Комментари хушас

24 Çурла, 2017

«Çынсем кăшкăрса пулăшу ыйтнине халĕ те тĕлĕкре куратăп»

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕ Арменишĕн хурлăхлă кунпа асра юлнă. Çав кун унта, 29 çул каялла, çĕр чĕтреннине пула хуласемпе ялсем тĕпĕ-йĕрĕпе арканнă, 25 пин ытла çын пурнăçĕ татăлнă...

Çуртсем вырăнĕнче — кирпĕч купи

Тунтикун. Ачасем шкулта парта хушшинче ларнă, аслисем ĕçре тăрăшнă. Инкек пуласса нимĕн те систермен. 11 сехет те 41 минутра Спитак хулинче çĕр чĕтренме пуçланă. Хăрушă пулăмĕн эпицентрĕ шăпах унта пулнă. Ленинакан /халĕ — Гюмри/, Кировокан / халĕ — Ванадзор/ тата Степанаван хулисене, 350 ял-салана та пырса тивнĕ вăл. 58 ялтан нимĕн те юлман, вĕсем çĕрпе танлашнă. Нумай хутлă çуртсем темиçе çеккунтра тимĕр бетон купи пулса тăнă, унта пурăнакансем мĕн пулса иртнине ăнланаймасăрах куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Чи хăрушши — Спитакри шкултан та ишĕлчĕк кăна юлни. Çав самантра урамра пулнă çынсем, сехри хăпнăскерсем, уçă вырăналла чупнă. Çĕр вăйлă чĕтреннĕрен ура çинче тăма та май пулман. Кĕске самантрах, çур минутрах, пурнăç арканнă, ним айăпсăр çынсем, çутă малашлăх пирки ĕмĕтленекен ачасем çут тĕнчерен уйрăлнă. Ишĕлекен çуртсем кĕмсĕртетме чарăнсан пĕлĕтелле тусан палкаса хăпарнă, таврара хăлхана çуракан шăплăх хуçаланнă. Кăштахран çынсем кăшкăрни, йынăшни, макăрни илтĕннĕ. Чи хăрушши пуçланнă кăна-ха... Çынсем тăванĕсене тупмашкăн киле чупнă, анчах çурт вырăнĕнче кирпĕч купи çеç пулнă. Лавкка, шкул, ача сачĕ, фабрика, завод — нимĕн те юлман. Пурте тăванĕсене шыраса ишĕлчĕксене сирнĕ. Анчах йывăр бетона вырăнтан хускатайăн-и? Ятарлă техникăсăр, çăлавçăсемсĕр ниепле те май çук. Вĕсем вара инкек пулнă вырăна часах килеймен: хулана çитерекен çул арканнă, çĕр çурăкĕсен сарлакăшĕ пĕр метра яхăн пулнă. Инкек пирки телекуравпа пĕлтерсен эрменсене пулăшмашкăн чылай çын васканă. Пысăк хурлăх халăха пĕрлештернĕ…

Урам варринче ачасем çывăх çыннисене тупаймасăр пĕр чарăнми ĕсĕкленĕ, шанчăка çухатман ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ-хĕрне кăшкăрса чĕннĕ. Хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те куççульпех йĕнĕ. Хăшĕ-пĕри мĕн пулса иртнине ĕненмесĕр унталла-кунталла утнă. Анчах çурт-йĕр ишĕлчĕкĕ айне пулса сывă юлнисене тата йывăртарах килнĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ хускалаймасăр темиçе кун выртнă, пулăшу кĕтсе илеймесĕр ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Эмма Акопянпа виçĕ уйăхри хĕрĕ, çурт ишĕлчĕкĕ айне пулнăскерсем, унта пĕр эрне выртнă. Темĕнле асамлă майпа кăна сывă юлнă вĕсем. Кăкăр сĕчĕ пĕтсен амăшĕ пÿрнине шăтарса пепкине юн ĕçтернĕ. Вĕсене çăлавçăсем ишĕлчĕк айĕнчен 6 сехет кăларнă.

Урама чăваш строителĕсене халалланă

Профессионалсемпе пĕрлех ахаль çынсем те инкеке лекнисене пулăшма васканă. Вĕсем талăкĕ-талăкĕпе ĕçленĕ, çывăрма, апат çиме вăхăт та, май та пулман. Пĕрисен сывлăхĕ пĕтнĕ, теприсем хăрушă ÿкерчĕке курнипе ăсран тайăлнă. Ленинаканри тĕрмере ларакансене ишĕлчĕксене пуçтармашкăн вăхăтлăха ирĕке кăларнă. Çав вăхăтрах çын хуйхи çинче тупăш тăвакансем те çывăрман, перекет кассисене, лавккасене çаратнă. Вилнисен ылтăн шăлĕсене кăларма, пÿрнисене касса çĕррине, алка-вăчăрине йăкăртма та именмен. Инкек тÿснĕ хулана мародерсенчен сыхлама тивнĕ, салтаксем хурал тăнă.

Пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă пин- пин çыннăн ăçта кайса кĕмелле? Вĕсем йăлтах çухатнă. Хĕл сиввине епле чăтса ирттермелле? Вĕсем ушкăнпа пуçтарăнса кăвайт чĕртнĕ, малтанхи кунсенче мĕн тупнине çикеленĕ. Çĕр чĕтреннĕ хыççăн электричество та пулман. Ишĕлчĕк айĕнчен кăларнă вилесене урамра купаланă.

Чуна çÿçентерекен çак инкеке курнисем ăна нихăçан та манаймĕç. 24 çул каялла Шупашкара куçса килнĕ Аваг Ханеданян пин-пин çыннăн пурнăçне татнă куна чунне ыраттарса аса илчĕ.

— Çав кун эпир пиччесемпе шкултаччĕ. Çĕр чĕтренме тытăнсан тÿрех урама чупса тухрăмăр. Хăрушă ÿкерчĕке курсан сивĕ тар тапса тухрĕ. Сирĕлме пуçланă тусан ăшĕнче — çурт ишĕлчĕкĕсем. Çынсем кăшкăрса макăрни, уласа йĕни хăлхана çурчĕç. Юрать, пирĕн шкул сыхланса юлчĕ, унăн пĕр пайĕ кăна йăтăнса анчĕ. Икĕ ача пурнăçран уйрăлчĕ. Пиччесемпе урана туймасăр, такăна-такăна килелле чупрăмăр. Эпир пилĕк хутлă çуртра пурăнаттăмăр, вăл тĕрĕс-тĕкел ларнине курсан чунăм лăштах пулчĕ. Анне, атте, асатте сывă! Инçех мар вырнаçнă тăхăр хутлă çурт вара тимĕр-тăмăр купине çаврăннăччĕ... Эпир икĕ çул палаткăра пурăнтăмăр, хĕлле буржуйка хутаттăмăр. Пирĕн çурта пурăнма юрăхсăррисен шутне кĕртнĕрен ăна часах сÿтрĕç. Хулара ĕçмелли шыв çукчĕ, апат-çимĕç те çителĕксĕрччĕ. Чылай çын пире пулăшма килчĕ ун чухне, пĕтĕм Совет Союзĕ алă пачĕ. Чи малтан Грузи çыннисем пулăшу кÿчĕç, вĕсем çăкăрпа таса шыв турттарчĕç.

Ку трагедие пурне те, уйрăмах ачасене, чăтса ирттерме питĕ йывăр килчĕ. Вăл тепĕр хут пуласран шикленеттĕм, халĕ те, чĕрĕк ĕмĕр иртсен, ун пирки шухăшлатăп. Хăрушă куна пуçран, чунран кăларса ывăтаймăн. Арканнă хула халĕ те тĕлĕкре курăнать: çынсем кăшкăрса пулăшу ыйтни хăлхара янăрать, аманнисем йынăшаççĕ. Тухтăрсем вĕсене сиплес тесе ырми-канми тăрăшрĕç, Еревана вертолетпа ăсатрĕç. Хăшĕ-пĕри больницăна çитеймесĕрех сывлама чарăннă. Çакна тÿссе ирттернĕ халăх пуç усмарĕ, малалла пурăнма вăй-хал çитерчĕ, — терĕ Арменири Степанаван хулинче çуралса ÿснĕ Аваг Арутюнович. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.