Комментари хушас

Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче пурăнакансене хальхи вăхăтра канăç паман чи çивĕч ыйту — Тĕп тата Чукасси урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта, халăх çурчĕ-йĕрĕнчен 120 метрта, радиотелефон çыхăнăвĕн çĕнĕ сооруженийĕ çĕклени. Ял хутлăхне кĕрекен Кăпас, Канаш, Çармăçкасси, Юнкă, Юнкăпуç, Пĕрремĕш май, Коминтерн тата Елкăн тăрăхĕсенче ун йышшисене малтан тăваттă туса лартнă. Тĕрĕссипе, карас телефонĕпе, интернет уçлăхĕпе усă курас текенсемшĕн вĕсем те çителĕклĕ пек туйăнать.

Çынсен кăмăлне шута илмен

Пиллĕкмĕшĕ вара ял çыннисене чăннипех канăçсăрлантарать. Ăна ларттарассине хирĕçленине Юнкăсем иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчех пĕлтернĕ. Çакна ку тăрăхра тĕпленнĕ Лариса Толстова, Петрпа Зоя Цветковсем, Николай Ядыков тата ыттисем пĕлтерчĕç. Вĕсенчен пĕри те çĕнĕ вышка лартнине хирĕçлемест.

«Эпир техника прогресне яланах хапăлласа йышăнатпăр. Пурнăç малалла аталанса пымаллине пурте аван ăнланатпăр. Тĕрĕссипе, кашниех кĕсье телефонĕпе усă курать, чылайăшĕ интернет уçлăхне тухма пултарать. Çĕнĕ сооружение ял варринче вырнаçтарнине вара чăннипех сивлетпĕр. Кун çинчен халăхăн малтанхи пухăвĕнчех пĕлтернĕ, — теççĕ вĕсем. — Радиомагнитлă хумсем çын сывлăхне витĕм кÿресси сисчĕвлентерет. Пĕрремĕш тĕлпулурах МТС çыхăну компанийĕн техника енĕпе ĕçлекен директорĕнчен асăннă каланча хумсене саракан лаптăка пĕлесшĕн пултăмăр. Хуравламарĕ, пĕлмене печĕ. Асăннă сооружени ыттисенчен вăйлăраххине /вăл — базăлли иккен/ шута илсен хăрушсăрлăхлă пулас çук паллах. Пирĕн вара мăнуксем çитĕнеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усратпăр».

Асăннă çыхăну компанине радиохумсем салатакан объект строительстви валли ялтан пĕр çухрăмра çĕр лаптăкĕ уйăрса панă-мĕн. Анчах çакă тивĕçтермен: подстанци лартмалла, лини кармалла тата ыттипе тăкакланмалла. Çынсен хуçалăхĕсем тĕпленнĕ вырăнта вара пурте алă айĕнче. Ял халăхĕ кăмăла улăштарас çуккине туйса çыхăнуçăсем çăмăл мел шыраса тупнă: çĕр лаптăкне хăйĕн пурлăхне куçарнă «Пластик чÿрече тата алăк» общество ертÿлĕхĕпе килĕшсе каланча лартмалăх вырăна чылай вăхăтлăха арендăна илнĕ те — ĕçе пуçăннă. Объект хăш самантра çĕкленсе ларнине ял çыннисем сиссе те юлайман. Пĕлĕтелле кармашаканскере курсан кăна чупкалама тытăннă, республикăри тата Муркаш районĕнчи тивĕçлĕ органсене хăйсене пулăшма ыйтса çырусем ăсатнă. Хуравĕсем, чăн та, нумай кĕттермен.

Радиотехника объекчĕсене, çав шутра çыхăну антеннисене вырнаçтарас тĕлĕшпе патшалăхăн санитарипе эпидемиологи надзорне Федерацин потребительсен прависене тата этем тăнăçлăхне хÿтĕлекен службин органĕсем «Радиотехникăн хум саракан обћекчĕсене вырнаçтармалли тата эксплуатацилемелли гигиена требованийĕсене» тĕпе хурса пурнăçлаççĕ. «МТС» ПАОн Чăваш Республикинчи филиалĕ асăннă объекта çĕклемешкĕн СанПиНпа килĕшÿллĕн санитарипе эпидемио-логи ирĕкне илнĕ.

Кăçалхи çурла уйăхĕнче Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем база станцийĕ тата уйрăм çыннăн унран 120 метрта вырнаçнă харпăр хăй хуçалăхĕ çывăхĕнчи хутлăхра электромагнит уйĕсен шайне виçнĕ: асăннă кăтарту нормăпа палăртнă 10 мкВт/см2 пулмал-ла тăк, 0,3 мкВт/см2-рен пĕчĕкрех виçепе танлашнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ: «Карас çыхăнăвĕн компанийĕ Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕнче вырнаçтарнă радиохумсене куçаракан техника объектне /ПРТО/ ĕçе кĕртес тĕлĕшпе килĕшсе татăлас ыйтупа управление заявлени çитернĕ. Çавна май «Чăваш Республикинчи гигиена тата санитари центрĕ» ФБУЗн аккредитациленĕ тĕпчев лабораторийĕн центрĕ асăннă объект ку тăрăхра саракан электромагнит уйĕн шайне виçнĕ. Экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, çав хумсем палăртнă виçерен ытларах сарăлнине тупса палăртман, ПРТО эксплуатаци тата санитарипе эпидемиологи ыйтнипе пĕр килет.

«Экспертиза кăтартăвне тĕпе хурса радиохумсене куçаракан техника объектне ĕçе кĕртес тĕлĕшпе вăл санитарин вăйра тăракан правилисемпе нормативĕсемпе килĕшсе тăни çинчен управлени пĕтĕмлетÿ хатĕрленĕ, ăна ĕçе кĕртмешкĕн ирĕк панă», — тесе хуравлани ял çыннисене тивĕçтермест. Вĕсен шухăшĕпе, çав кун станцие йĕркеллĕ ĕçлеттермен. «Ахаль ларакан вышка çавăн чухлĕ электромагнит пайăрки салатать тĕк, усă кураканни мĕн чухлĕ сиен кÿрет-ши?» — пăшăрханаççĕ вĕсем.

ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министерстви хуравланă тăрăх, Чăваш Республикин «Чăваш Республикин хула строительствине йĕркелесси çинчен» саккунĕн 20-мĕш статйипе килĕшÿллĕн радиотелефон çыхăнăвĕн куçарса çÿрекен сооруженийĕсен строи-тельстви е реконструкцийĕ валли ятарлă ирĕк илмелле мар. Материалсене тишкерни асăннă объекта ял хуçалăх тĕллевлĕ 21:17:080401:404 кадастр номерлĕ çĕр лаптăкĕн чиккинче туса лартнине çирĕплетет. Радиотелефон çыхăнăвĕн куçарса çÿрекен сооруженине ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕре промышленноç е ятарлă тĕллевĕллине куçарсан кăна çĕклеме юрать.

Асăннă объект йышăнакан лаптăк ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр çинче вырнаçнине Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин пулăшуçи Марина Иванова та çирĕплетрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пластик чÿрече тата алăк тăвакан предприяти çĕр лаптăкне харпăрлăха ял хуçалăх тĕллевĕпе илнĕ. Апла тăк унта туса лартнă сооруженире ял хуçалăх çимĕçĕ хатĕрлемелле е унпа çыхăннă техника ăсталамалла-юсамалла. Чÿрече е алăк ял хуçалăх таварĕ шутланмасть. Йĕркене пăхăнманшăн унта вырнаçнă икĕ обществăн ертÿçине явап тыттарнă, 10-шар пин тенкĕлĕх штраф тÿлеттернĕ. Предписание пурнăçланине тепĕр хут тĕрĕслĕç, улшăну пулмасан хуçасен ĕç-хĕл профильне е çĕрпе усă курмалли тĕллеве улăштарма тивĕ.

Вышкăпа çыхăннă ыйтăва та Росреестр çывăх вăхăтрах татса парĕ.

Микрохумлă кăмака саракан хум 34 хут пысăкрах…

Кашнин хăйĕн тĕрĕслĕхĕ тенĕ май, МТС çыхăну компанийĕ çакнашкал лару-тăрăва еплерех хакланине вулакана пĕлтермелле паллах. Хусан хулинче вырнаçнă тĕп тытăмăн яваплă специалисчĕпе Екатерина Гавриловăпа çыхăнтăмăр. Вăл хуравланă тăрăх, МТСăн мĕн пур оборудованийĕ пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри сертификаци тишкерĕвĕ витĕр тухса шанчăклă тата экологи тĕлĕшĕнчен хăрушсăр пулнине çирĕплетет. МТС GSV /UMTS/ сечĕсене вырнаçтарма усă куракан радиоэлектроника хатĕрĕсен хумĕсем санитари требованийĕсене тивĕçтереççĕ. Карас çыхă-нăвĕн компанийĕ лартакан оборудовани тĕлĕшпе вăл санитарипе эпидемиологи нормине хирĕçлеменнине тивĕçлĕ йĕркепе тĕрĕслеççĕ, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ сертификацилеççĕ. Уйрăммăн илсен, карас çыхăнăвĕн сечĕсене вырнаçтарма усă курнă техника хатĕрĕсем санитари требованийĕсене тивĕçтернине палăртакан санитарипе эпидемиологи экспертизи ирттереççĕ. Вĕсен кăтартăвне тĕпе хурса тата оборудовани çынсен сывлăхне тата тавралăха сиен кÿменнине çирĕплетсе база станцине хута яма тата эксплуатацилеме ирĕк параççĕ. Муркаш районĕнчи Юнкă салинче те база станцийĕ саракан электромагнит хумĕсен уйне тĕрĕсленĕ чухне вăл палăртнă виçерен иртмен.

Екатерина Юрьевна ĕнентернĕ тăрăх, карас çыхăнăвĕн ахаль йышши телефонĕ саракан хумĕн виçи нормăпа 2 Вт пулмалла, база станцийĕн — 20 Вт. Сăмах май, 100 Вт-лă электролампа унпа танлаштарсан 5 хут ытларах кăларать, телевизор — 30 хут, микрохумлă кăмака — 34 хут.

«Хальхи саманара карас çыхăнăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май уйрăм çынсем гаджетсенчен тата оператор оборудованийĕнчен Пăрçа патша вăхăтĕнчи евĕр сехĕрленсе тăни — хăйсене хăйсем хăратни, радиосигнал сиенĕ çинчен вĕсем пустуй калаçни — техника инновацине йышăнас теменни тата ыттисене минретни кăна», — çапла шухăшлать Екатерина Гаврилова.

Кăмăл-туйăма мар, саккуна тĕпе хумалла

МТС çыхăнăвĕн вышкин строительствипе çыхăннă ыйтупа Юнкăра пуху пĕрре кăна мар ирттернĕ. Юлашки хут çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче ял хутлăхĕн социаллă тата экономика аталанăвĕн кăçалхи çичĕ уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май асăннă обьект строительстви çинчен те нумай калаçрĕç. Чăн та, çынсем каланă тăрăх, унта халăха йыхравламан, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене кăна чĕннĕ. Апла пулин те ялти интеллигенци представителĕсем радиохум саракан сооружени пирки çивĕч калаçрĕç, çынсен шухăшне тĕпе хума ыйтрĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, карас çыхăнăвĕн сооруженийĕн шăпине саккун йĕркипе татса памалла. Ку енĕпе надзор органĕсем ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Вĕсен татăклă сăмахне халăхăн пăлханмасăр кĕтмелле. Малалла вулас...

 

Валентина СМИРНОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.