Комментари хушас

30 Çурла, 2017

Пахалăха кура хакĕ

Хуçалăхсенче вырма хĕрсех пырать. Малтанлăха палăртнă тăрăх — тухăç пĕчĕк мар, гектар-тан вăтамран 28 центнер тухать. Анчах унăн пахалăхĕ тивĕçтерет-ши? Ăна кура тупăшĕ-çке. Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин заместителĕ Олег Исаев ыйтусене хуравлать.

Олег Иванович, кăçал çумăр чарăна пĕлмесĕр çуни çĕр ĕçченне самай хăратрĕ. Капла тырă уйрах кăвакарма, шăтма тытăнать-çке. Халĕ лару-тăру мĕнлерех-ши?

— Çанталăк çумăрлă, сивĕ тăни чир-чĕре сарăлма пулăшрĕ. Çав хушăрах сăтăрçăсем ытлашши ал-хасаймарĕç. Тырă та пĕр пек пулса çитмерĕ. Сап-сарă пучахпа пĕрлех симĕсси те туллиехчĕ. Юрать, çурла уйăхĕ хĕвеллĕ, ăшă тăчĕ, пĕрчĕллĕ культурăсем пиçсе çитрĕç, çав шутра çурхисем те. Тухăç та пысăк. Халĕ тĕллев — ăна тăкаксăр, вăхăтра пуçтарса кĕртесси. Комбайнсем, ытти техника çителĕксĕрри чăрмав кÿме пултарать.

Вырма тытăнсанах тырă нÿрĕ кĕретчĕ, 21-25 процент таранах. Çанталăк уяртнă май нÿрĕклĕх шайĕ 17-18 процента юлчĕ. Юлашки кунсенче 14 процента та çитрĕ. Типĕ тырă лайăх упранать, ăна чир-чĕр ермест, кăвакăш шăршă çапмасть. Пĕр кашăк тикĕт пичкери пыла варалать тенĕ. Пĕр тырă пĕрчи кăвакăшпа сиенленсен пысăк купана та юрăхсăра кăларать. Кăвакăш шăршиллĕ тырă апат валли юрăхсăр. Выльăх та çиесшĕн мар ăна.

Шел, пур хуçалăхăн та комплекс çуккипе хăшĕсен асаттесен мелĕпе — йĕтем çине сарса — хĕвел çинче типĕтме тивет. Капла тырăри клейковина лайăх упранать. Агрегатпа хăвăрт типĕтнĕрен унăн шайĕ чакать. Çапах хальхи вăхăтра хăватлă комплекс пуррине нимĕн те çитмĕ. Уйрăмах пирĕн условисенче. Республикăри тырă йышăнакан предприятисем те чĕр тавара тасатса типĕтме, упрама пулăшаççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе усă курма пулать.

Пÿлмене кĕрекен «сарă ылтăн» пахалăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

— Тĕрĕсленĕ хыççăн вăрлăхăн пысăк пайĕ 5-мĕш класа ларни палăрчĕ /45,1 процент\, 3-мĕшĕ — 34,4, 4-мĕш класли 20,5 процент. Пирĕн тăрăхра фуражлăх тырă туса илеççĕ. Çакă çанталăк условийĕсемпе те çыхăннă. Паха чĕр тавар çитĕнтерме ăшă, хĕвел ытларах кирлĕ. Кăнтăр реги-онсенче те çителĕксĕртерех вăл. Çавăнпа Раççейре 1-мĕш тата 2-мĕш класлă тырă çукпа пĕрех.

Пахалăх хуçалăхсенче удобренипе усă курнинчен, сăтăрçăсене, чир-чĕре хирĕç кĕрешнинчен килет. Сăмахран, пучаха хăнкăла тапăнсан та клейковина шайĕ палăрмаллах чакать. Кăпшанкă тырă сĕткенне ĕçет. Вăрманлăхра хĕл каçнăскер çуркунне ÿсен-тăрана тапăнать. Унран çийĕнчех хăпмасан лаптăк варрине куçать, хăвăрт ĕрчет. Çавăнпа мониторинг тумалла, уй хĕррипе хими хутăшĕ сапмалла. Хăнкăла сиенленĕ тырă усă курма юрăхсăр. Ку сăтăрçă юлашки вăхăтра ытларах курăнма тытăнни пăшăрхантарать.

Апла эпир паха тырă çăкăр пĕçермелĕх те туса илейместпĕр? Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.