Комментари хушас

Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Тăван çĕршыв» çарпа патриот клубĕ ĕçлет. Вăл йĕркеленнĕренпе пĕлтĕр вунă çул çитнĕ.

Çак клуба пуçарса яраканĕ — ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Владимир Львов. Вăл паянхи кунччен те клубăн улшăнми ертÿçи. Владимир Гурьевич шкулта ОБЖ вĕрентет, пăшалтан перес, парашютпа сикес енĕпе кружоксем ертсе пырать. Кашни çул çак клуба çÿрекенсем районти, республикăри «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен вăййисене хутшăнаççĕ. Кăçал вĕсем республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, пĕлтĕр пĕрремĕш пулнăччĕ. Клубра ăсталăха туптанă яшсемпе хĕрсенчен нумайăшĕ çар училищисене вĕренме кĕнĕ.

Алена Кроликова — саккăрмĕш класранпах командир, халĕ хĕр вун пĕрмĕшĕнче вĕренет. Ушкăнра пурĕ 8-ăн: 6 яшпа 2 хĕр. «Пĕррехинче пирĕн класа Елена Николаевна завуч килчĕ. Вăл хастарсемпе спортсменсене пухрĕ. Унта эпĕ те лекрĕм. Çарпа патриот клубĕнче кĕçĕннисем валли «Зарница» уйрăм пур, çавăнта кĕме сĕнчĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Малтанах питĕ пăлхантăм, анчах çĕннине пĕлес тени çĕнтерчех. Уроксем хыççăн эпир шкул çумĕнчи тира кайрăмăр. Унта пире çар вăййисене хутшăнма чĕнчĕç. Владимир Гурьевич пире мĕн кăна каласа кăтартмарĕ пуль? «Семафор», «Л-1» сăмахсем мĕне пĕлтернине те пĕлмен пулсан халĕ ку командăсене куçа хупса пурнăçлама пултаратăп», — аса илчĕ Алена.

Мĕнле кăна хатĕрленÿ, ăмăрту çук-ши çамрăк армеецсен? Стройпа утаççĕ, автомат салатса пуçтараççĕ, пăшалтан переççĕ, чăрмавсен полосине парăнтараççĕ, вăйă гимнастикинче тупăшаççĕ, ишеççĕ, противогаз тăхăнаççĕ… Çаксене пурнăçламашкăн спортпа туслă пулмалла. Çамрăк армеецăн хул-çурăмне пиçĕхтермелле кăна мар, ăс-тăнне те пуянлатмалла. Историе лайăх тĕшмĕртмелле тата. Кунсăр пуçне çар пĕлĕвĕн теорине, çул-йĕр правилисене аван пĕлмелле, медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне парас тата ытти нумай енпе пĕлĕве пуянлатсах тăмалла. Малалла вулас...

 

Анжела ГРИГОРЬЕВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.