Комментари хушас

Шăпăртатса çумăр çăвать. Асфальт сарнă территорире хура пленкăпа витнĕ тырă куписем выртаççĕ. Сушилка пĕр чарăнми кĕрлет, чĕр тавар типĕтет. Вăл нÿрĕ пулнăран самай тăкакланма тивет. Складра вара ĕç вĕресе тăрать. Çынсем типĕтнĕ «сарă ылтăна» сортласа сутма хатĕрлеççĕ.

— Управсем сирĕн «сарă ылтăнпа» тулнă. Кун чухлĕ тырра ăçта вырнаçтаратăр?

— Темĕн чухлĕ удобрени хывсан та пирĕн çĕр çинче пысăк тухăç илеймĕн, — хуравларĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинчи Михаил Тагеев фермер. — Вăрлăх хыврăмăр, ыттине типĕтсе сутатпăр. Пĕр кунран вырма вĕçленмеллеччĕ, пурĕ 70 гектар кăна юлнăччĕ. Шел, çумăр çурĕ. Çĕр типмесĕр те лаптăка кĕреймĕн. Комсомольски районĕнчи «Дружба» хуçалăхран виçĕ комбайн пулăшма килнĕччĕ. Халĕ иккĕшĕ кайрĕç ĕнтĕ. Тырă нумай юлман, сутса пĕтернĕпе пĕрех.

«Çемье ферми» программа хута кайсан эсир республикăра чи малтан грант, 10 млн тенкĕ тивĕçрĕр. Халĕ, çĕнĕ ферма çĕкленĕ, ĕç-хĕле йĕркелесе янă хыççăн сасартăк унран хăпни тĕлĕнтерет.

— 2012 çулта эпир республикăри виçĕ фермер çемье ферми йĕркелеме грант илтĕмĕр. Чăн та, вăл вăхăтра 10 млн тенкĕ пысăк укçа темелле. Анчах çĕнĕ икĕ вите тума, ăратлă ĕнесем, оборудовани, техника туянма 58 млн тенкĕ ытла тухса кайрĕ. Хамăн укçана та самай хыврăм. Банкран кредит илтĕм. Бизнес-планра мĕн палăртнине йăлтах пурнăçларăм: ĕç вырăнĕсем йĕркелерĕм, ĕне йышне 100 пуçран ирттертĕм, усă куракан çĕр 1800 гектара çитрĕ. Пилĕк çулта патшалăх умĕнчи парăма йăлтах татрăм темелле. Анчах пысăк кредитран ниепле хăпса пĕтейместĕп. Йывăр çĕклем çунатсене хуçать. Мĕнпе татмалла? Тасатса типĕтнĕ кĕрхи тулла 4 тенкĕ те 30 пуспа /1 кг\ кăна илесшĕн. Иртнĕ çулхинчен вăл 40 процент йÿнĕрех. Ку хак 2010 çулта пулнă. Çав хушăрах 1 литр солярка 30 тенкĕрен иртрĕ. Техника, саппас пайсем, удобрени, ытти тăкак икĕ-виçĕ хут ÿсрĕ. Сĕт, аш-какай та йÿнĕпе каять. Чĕр тавара мĕнле нушаланса туса илни никама та кăсăклантармасть çав. Мĕн тăвас тетĕн, чуна хытарсах сутма тивет — кредит тÿлемелле. Анчах пирĕн те тăкаклă ĕçлес килмест. Малалла вулас...

Пĕр сăмахпа каласан, ывăнтăм темелле. Тĕплĕ шухăшланă хыççăн тилхепене тепĕр фермера тыттартăм. Вăл çамрăк, ĕçлес шухăш-кăмăлĕ пысăк. Май çитнĕ таран пулăшма тăрăшăп. Вăй илсе ĕçлесе кайсан çăмăлрах пулĕ. Шел, укçа хĕсĕкки ăна та систерет.

 

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.