Валерий КОШКИН: «Орден-медаль илессишĕн чавсапа хирсе талпăнман»
Валерий Кошкин — РФ Журналистсен союзĕн членĕ. «Чекисты Чувашии» (А.Н.Николаевпа пĕрле), «Для нас война продолжалась», «80 лет Управлению ФСБ РФ по Чувашской Республике» (П.В.Сымкинпа пĕрле), «В трагические годы: репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые» кĕнекесен авторĕ. Унсăр пуçне сăвви-поэми уйрăммăн та кун çути курнă, республикăри хаçат-журналта пичетленнĕ. Кăçал çĕнĕ тепĕр кĕнеки — «Чăнлăх кĕвви» — вулакан патне çитрĕ. Шăпах ун çинчен тата пĕтĕм пултарулăхĕ пирки пулĕ те пирĕн паянхи калаçу.
— Валерий Павлович, çĕнĕ кĕнекĕр калăпăшĕпе питĕ пысăк. Кунта — пултарулăхăрăн пур тапхăрĕ те сăнланнă теме юрать-и?
— Шел те, ку кĕнекене университетри «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн «Вутчуль» стена хаçатне редакциленĕ вăхăтри, уйрăммăнах Антон Салминпа пĕрле Уралпа Атăл тăрăхĕнчи çамрăк сăвăçсен Ĕпхÿри уявне хутшăнса Мустай Каримпа тĕл пулнă хыççăн хавхаланса çырнисем, «Киеври кĕркунне» ярăмри тата Культура министерствинче ĕçленĕрен пичетленеймесĕр хăшкăлнă тапхăрти хайлавсем вуçех те кĕмесĕр юлнă. Светлана Гордеевăнне куçарнă тăватă кĕнекинчен пĕр сăвă валли çеç вырăн тупăнчĕ. Яш чухне Хлебников, Станьял, Сарпи хÿттинче ÿснĕ, хушăран Агивер сенкер экран умне кăларатчĕ. Редакцире Демьян Семенов, Порфирий Афанасьев, Лаврентий Таллеров, Иван Михайлов, Василий Петров, Герман Желтухин, Иван Егоров пултарулăхăмăра сăнасах тăратчĕç. Çар тумне тăхăнсан ытларах публицистика еннелле туртăнма тиврĕ, ирĕклĕ хаçатсем те пирĕншĕн «хупă» шутланнă. Мускаври «питĕ вăрттăн» грифпа тухакан журналта вара чăваш чекисчĕсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен статья-очерк сахал мар пичетленĕ. Сăвă çырса ларма вăхăт пулман, çар ĕçне тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшнă, çавăнпа пурнăçра пĕр асăрхаттару е выговор та илсе курман. «Апла пулсан эсĕ вуçех ĕçлемен пулĕ?» — тенине те илтме тÿр килчĕ пĕр хĕрарăм министртан.
— Кĕнеке ум сăмахĕнче эсир çиччĕмĕш класра пулнă пăтăрмаха аса илнĕ. «Пионер сасси» хаçатра сирĕн хушамат айне «саппасри полковник» тесе çырнă. Пурăна киле çак хушма ята чăннипех пурнăçа кĕртнĕ. Халĕ çав пулăм пирки мĕн каланă пулăттăр?
— Кÿренмелли сăлтав çук. Кашнин хăйĕн ăраскалĕ, хăйĕн тÿпи, чун çÿллĕшĕ… Чăннипе, манăн летчик пулас килетчĕ, ят хунине те атте хăй вăрçăччен Нурăсра тĕнчипе паллă Чкалова итленипе çыхăнтаратчĕ. Шкула Совет Союзĕн Геройĕ Федот Орлов пырса кайсан çак шухăш самай тĕвĕленнĕччĕ. Физикăпа тата вырăс чĕлхипе район шайĕнче çĕнтернĕ, эстафетăра мала тухнă, турник çинче «хĕвел» те тунă. Фаина аппа хăйĕн пек инженера вĕрентесшĕнччĕ. Анне вара ялта хăварса тракторист тăвасшăнччĕ. Анчах пурте сывлăша çĕкленеймеççĕ, чун вĕçевĕ паха пулин те. Полковник е генерал пуласси çинчен шухăшламасăр ĕçленĕ.
Паттăрсем çинчен
— «Чăнлăх кĕвви» кĕнекере Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă йĕрке нумай.
— Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемсĕр тĕнче тытăнса тăраймасть. Çĕр çинче лару-тăру çивĕч, Раççейĕн çут çанталăк пуянлăхĕсем тинĕс леш енчи ханттарсене тахçантанпах канăç памаççĕ, çут çанталăк хăрушă пулăмĕсем те аса илтерсех тăраççĕ. Пирĕн çар çыннисем пултаруллă, паттăр пулни, вĕсем халăх пуласлăхĕ çинчен шухăшлани савăнтарать, çухатусем тÿсни вара хурлантарать. Пулас салтаксемпе офицерсене, ман шухăшпа, ача садĕнченех тĕл кăтартмалла, хамăрăн паттăрсем çинчен каласа памалла: вĕсен тĕслĕхĕ ан кивелтĕр. Чикĕ леш енчен интернет урлă килекен хăш-пĕр вăйă пĕчĕккисен ăс-тăнне те, сывлăхне те, чун-чĕрине те аркатма пултарать. Ветерансен канашĕнче тăнăран шкулсенчи, библиотекăсенчи тĕлпулусене çÿреме, кадетсен ăмăртăвĕсене хутшăнма май пурри вăй-хал хушать. Шупашкарти çамрăк зоргенецсемпе хĕрĕх çул ытла туслă, Калининăри тăван шкула та яланах асра тытнă. Эпир, ветеран-чекистсем, Чăвашран тухнă офицерсен Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» общество организацийĕпе, Раççей геройĕсен ассоциацийĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр.
— Эсир тата кулленхи пурнăçра пĕрре пăхсан нимпе те палăрса тăман çынсен чунне, илемне асăрхама пĕлетĕр. Вĕсене курма, туйма пире, ахаль çынсене, мĕн чăрмантарать-ши?
— Кĕнеке «Чăнлăх кĕвви» ятлă. «Чăнлăх, чунлăх, çынлăх» сăмахсем пĕр çыхăнура тăраççĕ. Манăн анне вăрçă пуçлансан педагогика училищине хăварса фронта тухса кайнă, выльăх тухтăрне улăштарнă, хĕрĕх çул ытла тăван колхозра ĕçленĕ, ял-йышра ырă ят хăварнă, ăна паян та лайăххипе çеç аса илеççĕ. Сакăр ача амăшĕ пире нихăçан та çынна усал тума çеç мар, усал сунма та хушман. Çавăнпа орден-медаль илес е пысăк должноç йышăнас тесе нихăçан та ыттисене чавсапа хирсе талпăнман. Ăнсăртран йăнăшма пултарнă çын шăпине пăсасран, ачи-пăчин çулне картласа хурасран темрен ытла хăранă. Пионер, комсомолец, коммунист пулнă вăхăтсенче те Турăран шикленнĕ. Çынна ырă тунинчен хаклăраххи нимĕн те çук.
Тĕнчере чăвашсем кăна мар…
— Пултарулăхăрăн пысăк пайĕ куçару енĕпе те çыхăннă. Эсир вырăс, ытти халăх поэчĕсен вун-вун сăввине чăвашла куçарнă. Çак ĕçе пуçăнма мĕн хистенĕ?
— Тĕрлĕ халăх çыннисемпе паллашнă май мана чăваш пулнишĕн никам та кÿрентермен. Кашни халăхăн хăйсен сăвăçисемпе юрăçисем пур. Вĕсем чун хĕлĕхне хускатсан, чăвашла еплерех янăранă пулĕччĕç çаксем тесе шутланă. Йывăр самантсенче ытларах пурнăç тĕшши, пулас ăрусем валли мĕн хăварасси çинчен çырнисене, авторсен чун çирĕплĕхне, йĕркелĕхне кăмăлласа куçарнă пек туйăнать.
— Пурнăçра чи пĕлтерĕшли мĕн сирĕншĕн?
— Килти хĕрарăм. Малалла вулас...