Комментари хушас

25 Çурла, 2017

Малтан пусмăрланă, кайран чĕртсе çунтарнă

Каçал тăрăхĕнчи 19 çулти каччă ÿсĕр пуçпа минренĕшĕн суд тенкелĕ çине ларĕ. 

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче вăл тăван ялта пĕр хĕр çумне çулăхнă. Тĕпчевçĕсем шухăшланă тăрăх, пике йĕрке хуралçисене пĕлтересрен хăранипе яш ăна хĕнесе пĕтернĕ. Патак шушкă мар, кĕçех хĕр сывлама чарăннă. Усал ĕç тунине пытарас тесе каччă ăна ялти пĕр çынсен утă хуралтине сĕтĕрсе каять, унта утта тивретсе ярать. Хĕрĕнкĕ пуçпа пуçтахланнă каччăна çынна вĕлернĕшĕн, хĕр çумне çулăхнăшăн çеç мар, çын пурлăхне (вутра хуралтăсем кĕлленнĕ) 1,8 миллион тенкĕлĕх тĕп тунăшăн та айăплĕç. Тĕпчевçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, айăпа яш йышăннă.

Рубрика: