Комментари хушас

Раççей кун-çулĕнче вăрçăсăр çулсем сахал пулнă. Мăн асаттесемпе мăн кукаçисем çапăçнă, асаттесемпе кукаçисем тăшманпа куçа-куçăн тăнă, аттесем вăрçă ачисем пулнă. Вĕсен мăнукĕсене те вăрçă вут-çулăмне лекме шăпа пÿрнĕ…

Константин Симонов çыравçă пин хут каланă сăмахсем: «Пирĕн, чĕррисен, Çĕнтерÿшĕн çапăçнă юлташсене манăçа кăларма тивĕç çук…» — паянхи ăрушăн çутă тĕллевлĕ чĕнÿ пулса тăмалла. Паттăрлăхшăн илнĕ «Ылтăн Çăлтăр» пур-и унăн е кăкăрĕ çинче урăх медаль-орден çакăнса тăрать-и — пĕлтерĕшлĕ мар, ĕнерхи салтак паянхи ырă пурнăçшăн çапăçнă. Çулсем иртеççĕ, вăрçă нуши-терчĕ манăçа тухса пырать. Анчах пирĕн — çамрăк ăрăвăн — синкер çав кунсен паттăрĕсене нихăçан та асран кăлармалла мар. Шел те, чăн пурнăçра пачах тепĕр майлă пулса пырать. Самана улшăнса çĕнелнĕ çулсенче Тăван çĕршывăн паттăрĕсем пирки сахалрах калаçма пуçларăмăр. Çавна май та, тен, астăвăм вăйĕ чакса пынăн туйăнать…

Çакă чи малтанах çитĕнекен ăрăва урăхларах — «хамăрăн мар, ют çĕршывсен пахарах» принципа тĕпе хурса — воспитани пама пикеннипе те çыхăнчĕ ахăртнех. Çакнашкал туртăм вăй илсе пынăран юлашки вăхăтра лару-тăру кăткăслансах çитрĕ. Анăç эшкерĕсен витĕмĕпе суккăрланнă «патриотсенчен» е юриех вĕсен витĕмне лекме тăрăшакансенчен «Раççейре лайăххи нимĕн те çук, паттăрсем иртнĕ ĕмĕрте пурăннă. Çавăнпа паянхи Раççей пирĕншĕн Тăван çĕршыв мар» тенине илтме пулать. Ку сăмахсемпе пачах та килĕшес килмест. Раççейре паттăрсем ĕлĕк те пулнă, халĕ те сахал мар. Çитĕннисем çеç мар, ачасем те паттăрлăх кăтартаççĕ.

Анчах паттăрсем çинчен чылай чухне халăх хăвăрт манать. Паттăр ĕç тунă вăхăтра калаçаççĕ те — манса каяççĕ. Çутă мĕлтлетсе илнĕ пек çав самант. Тĕрĕссипе, паттăрлăх кăтартнă çынсен тĕслĕхĕ — чĕрĕ тĕслĕх — çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, унăн ырлăхĕшĕн, тăнăçлăхпа лăп-кă пурнăçшăн тăрăшма хăнăхтарас, юнашар пурăнакан çынсене хисеплеме вĕрентес ĕçре пысăк пулăшу пулса тăрать.

Камсем вĕсем хальхи вăхăтри Геройсем? Вĕсене эпир сăнран мар, ятран та пĕлместпĕр. Тĕрĕсси-пе, вĕсем, хамăр тăрăхра — Чăваш çĕрĕнче — çуралса ÿснисем, ĕçлесе пурăннисем нумаййăн та мар. 69 çын! Çав шутран 65-ĕшĕ — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕçнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Шуршăл ачи Андриян Николаев республикăна чапа кăларнă. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă чăваш халăхăн паттăр ывăлĕ икĕ хут Герой пулса тăнă.

Совет саманинче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлекенсен ĕçĕ паттăрлăхпа танлашнă. Çав çулсенче производствăри, экономикăн ытти сферинчи пысăк çитĕнÿсемшĕн «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» ятпа чысланă. Чăваш Республикинче ылтăн «Çурлапа мăлатука» 24 çын тивĕçнĕ. Шел, Совет Союзĕ арканнă хыççăн 1991 çулта ĕçлекенсене Герой ятне парассине те пăрахăçланă. 2013 çулхи пуш уйăхĕнче Владимир Путин Президент «Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройĕ» ята чĕртсе тăратасси пирки хушу кăларчĕ. Ĕлĕкхи ырă йăла-йĕрке çĕнĕрен пурнăçа кĕни савăнтарать паллах. Анчах пăшăрхантараканни те çук мар: хавхалантарăвăн çĕнĕ меслечĕн ят-сумĕ ĕлĕкхи шая çĕкленсех çитеймерĕ-ха.

Çĕнĕ Раççейре те пирĕн халăх лăпкă пурăнман. Çĕршывра вăрçă вут-çулăмĕ алхасман пулин те Раççей ывăл-хĕрĕ кÿршĕсен тăнăçлăхĕпе ирĕклĕхне хÿтĕлеме хастар хутшăннă. «Раççей Геройĕ» ята илнĕ ентешсем — вуннăн. Вĕсенчен пĕри — Тутарстанра çуралса ÿснĕ чăваш, отставкăри полковник Александр Волков. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, анчах «Ылтăн Çăлтăр» ăна 90-мĕш çулсенче тин шыраса тупнă. РФ Президенчĕн 1998 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнчи хушăвĕпе А.Волкова «нимĕç фашисчĕсемпе харсăр çапăçнăшăн» «Раççей Федерацийĕн Геройĕ» ятпа наградăланă. Паттăрлăх — вилĕмсĕр, награда хуçине тупать тесе калани ахальтен мар.

Кашни Геройăн шăпи хăйне евĕр кăсăклă, вĕсен биографийĕнче çĕршыв, самана кун-çулĕ çырăннă. Анчах паян паттăрсемпе кăсăкланакан, вĕсен кун-çулĕ пирки пĕлес текен сахал. Тепĕр чухне шкул ачисемпе тĕл пулсан вăрçă, историре тарăн йĕр хăварнă паллă çынсем çинчен сăмах хускатасси пулать. Пĕррехинче Совет Союзĕн Геройĕсем пирки калаçу пуçарнăччĕ. Çакнашкал пысăк чыса тивĕçнисене камсене пĕлетĕр? 8-9-мĕш класс пĕтернĕ ачасемшĕн кăткăс ыйту мар ку. Хаваспах пĕр ят хыççăн теприне калама пуçларĕç: Жуков, Ворошилов, Сталин… Ачасем çĕршыв историне лайăх пĕлеççĕ. Анчах Чăваш Енпе çыхăннă ятсене, шел те, часах аса илеймерĕç.

Çамрăксем — пирĕн пуласлăх, иртнисĕр малашлăх çук тетпĕр пулсан, манăн шухăшпа, вĕсен историе питĕ лайăх пĕлмелле. Чылай чухне вĕсене вăл е ку пулăм пирки çав вăхăт паттăрĕпе çыхăнтарса каласа кăтартма та йывăртарах. Куншăн истори вĕрентекенĕсене айăплассăм килмест. Сăлтавĕ, манăн шухăшăмпа, пачах урăххинче. Геройсен ячĕсене общество илтмелле каламанни, сăнĕсене кăтартманни. Ĕлĕкрех, чăнах та, паттăрсем паллăччĕ. Ялта, ĕçре хисеплĕ çынсем пулнă вĕсем. Уявсенче, пухусенче вĕсен сăмахне ăса хывса итленĕ, шухăш-сĕнĕвне шута илнĕ. Халĕ Совет Союзĕн Геройĕсем, Раççей Федерацийĕн Геройĕсем пирки вĕсем çуралса ÿснĕ тăрăхра çеç пĕлеççĕ ахăртнех. Паттăрсен ячĕсемпе çав ял-хулари шкулсем, урамсем хисепленеççĕ. Урăх мĕн? Нимех те аса килмест… Малалла вулас...

 

Валентина БАГАДЕРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.