Комментари хушас

26 Çурла, 2017

Çĕнĕ Шупашкар 57-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать

Паян Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула хӑйӗн 57-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Уяв мероприятийӗсем 5 вырӑнта "Хула - эпир вӑл!" ятпа иртеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашашкар пасарӗ тӗлӗнче "Ҫӗнӗ Шупашкар - телейлӗ ҫемьесен хули" фестиваль иртрӗ. Гэсстрой умӗнче халӑх пултарулӑхӗн ӑстисем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче "Пултарулӑх бульварӗ" ӗҫлет. "Химик" культура керменӗнче хальхи йышши чаплӑ кинозал уҫӑлчӗ. Халӗ "Химик" кульура керменӗ умӗнче хулари пултаруллӑ ҫамрӑксем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех "Кӗр парнисем" ял хуҫалӑх продукцийӗн фестивальне йӗркеленӗ. Ҫанталӑк аван, ҫынсен кӑмӑлӗсем те лайӑх.

 

Рубрика: