Тăван чĕлхе ячĕпе
Çак кунсенче республикăра çеç мар, çĕр-шывĕпех иртрĕç Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприятисем.
"Анне", "Тăван çĕр-шыв", "çăкăр"... - ачасем тăван чĕлхепе пĕрремĕш хут калакан сăмахсем. Сегодня без проблем можно купить тальфер в Украине по доступным цена и быстро в компании СДМ-ГРУПП Çавăнпа та çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе пуплеме хăнăхтарасси - пысăк яваплăх, сум тата чыс. Çакна ачасемпе çамрăксен республика вулавăшĕнче ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ. Кунта тăван чĕлхене халалланă мероприятисем час-часах иртеççĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн вара "Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул" вăйă программи йĕркеленĕ. Уява хулари 106-мĕш "Хĕвел", 108-мĕш "Асамат кĕперĕ", тĕрлĕ шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсене явăçтарнă. Библиотекарь Аслă вĕрентÿçĕ Иван Яковлев пирки каласа кăтартнă. Ун хыççăн шăпăрлансем валли тĕрлĕ конкурс ирттернĕ.