Ун хыççăн вăхăт та ĕлкĕреймен
Демидов премийĕн 4 хутчен лауреачĕ, Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн корреспонденчĕ, Азиатсен Парижри обществин чăн членĕ, РФ ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Азири департаменчĕн ăслăлăх сотрудникĕ, Петербургри вулавăшăн хисеплĕ библиотекарĕ, тĕрлĕ çĕршывăн ăслăлăх академийĕсен хисеплĕ членĕ... Нумай-нумай ята малалла та асăнма пулать. Чи кирли — ку пирĕн паллă ăсчах Никита Бичурин.
Никита Яковлевич çуралнăранпа паян шăпах 240 çул çитрĕ. Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕн /Халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ/ Шĕнерпуç ялĕнче тиечук çемйинче кун çути курнă вăл. Ял халăхĕ каласа панă тăрăх, Яков Даниловăн — Никита ашшĕн — пĕчĕк çурт кăна ларнă, урăх хуралтă та пулман. Чухăн пурăннăран Яков тыр-пул та акса тунă, тиечук укçи çемйине тăрантарма çитмен. Ялти çынсемпе танах хăйĕн ят çĕрĕ пулнă. Кунсăр пуçне вăл тăлмачă шутланнă — вырăсларан чăвашла куçарнă.
Никита ашшĕ — чăваш, арăмĕ Акулина Стефанова вырăс пулнă теççĕ. Саккăр тултарсан, 1785 çулта, Никитăна Сĕве хулине новокрещенски шкулне нотăсем тăрăх юрлама вĕрентекен класа панă. 18-мĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче чăвашсемшĕн урăх шкулсем пулман. Новокрещенскисем те иккĕ — Хусанта тата Сĕвере — вырнаçнă.
Маттур чăваш
Каярахпа Мĕкĕтене вĕренме Хусанти Тĕн семинарине куçарнă. Кунта вăл 1788-мĕшĕнчен пуçласа 1799 çулчченех ăс пухнă. Шăпах çакăнта ăна тăван ялĕн ячĕпе «Бичуринский» хушамат тивĕçнĕ. Ка-ярах ăсчах «Бичурин» тесе алă пусма тытăннă.
Никита Яковлевич питех те пултаруллă ача пулнă, пурне те пĕлме тăрăшнă. Илтни-вуланине çирĕп ас тунă. Çавăнпах-тăр ăна семинари администрацийĕ те, вĕрентекенсем те хисепленĕ. Бичурин пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ Н.Щукин çырнă тăрăх, Амвросий Подобедов /вăл вăхăтра Хусан Епархийĕн владыки, каярах Чулхулапа Петербург митрополичĕ/ ачасемпе калаçма юратнă. «Вĕрентекенсем ăна Никитăпа сăмахлама сĕннĕ. Сăпайлă та çивĕч ăс-тăнлă ача пек паллаштарнă унпа. Архиепископ арçын ачана темиçе ыйту панă, шăпăрлан ăна тивĕçтермелле хуравланă. Экза-менсенче те Бичурин пĕрремĕшсен йышĕнче пулнă. Амвросий çамрăка юратнă — ăна пурнăç парнеленĕ». Лайăх вĕреннĕ чăваш ачи, кĕнеке вулама кăмăлланă. Чĕлхесене те юратса шĕкĕлченĕ. Латынь, грек сăмахлăхĕпе пĕрлех французла, нимĕçле лайăх вуланă та, çырнă та.
Пĕрремĕш ссылка
Бичурин юлашки çул вĕреннĕ чухне семинарирен академи туса хунă. Çапла юлашки курсри çам-рăксем академирен тухнă. Никита Яковлевичăн кун хыççăн пĕр-пĕр чăваш прихутĕнче пупра ĕçлемелле пулнă. Анчах Никитăна çакă тивĕçтермен. 1800 çулта манаха тухса вăл çĕнĕ ят — Иакинф — илнĕ.
Семинарире малтанхи çулсенче вĕреннĕ чухне çуллахи вăхăтра арçын ача тăван ялне килнĕ. Ун чухне ашшĕ-амăшĕ пурăннă-ха. Каярах малтан — амăшĕ, унтан ашшĕ те вилнĕ. Никита Яковлевич çамрăклах манаха тухнин сăлтавĕсене палăртма йывăр, анчах вĕсен йышĕнче çамрăклах тăлăха юлнине те кĕртме пулать.
Çапла Иакинф Санкт-Петербургри Александр-Невский лаврĕн иероманахĕ пулса тăрать. Чиркÿ иерархийĕпе куçма ирĕк паччăр, иеротиаккăна лартчăр тесе ăна çулне те ÿстерсе панă. 23 çулта чухне 30-та тесе çырнă. 1801 çулта вара, Хусанти Иоанновск мăнастирĕн настоятельне лартнă чухне, 24-ри каччăна 31-ре тесе çырнă.
1802 çулта Н.Бичурина Иркутск хулине куçарнă, Вознесени мăнастирĕн архимандричĕ тата тĕн семинарийĕн ректорĕ туса хунă. Çамрăк манахсенчен кун пек пысăк вырăн йышăнакан сахал пулнă. Ку, паллах, ăна академи ертÿлĕхĕ хакланинчен килнĕ.
Иркутскра Бичурин икĕ çула яхăн пурăннă. Унта вăл «çылăха кĕнĕ»: 1803 çулта унпа пĕрле пĕр пÿлĕмре послушник пулса пурăнакан çын... хĕрарăм иккенне палăртнă. Çакăншăн синод Бичурина кĕлĕ тутармалла мар тата архимандрит хĕресне çакса çÿремелле мар тесе йышăннă. Ăна мăнастире ертсе пырассинчен, ректор тивĕçĕсенчен хăтарнă, консисторире те пулмалла мар тунă. Çакăн хыççăн Тобольскри Знаменски мăнастирне ссылкăна янă. Пĕр çынна ăна йĕрлесе-сăнаса тăма хушнă. Тобольскри тĕн семинарийĕнче вĕрентекен пулма ирĕк панă. Синод хушнине пурнăçласа шаннă çын Бичурин хăйне мĕнле тытнине пĕлтерсех тăнă. Çапла 1806 çулта: «Иакинф хăйне таса кăмăлпа тата урă тытать, семинарире илемлĕ сăмах учителĕн ĕçне мухтамалла ăнăçлă туса пырать», — тесе пĕлтернĕ.
«Китай тапхăрĕ»
1807 çулта Иакинф Бичурина I Александр император сĕннипе Пекинри Вырăс тĕн миссийĕн ертÿçине лартаççĕ.
Миссионер-манах Н.Бичурин Тĕп тата Вăтам Ази халăхĕсен историне тухăç чĕлхипе çырнă кĕнекесене тĕпчекен пĕрремĕш ăсчах пулса тăрать. Çапла Никита Яковлевич пурнăçĕн «Китай тапхăрĕ» пуçланать. Никамах та пĕлмен Иакинф манахран тĕнче шайĕпе паллă ăсчах пулса тăрать вăл.
Пекинра православи тĕнĕн миссине 1715 çултах йĕркеленĕ. I Петĕр патша аслă кÿршĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă. Çавăнпах Китай çĕрĕсене пĕтĕмĕшле те тĕпчемелле-тишкермелле пулнă. Вырăна çитсен Иакинф миссионерсен çĕр çулхи историйĕ нимĕнле çимĕç те паманнине тавçăрнă. Китай императорĕн çарĕнче тăнă Çĕпĕр казакĕсен тăсăмĕсем те вырăсла калаçман. Унти миссионерсем кÿршĕлле вырнаçнă Раççей мĕн таран вăйлă та хăватлă иккенне те тавçăрман.
Çапла Никита Яковлевич христиан тĕнне йышăнман, Раççей православи чиркĕвĕ пирки те чухламан çĕршыва лекнĕ. Анчах чăваш ачи чакма шухăшламан. Хăйĕн валли вăл çирĕп тĕллев лартнă — халичченхи миссисем тăвайман тивĕçе пурнăçламалла, Раççейпе Китай хутшăнăвне çирĕ-плетмелле. Никĕсрен, «нульрен» пуçланă вăл. Чи малтанах китайла-вырăсла словарь тунă. Ăна тăватă хутчен тÿрлетсе çĕнетсе çырнă. Вырăс алфавичĕпе шайлаштарса тата тăхăр том куçарнă.
Ĕмĕрсем иртсен
Мисси ертÿçи чиркÿпе патшалăх тĕнре те, политикăра та пĕр шухăшлăн пулса Китай мĕн иккенне ăнлансан çеç тĕллев ăнăçасса чунĕпе туйнă. Этемлĕхĕн авалхи цивилизацине ăнланмасăр «Аслă стена» хыçĕнче çирĕпленме çуккине тавçăрнă. Çапла Иакинф Бичурин пĕтĕм пурнăçĕ тăршшĕпе тăван çĕршывшăн ĕçленĕ. Тăван çĕршыв вара уншăн православи тĕнĕллĕ пулнă.
Европа вара Китай халăхĕ пурнăçран юлнине, аталанайманнине сÿтсе явнă. Чылай ăсчах та çак шухăшпах пурăннă. Çавăнпах халăхăн йăли-йĕркине, пурнăçне урăхлатса çырнă. Бичурин Европа цивилизацийĕ те Китайăн чăн сăнне курма пултарайманнине ăнланнă. Çавăнпах культурăсемпе хутшăнмаллине çирĕплетнĕ. Анчах Бичурин мĕн пирки каланине ăнланакан питех те сайра пулнă. Унăн шухăшне чиркÿ çеç мар, вĕреннĕ çынсем те йышăнман. В.Белинский те чăваш ăсчахĕ мĕн пирки сăмахланине туллин тавçăрайман.
Иакинф вара хăй пысăк ĕç туса ирттернине чухланă. «Сăпайлăх пирки манса хамăн ĕçе хаклас тăк, 13 çулта эпĕ ман умĕнхи миссисем 100 çулта тунă ĕçе пилĕк хут ытларах пурнăçларăм», — тенĕ вăл. Çакă чăннипех те объективлă паллă пулса тăнă. Бичурин хыççăн вăхăт та ĕлкĕреймен. Унăн ăслăлăх ĕçĕсем 400 пăт тайнă. Ахальтен мар Китайран таврăннă чухне вĕсене 15 тĕве çине тиесе тухнă. «Бичуринăн телейĕ те, инкекĕ те — вăл Китай ыйтăвĕсемпе вăхăтран та маларах кайни», — хакланă ăна каярах ăсчахсем.
Вăхăт вара чи лайăх суйлавçă та, тиркевçĕ те. Пысăкки, мăнаçли аякран, ĕмĕрсем иртсен курăнать. Вăхăт çеç Никита Бичурин ĕçĕсене туллин пахаланă: Никита Яковлевич ячĕ вилĕмсĕррине, унăн ĕçĕсем тĕнче культуринче пысăк вырăн йышăннине кăтартса панă. Малалла вулас...