Комментари хушас

4 Авăн, 2017

Ылтăн медальлĕ гимнастка Шупашкарта çуралнă

Италири Пезаро хулинче çак вырсарникун илемлĕ гимнастикăпа тĕнче чемпионачĕ вĕçленчĕ. Тĕрлĕ енлĕ ăмăртура та пирĕн çĕршыв хĕрĕсем маттур пулчĕç, ылтăн медале тивĕçрĕç. Чемпионатра Раççей команди сакăр ылтăн медальтен çиччĕшне çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне вĕсен ăмăртуран кĕмĕл медальпе тата пĕр «бронзăпа» таврăннă.

Маттур хĕрсен йышĕнче Шупашкарта çуралнă, халĕ Чулхулари олимп резервĕн училищинче вĕренекен Евгения Леванова та пур. 17-ри пике илемлĕ гимнастикăна тăватă çулта ура ярса пуснă. Малтанласа ăна çак ăсталăха Чăваш Енĕн илемлĕ гимнастикин пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Ирина Штайнер хăнăхтарнă. 12 çулта Евгения Чулхулари олимп резервĕн училищине вĕренме кĕнĕ. Кăçал вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекнĕ, Ирина Винер-Усманова тренер патĕнче пултарулăха туптать. 

 

Рубрика: 
Теги: