Комментари хушас

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти васкавлă медпулăшу тытăмĕнче ĕçлекен тухтăрсем малашне пациентсем çинчен информацие планшет урлă илĕç.

Ленин районĕнчи подстанцие пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчех 12 планшет килнĕ. Халĕ çак районти 15 бригада çĕнĕ мелпе ĕçлет. Çулталăк вĕçлениччен Шупашкарти мĕн пур подстанцире çĕнĕ техно-логие ĕçе кĕртесшĕн. Тухтăрсене планшетпа усă курма ятарласа вĕрентеççĕ. Гаджет шăнкăравсене онлайн мелпе йышăнать, пациент хулан хăш кĕтесĕнче пурăннине шута илсе ун патне çывăхрах вырнаçнă бригадăна яраççĕ. Мускав, Санкт-Петербург хулисенче, Тутарстанра, Саратов облаçĕнче васкавлă медпулăшу ĕçченĕсем ку мелпе анлă усă кураççĕ.

Любовь ПЕТРОВА.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.