Комментари хушас

1 Авăн, 2017

Лаша лайăххи хуçаран килет

«Лашасем сĕлĕ питĕ юратаççĕ. Унсăр пуçне эпĕ вĕсене пылак çимĕçпе хăналатăп. Çакна пулах Памир ятлă тиха хам хыççăнах çÿрет», — каласа кăтартать Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте Александр Игнатьев фермер патĕнче ĕçлекен Олег Пегей.

Лашасене мĕн пĕчĕкрен юратать Олег Вениаминович. Шкулта вĕреннĕ çулсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче чĕлхесĕр янаварпа шыв турттарнă вăл. Паллах, арçын ача ун чухнех лаша кÿлме тата тăварма хăнăхнă. Çитĕнсен Мичурин ячĕллĕ колхоза скотнике вырнаçнă, çав хушăрах унта ытти ĕçе те пурнăçланă. «Эпĕ хама мĕн ас тăвассах ял хуçалăхĕнче ĕçлетĕп», — тет Кĕтеснерте çуралса ÿснĕскер.

Асăннă ялти колхоз арканнă хыççăн Вăрмарти Александр Игнатьев, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕ çамрăк, хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Мăйракаллă шултра выльăх усраканскер 5 лаша та тытать. Шăпах вĕсене пăхмашкăн Олег Вениаминовича шаннă. «Яланах выльăхсемпе ĕçленĕ вăл. Çамрăксем паян ĕçе килеççĕ те ыран тухмасса та пултараççĕ. Олег Пегей вара ун пек мар. Хăйĕн тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçлать, çавăнпа ăна шанма пулать, — пĕлтерчĕ Александр Юрьевич. — Лашасене лайăх ăнланать вăл, вĕсене кÿрентермест, вăхăтра çитерет, тасатать». Сăмах май, фермер хаçатра хăйĕн çинчен статья çыртарма килĕшмерĕ, вулакансене шăпах хастар скотникпа паллаштарма сĕнчĕ. ХФХ ертÿçи хăйĕн патĕнче ĕçлекенсене мĕнле хаклани çакăнтанах курăнать.

Лашасем те хăйсене пăхакана паллаççĕ, ăна итлеççĕ. «Лаша лайăххи хуçаран килет», — тесе ахальтен каламаççĕ çав. Олег Вениаминович тихасене те кÿлсе çÿреме хăнăхтарнă. Халĕ ав Памира çын хушнине итлемешкĕн вĕрентме тăрăшать. Çакă çăмăлах маррине утсемпе ĕçлесе курнисем лайăх пĕлеççĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.