Комментари хушас

25 Çурла, 2017

Инноваци хумĕсем çинче - 30 çул

Паян Оперāпа балет театрēнче Куç микрохирургийē комплекс уçāлни 30 çул тата унāн никēслевçи С. Федоров çуралнāранпа 90 çул çитнине паллā турēç.

Хальхи вāхāтра предприятире 361 çын ēçлет. Ку таранччен 1,5 миллион консультаци панā, 550 пин операци тунā. Шупашкарти филиалта çēршыври 78 регион çынни сывлāхне çирēплетнē. Предприятие 25 çул Николай Паштаев āнāçлā ертсе пырать.

Офтальмологсене уявпа республика Пуçлāхē Михаил Игнатьев саламларē, куç тухтāрēсене пархатарлā ēçшēн тав турē. "Паян Чāваш Енри офтальмалоги чи вāйли тесе калани устерсе калани мар. Аналитика хисепēсем - сирēн ēçе кāтартакан чāнлāх", - терē Михаил Васильевич.

Рубрика: 
Теги: