 5-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн вăл конюха кĕнĕ. «30 лашана иккĕн пăхаттăмăр. Мĕн салтака кайичченех янаварсем патĕнче тăрмашрăм. 1958-1959 çулсенче мана «Республикăри чи лайăх конюх» ят панăччĕ. Пĕр çулхине 15 утран 14 тиха илнĕччĕ эпĕ. Хĕсметрен таврăнсан Канашри училищĕре вĕрентĕм. Ĕмĕр тăршшĕпех «1 мая» колхозра ĕçлерĕм: тракторист та, комбайнер та пулнă. Т-25, Т-40 хурçă утсене, «СК-5», «Нива» комбайнсене шанса панă мана. Тĕрĕссипе, Т-40 тракторпах ĕмĕрĕм иртрĕ. «Тимĕр тупăк» теттĕмĕр ăна. Ни кабини, ни ăшши çукчĕ. Çав тракторпа Комсомольскине те, Йĕпреçе те кайнă. Шăннипе пенсие тухнă çĕре ура сурма пуçларĕ. Мамăкран çĕленĕ шăлавар та тăхăнма пĕлмен. Плащ уртса янă та хĕлĕн- çăвĕн кабинăсăр çав тракторпа 14 çухрăмра вырнаçнă Тăвайран яла çăкăр турттарнă, сĕт леçнĕ. Вăрмана та кайнă. Сивĕпе сăн-питĕм хĕп-хĕрлĕ пулатчĕ. «Хĕп-хĕрлĕ эсĕ, мĕн чухлĕ ĕçрĕн?» — тетчĕ хăшĕ-пĕри. «Ĕçтер-ха малтан, вара пăхăпăр, хĕрелетĕп-и унта, шуралатăп-и?» — тарăхаттăм эпĕ. «Хăйма ĕçетĕп вĕт эпĕ», – теттĕм те шарламастчĕç. Иртрĕç çав вăхăтсем, тракторпа ир-каçăн кĕрлеттернисем… Никамран та ыйтса тăман эпĕ, хурçă утăмпа хам хуçа пулнă. Хальхи çамрăксем тракторпа Тăвая та кайса килеймеççĕ. Техникăна пач пăхмаççĕ. Паян Иван, ыран Коля, виçмине Ваççа ĕçлет çав хурçă утпа. Паян пĕри хирет, ыран тепри, тÿрлетме шутламаççĕ те. Трактор-машинăн пĕр алăра пулмалла. Эпĕ хамăнне никама та паман. Пĕр кун та ахаль ларман. Киле çур çĕрте те, пĕррере те таврăннă», — пытармарĕ Николай Афанасьевич. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.